Кашкăртан та хăраман

6 Июн, 2020

Шăнкăр-р! турĕ телефон. Кĕтмен çĕртен пулнăран шартах сиктерчĕ. Çитменнине, вăхăчĕ ирхи тăватă сехет кăна иртнĕ те. Кам шăнкăравлама пултарĕ-ха шуçăмлах? Телефона тытсан тÿрех паллă пулчĕ: «Анне!» Иртнĕ эрнере çеç кайса килнĕччĕ яла, хуллен çÿретчĕ, сывлăхĕ хавшанине те асăнмастчĕ хаклă çыннăмăр.
Ирĕксĕрех иртнĕ кунсем куç умне тухрĕç. Эх, пире, виçĕ ачуна, пĕчченех пăхса çитĕнтерме лекрĕ сана, ылханлă вăрçă юратнă аттемĕре ĕмĕрлĕхех уйăрчĕ. «Атте» тесе чĕнеймерĕмĕр, ун чĕрçийĕ çине ларса ачашланаймарăмăр. Эпир, тĕпренчĕкÿсем, тĕлĕнеттĕмĕр санран, анне. Ăçтан вăй-хал тупнă-ши эсĕ пур йывăрлăха çĕнтерме? Ĕмĕре ялта пурăнса ирттернĕскер, пĕр ĕçрен те юлманскер, кÿршĕ-аршăпа пĕр чĕлхеллĕскер, пире те хăвăн пек пулма вĕрентеттĕн.
Ас тăватăн-и, аннеçĕм, эпĕ ун чух улттă кăна тултарнăччĕ-ха, эсĕ конюхра ĕçлеттĕн. Ывăнсан лашасене ачашлаттăн, ăшă сăмахсем калаттăн. Янаварсен хушшинче тапаканнисем те, çыртаканнисем те, хăвалаканнисем те пурччĕ. Сан умра вара вĕсем пурте лăпкăччĕ, пĕр пекчĕ.
Пĕррехинче хăмăлпа чĕрĕлсе пĕтнĕ çара урана пăхса илтĕн те мана Гремит ятлă лашана утлантартăн. Чиперех пыраттăмăр. Çырма урлă каçнă чух тытăнма вăй çитереймерĕм, çĕрелле вăшт! çеç ÿкрĕм те макăрма пуçларăм. Эсĕ вара: «Тăр-тăр, хĕрĕм, ан ĕсĕкле, пурнăçра ялан такăр çул пулмасть çав, тумхахсем урлă та тĕрĕс-тĕкел утса çÿреме хăнăхас пулать», — терĕн.
реме хăнăхас пулать», — терĕн. Çаплах лашасем пăхаттăмăр санпа. Акă сап-сарă кĕркунне килсе çитрĕ. Ял çумĕнчи пĕчĕк вăрман тумĕпе мухтаннă евĕр туйăнать. Çулсерен мăйăр нумайччĕ! Эсĕ шĕшкĕ вулли çинчи курланкăсене тата-тата миххе тултараттăн, мана аялта тăкăннă çимĕçе пуçтарма сĕнеттĕн. Чăн та, мăйăра кайсан çÿле пăхас йăла пĕрре те çук манăн, çÿретĕп вара упаленсе, тутă мăйăр шыраса. Темлерен эсĕ пилеш йывăççине амантрăн та мана: «Эккей, айăпа кĕтĕм ун умĕнче, пар-ха миххÿне, унта саппун пурччĕ“ , — терĕн. Хуллен аркине чĕрсе илтĕн те йывăç тунине тÿрлетсе нÿрĕ тăпра хурса çыхрăн. Маншăн ку çут çанталăка упрама, ăна юратса сыхлама вĕрентекен урок пулчĕ. Ытла та чуна кĕрсе вырнаçрĕ вăл. Тахçанах тăнлавсем шап-шурă пулин те пĕр чĕрĕ йывăçа та сиен туман. Тавтапуç сана уншăн. Малалла вулас…

www.hypar.ru

Антонина ЕФИМОВА. Шупашкар районĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.