Тарçă тытакан ăру çитĕнмĕ-ши?

4 Авг, 2020

Шывра пиçĕхнĕ хулă хуçăлмасть, ĕçре пиçĕхнĕ çын авăнмасть теççĕ. Хальхи ачасем çине пăхатăн та…

Паянхи ачасем, шел те, ĕçрен ытла та аякра çитĕнеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ те ывăл- хĕрне ĕçе вĕрентессишĕн хыпкаланмасть. «Пĕчĕк-ха, ĕмĕр тăршшĕнче пилĕк авса ĕлкĕрĕç-ха», — тенине аслашшĕ- асламăшĕнчен те час-часах илтме пулать. Çавăнпах-тăр пепкисем тăвас ĕçе те хăйсемех тăваççĕ.
Пирĕн ÿсĕмри ачасемшĕн çум çумлама вĕренни те пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланнă. Ара, такамшăн мар-çке, хамăршăн, мĕншĕн тесен пĕчĕкрен ĕçе хăнăхсан малашнехи пурнăçра çăмăлрах пулассине шанса тăнă. Пире аслисем çавăн пек ăнлантарнă, хăнăхтарнă. Астăватăп-ха: çав çул шкула каймаллаччĕ. Асатте картиш шăлтарчĕ. «Маттур, — ĕçе тирпейлĕ тунине курса-ши мух-танăччĕ вăл мана. — Шкулта лайăх вĕренекен ача пулатăн». Мĕншĕн çапла каланă-ши вăл? Çакна халĕ те пĕлместĕп. Анчах кирек епле ĕçе пуçăниччен те асатте сăмахĕсем аса килеççĕ. «Картиш шăлма пĕлетĕп, апла тăк çак ĕçе те ăнтаратăп», — ĕç-хĕл картиш шăлассинчен питĕ аякра тăрать пулин те çапла каласа хавхалантаратăп хама хам. Мĕн тери пуян иккен вăл халăх педагогики!
Шел те, ашшĕ-амăшĕ çеç мар, хальхи вăхăтри вĕрентÿ системи те ачасене пĕчĕкрен ĕçе вĕрентессине вырăна хумасть. Шкулта технологи урокĕсем пур-ха. Анчах ача çав уроксенче эрнере икĕ сехет ирттерсен те пĕр-пĕр ĕçе хăнăхасси иккĕлентерет, мĕншĕн тесен… ачасене ĕçлеттерме юрамасть. Эпир /темшĕн яланах хамăрăн вăхăтрипе танлаштарас килет/ ĕç урокĕсенче шкул çумĕнчи лаптăкра пахча çимĕç ÿстернĕ, çум çумланă, улма-çырла татнă… Час-часах пĕлÿ çурчĕ таврашĕнчи территорие çÿп-çапран тасатма илсе тухатчĕç. Шкул çывăхĕнчи урамсене те пĕрре мар тирпейленĕ. Кашни çул совхоз хирне çĕр улми пуçтарма çÿренĕ. Анчах никам та «пирĕн ĕçлес килмест, ачасене тертлентереççĕ» тесе каламан. Ачасем те кăмăллă, мĕншĕн тесен ушкăнпа вăхăт савăнăçлă иртет. Уй-хирти ĕç, тĕлĕнмелле те, çав вăхăтрах кану та пулнă. Ашшĕ- амăшĕ те кăмăлсăрланман. Вĕсем ача ăçтине лайăх пĕлнĕрен пачах та пăшăрхан-ман: ывăлĕ-хĕрĕн усал шухăшсемпе аппаланма вăхăт пулас çук.
Халĕ вара? Нумайăшĕ ача çумне пĕчĕклех куршанак çыпăçасран питĕ хăрать ахăртнех. Акă шкулта час-часах куракан ÿкерчĕке тĕслĕх вырăнне илсе кăтартассăм килет. Пĕрремĕш класра вĕренекенсене юрĕ, каçарăпăр. Вĕсем пĕчĕкрех тейĕпĕр. Анчах та аслăраххисене, сăмахран, 6-мĕш, 7-мĕш классенче вĕренекенсене, хăйсене класри чÿречесене, парттăсене çутарманни йĕркеллĕ пулăм-и? Шкул çумĕнчех пурăннăран кашни чĕрĕк вĕçленнĕ хыççăн çакна куратăп: амăшĕсем витре йăтса шкулалла утаççĕ. Унтан тата хĕл çывхарать. Чÿрече хушăкĕсене çил вĕресрен хупламалла. Çак ĕçе ачасем тума пултараймаççĕ-и? Паллах, пултараççĕ. Алли татăлса ÿкес çук. Анчах юрамасть. Доска çинче çырнине нÿрĕ татăкпа тасатма та саккун чарать те... Çапла майпа çывăх çыннисене тарçă вырăнне хуракан ăру çитĕнтерместпĕр-ши?
Ĕçе вĕреннĕ çын нихăçан та хур курас çук. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-80-мĕш çулĕсенче пирĕн тăрăхри, Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Кипек вăтам шкулĕнчи, шкул ачисен производство бригади çĕршывĕпе кĕрлесе тăнă. Унăн опычĕпе паллашма тĕрлĕ çĕртен килсе çÿренĕ, çамрăк ĕçченсем çинчен хаçат- журналта çырнă, хăйне евĕрлĕ ачасем пирки кĕнеке те кăларнă. Бригадăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, математика учителĕ, чылай çул шкул директорĕнче ĕçленĕ Михаил Илларионов ертсе пынă.
Ĕç вахтине миçе ăру хутшăннă-ши? Миçе çĕр ача анлă пурнăç çулĕ çине тухиччен кунта паха опыт илнĕ-ши? Çĕр-çĕр! Çав çулсенче Кĕçĕк Кипек вăтам шкулне вунă-вун икĕ ялтан вĕренме çÿренĕ, вĕренÿ учрежденийĕнче ăс пухакансен йышĕ пилĕк çĕртен те иртнĕ. Вĕсем пурте производство бригадинче ĕçлесе пиçĕхнĕ. Унта йышăннă чухне ачан ÿсĕмне пăхман. Кăмăлу пур-и? Тархасшăн, бригадăна кĕр! Пĕчĕккисем валли те, 1-мĕш, 2-мĕш классенче вĕренекенсем валли те, ĕç тупăннă. Аслăраххисем алла çава тытнă, кĕреçе-сенĕкпе ĕçленĕ пулсан, вĕттисем — кĕреплепе.
Совхозра ачасем валли яланах ĕç тупăннă. Вĕсем çĕр пичĕ юртан тасалсан ĕçе пикеннĕ те хĕл сиввисем тавралăха çавăрса иличченех уй-хирте, улăх-çаранта, йĕтем çинче тăрмашнă. Çĕр улми, кăшман анисене çумланă. Унтан утçи тапраннă. Вăрман уçланкисенче, улăхсенче, çулсен хĕррисенче çулса типĕтнĕ çемçе утта сурăх, пăру фермисене ăсатнă. Бригадăна уйăрса панă лаптăксем çинче тыр-пул ÿстернĕ. Кĕркунне йĕтем çинче хĕрÿ ĕç тапраннă. Вăйă-кулăра, паллах, ачасем йывăррине те, кансĕррине те туйман. Хавхаланса ĕçленĕ.
Пĕр çулхине, сăмахран, тăватă метр çÿллĕш куккурус ÿстерме пултарнă. Çакăн евĕрлĕ çитĕнÿшĕн ачасене Мускава халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравне илсе кайнă. Сăмах май, ку пĕртен-пĕр сумлă пулăм çеç мар. Кĕçĕн Кипеке автобус, «Москвич» автомобиль, виçĕ трактор ахальтен килмен ĕнтĕ. Çапла майпа ачасен ĕçне хак панă. Кунсăр пуçне Михаил Илларионович чи хастаррисене Раççейри паллă хуласене — Мускава, Алма-Атана, Сызране — экскурсие илсе çÿренĕ. Вĕсен хушшинче Хисеп хучĕсене, медальсене тивĕçнисем те йышлă пулнă.
80-мĕш çулсенче ачасен производство бригади пирки «Школа растит хлеборобов» кĕнеке кăларнă. «Комсомольская правда», «Сельская жизнь» хаçатсенче пысăк статьясем пичетленсе тухнă. Кĕçĕн Кипек ачисем çинчен радио кăларăмсем хатĕрленĕ, маттурсене телекурав кăтартнă, «Притяжение земли» кинофильм ÿкернĕ, ял хуçалăхĕн çамрăк ĕçченĕсен опытне педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Çапла чăваш ачисене республикăра çеç мар, Раççейре те пĕлнĕ. Ĕç çынна чапа кăларать текен тĕслĕх мар-и, ара, çакă?
Уй-хирте ĕçлени ачасене вĕренме пачах та чăрмантарман. Бригадăна çÿренисен йышĕнче вăтам шкула лайăх паллăсемпе çеç мар, медальсемпе пĕтернисем те йышлă. Пĕчĕкрен çĕр ĕçне юратса ÿснĕскерсем нумайăшĕ пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă, чăн-чăн çĕр çынни пулса тăнă. Çапла вара Кĕçĕн Кипек тăрăхĕнче ял хуçалăх наукисен кандидачĕсем, тава тивĕçлĕ ятсене илнĕ агрономсемпе зоотехниксем те йышлă. Çар çыннисем те, экономикăн ытти отраслĕнче хăйсен вырăнне тупнисем те нумай. Ĕçре пиçĕхнисене пурнăç йывăрлăхĕсем хăратмаççĕ, ура хумаççĕ. Кун йышшисем чăрмавсем пулсан та вĕсене парăнтарма вăй-хăват çитереççĕ, мĕншĕн тесен атте-аннене, çывăх çынсене шанма хăнăхман.
…Шел, ертÿçĕ çĕре кĕнĕ хыççăн производство бригадин ĕçĕ чарăнса ларчĕ. Малалла вулас...

АУДИОВЕРСИ кунта...

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.