«Аттен пулăшăвĕ яланах çăлнă мана»

12 Авг, 2020

Манăн атте Мирон Кольцов (сăн ÿкерчĕкре) 1888 çулта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Малти Пукаш ялĕнче çуралнă. Çемьере саккăрмĕш ача пулнă. Çирĕмре ăна çара илнĕ. Патша çарĕнче 11 çул хĕсметре тăнă, Георгий хĕресне тивĕçнĕ. Питĕ çирĕп, тĕреклĕ çын пулнă.
Мана вăл мĕн ачаран спортпа туслă пулма, тăрăшса вĕренме, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма хăнăхтарнă. 1941 çулхи хĕлле питĕ вăйлă чирленĕччĕ. Виçĕ талăк мана сĕм тĕттĕмре тытнă. Мана ун чухне атте пăхнă, сипленĕ. Тепĕр тăхăр кунран сывалнăччĕ. 1945 çулхи хĕлле эпĕ хам тĕллĕн çара алăнах йĕлтĕрпе ярăнма кайнă. Икĕ алăри пÿрнесене те шăнтнă. Анне çакна асăрханă та тÿрех аттене пĕлтернĕ. Вăл çийĕнчех пысăк чашăка краççын ячĕ те манăн алăсене унта чиктерчĕ. Пÿрнесем майĕпен «йĕркене кĕчĕç». Вăт çавăн чухне вăл çарта салтаксен шăнтнă алли-семпе урисене çапла сиплени çинчен каласа панăччĕ. 1946 çулта ялти арçынсем пирĕн икĕ хутлă ампара сÿтме килчĕç. Коллективизаци тапхăрĕ пулнă- çке. Материалĕсене урама сарса хунăччĕ. Эпир тусăмпа Василий Егоровпа çавăнтах чупса çÿренĕ. Эпĕ ăнсăртран тутăхнă пăта çине пуснă. Тепĕр кунне ура вăйлă шыçнăччĕ. Тепĕр икĕ кунран утайми пулса ларнăччĕ. Авăн уйăхĕ çитрĕ, мана шкула ямарĕç, больницăна та илсе каймарĕç. Пĕрре атте киле юлчĕ. Кăмака хутрĕ, унта тем аппаланчĕ. Унтан ман пата пычĕ те хĕртнĕ çĕçĕпе урари шыççа касрĕ. Эпĕ хăранипе тата ыратнипе хытă кăшкăрса ятăм. Каçчен суранран пÿр юхса пĕтрĕ. Атте урана шурă эрехпе сĕрсе сиплерĕ. Темиçе кунран сывалтăм эпĕ. Каярах медицина сестри Лиза пынăччĕ пирĕн пата, аттене çапла сипленĕшĕн хăтăрса илнĕччĕ. Телее, йăлтах йĕркеллĕ пулнă. 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне манран шкулта юлташсем мĕншĕн Альберт ят хуни пирки ыйтрĕç. Эпĕ, паллах, çак ыйтăва киле таврăнсан аттене патăм.
Пирĕн атте çирĕп кăмăллă, тÿрĕ чунлă, сахал калаçакан çынччĕ. Вăл ман çине тимлĕн пăхса илчĕ те майĕпен калаçу пуçарчĕ: «Чÿк уйăхĕнче пирĕн ротăна каялла чакма тиврĕ. Çав самантра мана икĕ ураран та амантрĕç. Эпĕ пысăк йывăç айĕнче юн юхтарса выртаттăмччĕ. Рота командирĕ манăн винтовкăна та илсе кайрĕ… Пăхатăп: ман еннеле нимĕç салтакĕ килет. Хÿтĕленме пăшалăм та çук ĕнтĕ. «Мана персе пăрахать е тыткăна илсе каять», — тесе шухăшларăм ун чухне. «Вырăс çынни, эсир аманнă-им?» — ыйтрĕ вăл ман çывăха çитсен вырăсла. Эпĕ пуçăма султăм. Çав самантра вăл манăн сурана тимлĕн пăхрĕ, хăйĕн аптечкине уçрĕ. «Мĕн ятлă эсир?» — тесе ыйтрĕ. Эпĕ: «Мирон», — терĕм. Хăй вара Альберт ятлă пулни пирки каларĕ. Унтан хăйĕн çемйи маларах Раççейре пурăнни çинчен пĕлтерчĕ. Аслашшĕ Петроградра паллă фабрикант пулнă-мĕн. Альберт пĕлтĕр Германие тăванĕсем патне хăнана килнĕ пулнă. Вăрçă пуçланнă та ăна Германири çара çырнă. Çапла вара Раççей çынни нимĕç салтакĕ пулса тăнă. Манăн сурана çыхма унăн марли çитмерĕ. Вара вăл кĕпене хывма хушрĕ. Сурана çыхса пĕтерсен эпĕ ăна малашне киле чипер таврăнсан ывăлăма унăн ятне пама шантартăм. Вăл тек нумай тăмарĕ, вăрманалла кĕрсе çухалчĕ». Аттене вара каçхине санитарсем медсанчаçе илсе кайнă. Госпитальте виçĕ уйăх сипленнĕ хыççăн атте киле таврăннă. Хăйне евĕр çак ятпа 81 çул çÿретĕп ĕнтĕ.
1957 çулта эпĕ Энĕш шывĕнче путма пуçланă. Хамăр ял çынни Иван Башкиров çăлса хăварчĕ мана. Шывран кăларсан йĕпе çи-пуçпа çара уран килелле пĕр çухрăма яхăн утрăм. Киле çитсен аттене хамăн инкек пирки каласа патăм. Мана ятламарĕ вăл, хăвăрт хывăнма ыйтрĕ. Вăл кĕлеткене шурă эрехпе сăтăрса ячĕ. Хама та кăштах тутантарчĕ. Унтан кăмака çине хăпарса выртма хушрĕ. Лайăх витĕнсе ирчченех ним туйми çывăрнă эпĕ. Ирхине ним пулман пекех тăтăм та ачасемпе сурăх кĕтĕвне тухса утрăм.
Шкултан ăнăçлах вĕренсе тухрăм. Анчах çакăн хыççăн тепĕр икĕ уйăхран гриппа чирлесе ÿкрĕм. Килте 5 эрнене яхăн выртрăм. Атте ырра мара сиссе мана Октябрьскинчи район больницине илсе кайрĕ. Палланă тухтăр мана вырттарчĕ. Больницăра стенасем çÿхеччĕ. Врач аттепе мĕн калаçни йăлт илтĕнетчĕ. «Икĕ эмел çырса паратăп. Анчах туянма кирлех-ши вĕсене? Сирĕн ывăл паян-ыран вилет», — терĕ. Атте пурпĕрех эмелĕсене çыртарчĕ. Вĕсене икĕ хут кăна ĕçрĕм, температура хăпарса кайрĕ. «Ну, халĕ вилетĕпех иккен», — тесе шухăшларăм. Темле çывăрса кайнă çапла. Тĕлĕк курăнчĕ. Иван Башкировпа ют çуртсем тăрăх çÿретпĕр пек. Анчах пире ниçта та йышăнмарĕç, вара каялла таврăнтăмăр…
Вăрансан тĕлĕке аннене каласа патăм. Вăл мана хулпуççирен çепĕççĕн ыталарĕ те: «Сана, Альберт, аçу çăлчĕ. Больницăна илсе кайрĕ, кирлĕ эмелсем çыртарчĕ. Тата нумай пурăнатăн эсĕ», — терĕ. Эпĕ ун чухне 18-ччĕ, халĕ 81-ре. Чирленĕрен мана çар училищине илмерĕç. Колхозра ĕçлерĕм, Сĕнтĕрвăрринчи строительство техникумĕнче вĕрентĕм. «Кирек ăçта ĕçлесен те пурнăçра яланах çĕр çывăхнелле пулма тăрăш. Вăл сана нихăçан та выçă вĕлермест. Кăмăлу тата чăтăмлăху кăна пултăр», — терĕ атте эпĕ 20 тултарсан. Çак сăмахсене эпĕ нихăçан та манман. Пысăк должноçсенчех ĕçлеме тÿр килчĕ. Çурт лартрăм, пахча та пулнă, тем те пĕр ÿстернĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Альберт КОЛЬЦОВ, ĕç ветеранĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.