Вăрçă вăхăтĕнчи çухатусене кăтартать

17 Фев, 2021

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче „Без срока давности“ куравпа паллашрĕ. Унти документсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çĕршывăн оккупациленĕ территорийĕсенче пурăнннă çынсен нуши-тертне кăтартса параççĕ.

Хальччен вăрттăнлăхра тытнă документсене пуçласа çынсен куçĕ умне кăларнă. Вĕсем Германин Совет Союзĕн халăхне чуралăха илессипе тата пĕтерессипе çыхăннă планĕсене çирĕплетеççĕ. Асăннă материалсен вăрттăнлăхне Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе иртекен «Без срока давности» федераци проекчĕпе килĕшӳллĕн уçса панă. Куçса çӳрекен çак курав нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш кадет корпусĕнче уçăлнă. Паянтан пуçласа унпа Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн фойинче паллашма пулать.

«Çак курав пирĕн Тăван çĕршыв хаяр вăрçăра чăтса ирттернĕ пысăк çухатусене тĕплĕн уçса парать. Асăннă çухатусен йывăрлăхне ăнланнипе пĕрлех эпир вăрçă тĕрĕслевĕсене чăтса ирттернĕ çынсен кăмăл çирĕплĕхне те туятпăр», — терĕ Олег Николаев курав йĕркелӳçисене тав тунă май.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
 

 

Рубрика: 

Комментировать