Чĕрĕп мечĕке аса илтерчĕ

11 Июн, 2020

«Тантăш ытти ача пекех эпĕ: шкула çÿретĕп, кружоксене хутшăнатăп. Юлташсем пекех çемьере çитĕнетĕп. Пурнăçăм ытти чылай ачанни евĕрех темелле. Телейлĕ-и эпĕ тесе нихăçан та шухăшламан.

Пĕлтĕр аттепе анне манăн пÿлĕмре юсав ĕçĕсем туса ирттерчĕç. Анне теттесене, пĕчĕкленнĕ тумтире пуçтарнине курсан вĕсене ăçта хурассипе кăсăклантăм. Ачасен çуртне кайса парасса систерчĕ. Тăлăхсем пирки илтнĕ-ха эпĕ. Юмахри Кĕлпике çинчен те вуланă. Манăн та аннепе унта çитсе килес кăмăл çуралчĕ.
Эх, еплерех савăнчĕç ачасем парнесене курсан. Хĕрачасем кĕпесене пĕрин хыççăн тепри тăхăнса пăхрĕç. Хĕрхентĕм вĕсене. Аттепе анне пурри мĕн тери пысăк телей иккенне ăнлантăм», — палăртнă 11 çулти Елена Петрова хăйĕн ĕçĕнче.

Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа ЧР Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министерстви «Эпĕ телейлĕ ача» конкурс ирттерни пирки пĕлтернĕччĕ. Унăн çĕнтерÿçисем паллă ĕнтĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем савăнăç-телейне уçса парас тĕллевпе юрă шăрантарнă, ÿкерчĕк сăрланă-ăсталанă. Кĕске сочинени хайласа тупăшакансен йышĕ те сахал мар. Конкурса пĕтĕмĕшле 3 çултан пуçласа 17 çулчченхи 800 ытла ача хутшăннă.
Хăй телейлине 6 çулти Мария Каллина çакнашкал сăнланă:
«Аппа мана яланах канфет илсе çитерет. Çакăншăн питĕ юрататăп ăна. Пичче вара шăккалатне сайрарах пайлать. Çапла, эпĕ пылак çиме юрататăп. Ку çимĕçсĕр пурăнаймастăп тăк мĕн тăвас? Телейлĕ пулма тата мĕн кирлĕ-ха?
Нумаях пулмасть аннепе çырмана кăвакал чĕпписене пăхма кайрăмăр. Икĕ шурă акăша куртăмăр унта. Мĕн тери илемлĕ вĕсем! Манран хăрамарĕç те. Киле таврăннă чухне çул çине чĕрĕп сиксе тухрĕ. Эпĕ ун патне чупса пынине асăрхасан мечĕк пек çаврăнса ларчĕ вăл. Мультфильмри пекех йĕплĕ иккен чĕр чун. Аннене ăна киле илсе кайма ÿкĕтлерĕм. Сĕт ярса патăмăр. Ирхине тăнă çĕре çукчĕ ĕнтĕ чĕрĕп. Анчах пĕлетĕп: килетех. Пирĕн сĕт тутлă вĕт». Малалла вулас…

www.hypar.ru

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.