«Чăваш хĕрарăмĕ» 33 (1158) № 20.08.2020

20 Авг, 2020

 «Вунă-вун икĕ çул аслăрах пиччесем манпа вылясшăнах марччĕ. Çавăнпа ачаранах йышлă çемье çинчен шухăшлаттăм. Каярах çакă Владимирпа иксĕмĕрĕн пĕрлехи ĕмĕт пулса тăчĕ. Эпир Пÿлĕхçĕ парнелекен пур пепкене те хавхаланса-савăнса йышăнатпăр», — калаçу пуçарчĕ 8 ача амăшĕ Ольга Прокопьева. «Мĕншĕн икĕ ача кăна çуратни тавра аннепе пĕрре мар сăмахланă. Çитĕнсен тин сăлтавне пĕлтĕм: çывăх çыннăн чир çыпăçнине пула йыш хушма май килмен», — палăртать мăшăрĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тури Çĕрпÿкассинче çитĕннĕ Владимир Прокопьев. Тĕрлĕ хулара сварщикре ĕçлесе пурăннăран вăтăр улттăра тин çемье çавăрнă вăл. Пулас мăшăра юлташĕсем паллаштарнă. Ун чухне Ольга Валерьевна икĕ хĕре пурнăç парнеленĕ ĕнтĕ. Вĕсене, йăмăкĕсемпе шăллĕсемшĕн яваплăх туяканскерсене, çемье пуçĕ тăван тĕпренчĕкĕсем пекех юратать. «Эпир иксĕмĕр те килте хĕрарăм татăклă сăмах каланине курса çитĕннĕ. Упăшка хăш-пĕр ыйтăва татса панă чухне манăн шухăша тĕпе хурать, пуçаруллă пулма чармасть. Çавăнпах унпа çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупатпăр», — пытармасть кил вучахне упракан хĕрарăм (Пĕри теприне евĕрлесе аталанать)

 Техникумра вĕреннĕ вăхăтра кÿршĕ ялти Сашукпа паллашрĕ. Анчах йĕкĕт амăшĕ ывăлне хĕртен сивĕтрĕ. Темшĕн килĕштермерĕ кин пулма суйланă пикене. Амăшĕн сăмахĕнчен иртеймерĕ каччă. Кунашкал арçынпа мăшăрланас кăмăлĕ Гальăн та сĕвĕрĕлчĕ. Каярах Мишăпа та, Петьăпа та, Сашукпа та паллашрĕ. Анчах нихăшĕ те хĕрарăма пурнăç çулĕпе пĕрле утма сĕнмерĕ. Кашниех тиркерĕ (Тиркерĕç…)

 «Ăçта кантăн-ха кăçал?» — кăсăкланчĕç социаллă сетьсенче манпа çыхăну тытман пĕлĕшĕмсем. /Интернетри тусăмсем, çул çÿрев сăн ÿкерчĕкĕсене тĕнче тетелĕнче вырнаçтарсах тăнине кура, паллах, кашни утăмах пĕлсе тăратчĕç/.
«Хура халăх пекех — Хура тинĕс хĕрринче», — хам сисмесĕрех вĕçерĕнчĕ чĕлхерен. Ку ĕнтĕ коронавируса пула чикĕ леш енне тухма май килменнишĕн кăмăлсăрланнипе пулчĕ-ха çапла. Çапах та хамăр тăрăхри кану тăрăхĕсене те хăçан та пулин çитсе курма пур пĕр палăртнăччĕ-ха, анчах та каярахпа — инçе çĕрсене çитмешкĕн вăй-хал çитми пулма пуçласан. Ватăларахпа. Çав таранах халсăрланманччĕ-ха та, пурнăç авă пур пĕр хăйĕн юррине юрлаттарать, хăйĕн ташшине ташлаттарать. Çапла. Кăçал эпир те ыттисем пекех чикĕ леш енче мар, çĕршывăмăрăн виçейми анлăшĕнчех — Крымра — кантăмăр (Сарăях чечек — хĕвел çаврăнăш…)

♦ Вăл çитсе курса намăслантариччен хăпăл-хапăл ура çине сиксе тăрса тĕпеле васкатăп. Чăн та, çÿлĕк çинче çемçе çăкăр, ал шăллипе витнĕскер, пăшлатса выртать. Паян — çăкăр, ыран — кукăль, çавăнтах — шÿрпе… Кăмакаран тутланса тухнăскерсен хакне ача чухне, тен, ăнланса та çитереймен. Кĕр кунĕнче кукамай шăрттан янтăлатчĕ. Сумлă çак тивĕçе ăна кăна шаннине ас тăватăп. Ара, ку çимĕçĕн хăйĕн вăрттăнлăхĕсем пур. Кăмака ытла вĕри пулмалла мар — çунса каять, сивĕнсе те çитмелле мар — пиçеймест. Шăрттанăн тепĕр вăрттăнлăхĕ — технологине пăхăнса хатĕрлесен вăрах вăхăт упранать вăл, пăсăлмасть. Çавăнпа чăваш ĕлĕк вăрăм çула тухнă чухне хутаçне яланах шăрттан чикнĕ (Шăрттан ăçта пĕçереççĕ?..)

♦ Татьяна Александрова Чăваш Енре, ытти регионпа танлаштарсан, пĕчĕк ача вилесси тĕлĕшпе кăтарту пĕчĕк пулни çине пусăм турĕ. Çакă, пĕрремĕшĕнчен, перинаталь центрĕсенче хальхи йышши технологисемпе усă курнине, çавна май пĕчĕкскерĕн пурнăçне сыхласа хăварма пултарнине çирĕплетет. Иккĕмĕшĕнчен, пĕтĕмлетĕве пепкесен çывăх çыннисен тимлĕхĕпе çыхăнтарма пулать.
Çывăрнă вăхăтра амăшĕн айăпĕпе — кăкăрпа сăмсине хупланăран — тĕпренчĕкĕн пурнăçĕ татăлма пултарать. Çавăнпах ача валли уйрăм вырăн хатĕрлемеллине кашни хĕрарăмăн шута илмелле (Телефон та суранлама пултарать)

♦ "Телейлĕ амăшĕ" социаллă проект

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.