Çăмăл атлетика федерацине ертсе пырĕ

21 Сен, 2020

Нумаях пулмасть Чăваш Ен Çăмăл атлетика федерацийĕн отчетпа суйлав пухăвĕ иртнĕ. Унта çитес пилĕк çула ертÿçĕне суйланă.

Пухурисем федерацин председателĕ пулма пĕр шухăшлăн Раççейĕн çăмăл атлетика енĕпе тава тивĕçлĕ спорт мастерне, Олимп вăййисене икĕ хутчен хутшăннă, тĕнче тата Европăри марафон чупăвĕнче чемпионка пулса тăнă Елена Ивановăна шаннă. Паллă спортсменка хальхи вăхăтра Шупашкарти 8-мĕш спорт шкулĕн директорĕнче ĕçлет.

Алина Иванова ача-пăчан çăмăл атлетикине чĕртсе тăратас ĕмĕтлине, ку енĕпе ăна Çăмăл атлетика федерацийĕ çумĕнче пуçласа йĕркеленĕ попечительсен канашĕ пулăшасса шаннине пĕлтернĕ.

www.hypar.ru

ЧР Спорт министерствин сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: 

Комментировать