Чăваш автономийĕн 100 çулхине халалласа кĕмĕл укçа кăларнă

25 Мая, 2020

 Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ май Раççей Банкĕ çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче 3 тенкĕлĕх кĕмĕл укçа кăларнă. 

Унăн пиччĕн енче Раççей гербне, металл пробине, Санкт-Петербругри монета кратишĕн тавар паллине тата хаклă металăн виçине, кăçал кăларнине, «3 тенкĕ» тесе вырăсла кăтартнă.

Кĕмĕл укçан тÿнтер енне Чăваш Республикин гербне тата хулпуççи çине кĕвентепе мăшăр витре çакнă наци тумĕллĕ чăваш хĕрне ÿкернĕ. Вăл йывăç çумĕнче тăрать. Аякра юханшыв, хальхи вăхăтри хула сăнланнă. Аялта çурма çавракан «Чăваш Республики» тесе вырăсла çырнă, «100 çул» тесе вырăсла шăрçаланине сулахай енне икĕ йĕркепе вырнаçтарнă.  

www.hypar.ru Cbr.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментировать