Çурт пушă лармĕ

22 Мая, 2020

ЧР культура министрĕ Роза Лизакова, Культура еткерлĕхне сыхлас енĕпе ĕçлекен патшалăх центрĕн директорĕ Александр Ипатьев тата Шупашкарти ÿнер училищин директорĕ Владимир Ануфриев регион пĕлтерĕшлĕ культура объекчĕ шутланакан «Родина» кинотеатр пулнă çурта çитсе курнă.

Çурт, ăна 1933 çулта хăпартнă, темиçе çул хупă ларать, çавна май арканса, юрăхсăра тухса пырать. Министр унпа тĕплĕн паллашнă хыççăн çак шухăша палăртнă: «Тĕп хула варринчи истори пĕлтерĕшлĕ çурт усăсăр лармалла мар. Унпа культурăпа пĕлÿ паракан учреждени пек туллин усă курма пулать», — тенĕ. Роза Михайловна училище директорне çуртпа усă курмалли план хатĕрлеме хушнă.

Çапла туни живопиç, графика, дизайн, керамика мастерскойĕсене унта куçарма май парĕ. Унтах Чăваш Енĕн чÿлмек искусствин музейне йĕркелеме тĕв тытнă.

www.hypar.ru

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.