Патăрьел районĕнче хура вăлча туса илесшĕн

10 Сен, 2020

Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Патăрьел районĕнче ĕçлĕ çулçÿревпе пулчĕ. Вăл Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи фермер хуçалăхĕсене çитсе килчĕ, выльăх-чĕрлĕх фермине уçнă çĕре хутшăнчĕ.

Шăнкăртамри Ферид Чабатов фермер 520 гектар çинче тыр-пул, пăрçа йышши культурăсем ÿстерет. Кăçал 10 гектар çĕр çинче 160 тонна çĕр улми пуçтарса илнĕ. Фермер мăйракаллă шултра выльăх усрать. Олег Николаев унăн осетр ĕрчетмелли хупă бассейне çитсе килчĕ. Ферид Чабатов ку енĕпе 5 çул каялла ĕçлемме тытăннă. Халĕ 70 метр тăршшĕ бассейнра 8 пине яхăн пулă ĕрчет. Çак йышра — çĕкĕ, осетр. Форель ĕрчетмелли уйрăм пĕве пур. Ферид Чабатов тепĕр çул хура вăлча туса илме тытăнасшăн, производство йĕркелесшĕн.

Анат Туçари Кузнецовсем севок сухан çитĕнтереççĕ. Икĕ çул каялла кооператив йĕркеленĕ. Ашшĕпе ывăлĕ севок суханăн тĕрлĕ сортне лартса пуçтараççĕ. Кăçал хуçалăха аталантармашкăн патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ вĕсем. Грантпа ятарлă хатĕр-хĕтĕр, техника туяннă. Кузнецовсем çулталăкра икĕ хут Голландие вĕçеççĕ, унта çак енĕпе ĕçлекенсенчен опыт пухаççĕ.

Решит Санзяповăн фермер хуçалăхĕ пирки хамăр республикăра мар, тулашра та пĕлеççĕ. Паянхи куна хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăхăн йышĕ — 423 пуç. Паян 250 пăру ÿстермешкĕн çĕнĕ ферма хута ячĕç. Фермер пытармасть, унччен Тутарстанри ял хуçалăх продукцине туса илекенсене ăмсаннă. Халĕ хамăр республикăрах экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса илме пулать.

«Патăрьел районĕнче ĕçчен халăх пурăнать. Ыттисен те вĕсенчен тĕслĕх илмелли пур», — палăртрĕ Олег Николаев. Вăл Патăрьел районĕнчи Ыхраçырминче агропарк хута яма палăртнине пĕлтерчĕ. Инвестици лапамĕ 15 гектар çĕр çинче вырнаçĕ. Кун валли 400 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта

Рубрика: 

Комментировать