«Кашни саманта сăнласчĕ...»

19 Дек, 2013

Шăмăршă районĕнче çуралса ÿснĕ Валентина Михайловна Табакова мĕн ачаранах фото ĕçĕпе «чирленĕ». Алла пĕрремĕш хут илнĕ «Зенит» фотоаппарат уншăн темрен те хаклă шутланнă. Çакна вăл паян та хăпартланса аса илет. «Сăн ÿкерчĕксем хура-шурă çеçчĕ, вĕсенче пур пĕр пурнăçăн кашни саманчĕ упранса, сăнланса юлни пахаччĕ. Тĕнче илемне, юратăвăн асамлăхне ытама илме пултартăм. Çак ытамра паян мĕн тĕрлĕ сăн ÿкерчĕк çук-ши манăн!? Пурте хаклă», _ йăл кулса каласа парать «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята, «Вĕрентÿ ĕçне чунтан парăннăшăн» тата «Раççей вĕрентĕвĕн элити» медальсене тивĕçнĕ педагог.

Пулас вĕрентекене те пĕчĕк фотолаборатори йĕркелеме пулăшнă. Унта вăл тутлă ыйха татса, урамра чупмалли вăхăта шеллемесĕр тенĕ пек фотопленкăсемпе аппаланнă, ÿкернĕ ăнăçлă кадрсене хут çине кăларма тăрмашнă. Ун чухнех вăл хăйĕн тантăшĕсене, пĕрле выляса çитĕнекен тусĕсене кадра илнĕ. Паян та нихăш самантра алран фотоаппарат вĕçертмен педагог ачалăха сăнлама тăрăшать. «Иртнĕ тапхăра таврăнмалли чи асамлă мелсенчен пĕри вăл маншăн, _ тет Валентина Михайловна. _ Ачасемпе çамрăксене сăнлатăп. Вĕсем мана вăй-хăват парнелеççĕ, хавхалантараççĕ.

Тĕлĕнмелле çын вăл Валентина Михайловна. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенскер тăван енре кăна мар, чылăй çĕрте хăйĕн ĕçĕсенчен курав йĕркелерĕ. Республикăри вĕренÿ институтĕнче, Пичет çуртĕнче иртнĕ «Вăрмар ен» курава миçе çын çитмерĕ-ши? Кашни кăмăллă юлни, унăн ĕçне ырлани «Професси ăнăçăвĕн çÿл тÿпи» конкурс çĕнтерÿçине хавхалану кăна кÿрет.

Паян та кулленхи пекех ачасен юратнă вĕрентекенĕ шкула васкать. Алăра тĕрĕслев ĕçĕллĕ тетрачĕсем, кĕнекесем... Фотоаппарат вара яланах пĕрле. Унсăрăн пултаруллă педагог пĕр кун та пурăнаймасть. Кун-çул историне çырăнса юлакан кашни саманта сăнласа хăвармасăр епле чăттăр чун?

Владимир ФЕДОРОВ.

Вăрмар районĕ, Вăрмар шкулĕ.

Сăн ÿкерчĕксенче: В.М.Табакова

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.