Атăл тĕпĕнче телефон, вăлта, машина шыраççĕ. Водолазăн ĕç кунĕ лăпкă иртмест

28 Мая, 2020

Павел Васильев 7-8 çулта чухнех шывра чăмпăлтатма пуçланă. Хăй пĕлтернĕ тăрăх, вăл аран-аран ишме вĕреннĕ. Шупашкар каччи шкултан вĕренсе тухсан салтак атти тăхăннă. Çирĕп сывлăхлăскере Хура тинĕс флотĕнче служба тăма сĕннĕ. Павел Севастопольти водолазсен шкулĕнче ăс пухнă. Çур çултан вăл Балтика флотне лекнĕ. Унтах малашнехи çулне суйланă — водолаз пулма шут тытнă. Халĕ 32-ри арçын шыв айĕнче 2 сехет çурă пулаять.

Шыв айĕнче тимлĕ пулмалла. 2010 çултанпа Чăваш Республикинчи шыравпа çăлав службинче çăлавçăра, водолазра тăрăшатăп. Йывăр лару-тăрăва çакланнисене пулăшатăп. Эпĕ сăнанă тăрăх, çынсем айванлăха пула е ÿсĕр чухне инкеке лекеççĕ. Унсăр пуçне манăн хăйне евĕр чун киленĕçĕ пур — шывра путнă япаласене шыратăп. Интернетра сайт йĕркелерĕм, мана пĕлекенсем Раççейĕн тĕрлĕ тăрăхне шырав ĕçĕсем ирттерме чĕнеççĕ. Тăванĕ-хурăнташĕ ыйтнипе шывра путнă çынна та шыратăп. Вилене тупсан ĕçшĕн укçа ыйтмастăп.
Шыв айĕнче тĕттĕм. Водолазсен ĕçĕн 90% — алăпа хыпашламалли. Апла пулин те пĕве тĕпĕнчи юшкăнра ылтăн çĕрĕ те, 60 метр тарăнăшĕнче автомашина та тупатпăр. Çак ĕçе шыв айĕнче ĕçлемелли техникăсăр пурнăçлаймăн. Водолазăн питĕ асăрхануллă пулмалла. Унăн шывра ирттернĕ вăхăта, юхан шыв тарăнăшне, юхăм хăвăртлăхне астумалла. Специалистăн çурăмĕ хыçĕнче — кислород баллонĕ, аллинче — сехет, компас, глубинометр, манометр, декомпрес-симетр…
Çĕнĕ йышши техника пулăшнипе юшкăн ăшĕнчи япаласене шыраса тупма пулать. 2018 çулта Красноярск крайĕнче Енисей юхан шывĕнче «Toyotа Land Cruiser» автомашина пăр айне анса кайнă. Водителĕ чĕрĕ юлайман. Çăлавçăсем унăн виллине темиçе кунран çеç шывран кăларнă. Иномар-кăна çулталăк шыранă, анчах тупайман. Эпĕ ăна 60 метр тарăнăшĕнче асăрхарăм. Автомашинăна çыран хĕррине кăларчĕç.

Психолог пулăшăвĕ кирлех. Эпĕ хама кăмăл- туйăм тĕлĕшĕнчен çирĕп тетĕп пулин те çын куççулĕ чĕрене тиветех. 2011 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Куйбышев шыв управĕнче путнă «Булгария» теплоходри вилесене туртса кăларнă ĕçе хутшăнтăм. «Хусан — Пăлхар — Хусан» марш-рутпа çула тухнă теплоход экипаж айăпне пула инкек тÿснĕ. Унта каннă 201 çынран 79-шĕ çăлăннă. Инкек кăнтăрла иртни пĕр сехетре пулса иртнĕ. Чăваш Республикинчи шыравпа çăлав службин водолазĕсене утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче ир-ирех чĕнсе илчĕç. Пĕр сехетренех ушкăна Тутарстана ко-мандировкăна ячĕç. Çав йышра эпĕ те пултăм.
«Булгария» теплоходра курнине халĕ те пăлханса аса илетĕп. Шывран вун-вун виле туртса кăлартăм. Вĕсен хушшинче — хĕрсем, ача кĕтекен хĕрарăмсем… Йышпа ĕçленĕ чухне инкек калăпăшне ăнланса илмешкĕн вăхăт çук. Чăваш Ене таврăнсан пулса иртнине пуçра çавăрттартăмăр, пĕр-пĕрин хушшинче сÿтсе яврăмăр. Манăн шухăшпа, айван çын çеç нимĕнрен те хăрамасть. Шывран шикленмелле. Унта мĕн пытаннине пĕлме çук. Тутарстанри командировкăран таврăнсан ĕçтешĕмсемпе Республикăри психиатри больницин специалисчĕсем патне икĕ эрне çÿрерĕм. 122 çын пурнăçне татнă инкек халĕ те çÿçентерет. Кунашкаллине никамăн та курмалла ан пултăр.

Эпĕ — çул çÿревçĕ. Çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулатăп, чи илемлĕ юхан шывсемпе кÿлĕсен тĕпне анатăп. Пĕлтĕр Владимир облаçĕнчи Клязьмăна тĕпчеме тиврĕ. Унта квадроцикл шырарăм. Хĕр техникăна итлеттереймен, пысăк хăвăртлăхпа пырса 6 метр çÿллĕш чăнкă çыранран юхан шыва чăмнă. Эхолот пулăшăвĕпе çыран тĕпне тĕпчерĕм. Клязьмăн чи тарăн вырăнĕ — 7,4 метр. Квадроцикла çыран хĕрринчен 10 метрта, 4 метр тарăнăшĕнче шыраса тупрăм. Кустăрмисемпе çÿлелле выртаканскере шыврах çавăртăмăр. Квадроцикл çĕмĕрĕлменни тĕлĕнтерчĕ. Çыран хĕррине илсе тухсан аккумуляторне кăларчĕç те сервиса илсе кайрĕç.
Анчах шыва путнă япалана яланах тупаймастăп. Сургут хулинче Обь юхан шывĕ хĕрринче темиçе хут та пултăм. 2015 çулта медицина ĕçченĕсем вертолетпа чирлĕ ачана пулăшма Нижневартовска çитнĕ. Каялла таврăннă чухне çанталăк япăхланнă, çил-тăвăл çĕкленнĕ, аслати авăтнă. Обь юхан шывĕ çийĕн вĕçнĕ чухне вертолет ÿкнĕ. Икĕ топлива бакĕ çиеле ишсе тухнă. Вертолетра пулнă 3 çын виллине тупнă, 2-шĕ йĕп пек çухалнă. Инкек пулнă вырăнта Обь сарлакăшĕ — 900 метр ытла, тарăнăшĕ — 30 метр. Шупашкар водолазĕсемпе юхан шывра виçĕ талăк ĕçлерĕмĕр, вертолета тупаймарăмăр.
Эпĕ çемьеллĕ. Мăшăрăма ăçта çул тытнине пĕлтерместĕп. «Сахал пĕлетĕн — лайăхрах çывăратăн», — теççĕ. Çул çÿреврен таврăнсан ăна ăçта пулнине, мĕн шыранине каласа паратăп. Ытлашши пăшăрханни никама та усă кÿмест.

Ÿсĕрле паттăрланнине сивлетĕп. Шупашкара чÿхентерекен Атăл тĕпĕнче тем те пĕр шырама тивет. Хула çыннисемпе хăнисем телефон, уçă, вăлта, квадрокоптер, автомашина… çухатаççĕ. 2001 çулта шыв айне пулнă теплоход якорьне кăларма тиврĕ. Карапăн пĕр пайĕ юшкăнпа хупланнăччĕ. 500 килограмм таякан якоре алăпа хыпашласа шырарăм. Тупсан мĕнле кăларасси пирки шухăшларăмăр. Монтаж блокне йывăç вулли çумне çирĕплетрĕмĕр те якоре çĕклесе автомашина багажникне хутăмăр. Ăна Комсомольски районне илсе кайрĕç.
Çанталăк ăшăтнă май халăх пĕве-кÿлĕ хĕррине васкать. Шывра каппайчăкланмалла мар. Пĕлтĕр Атăлта Египет çынни путса вилчĕ. Эпĕ унăн кĕлеткине туртса кăлартăм. Çыран хĕррине 100 çын ытла пухăннăччĕ. Пурте кăшкăрашрĕç. Ют çĕршыв çынни юраман çĕрте шыва кĕнĕ. Çакă ытла хакла ларнă.
Эрех-сăра ĕçсе ÿсĕрĕлсен паттăрланнине сивлетĕп. Ку ыррипе вĕçленмест. Шупашкар районĕнчи Шемшерти пĕвере пулса иртни халĕ те куç умĕнче. Моторлă кимĕпе пыракан хĕрĕнкĕ ашшĕ шывра ишекен ывăлĕ çине кĕрсе кайнă. Çамрăкăн пуç купташки касăлнă, йывăр суранланнă. Явап-сăр ашшĕне пула ывăлĕ вилчĕ. Малалла вулас…

www.hypar.ru

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.