«Хыпар» 22-23 (27755-27756) № 05.03.2021

5 Мар, 2021

ÇĔР-АННЕМĔР СУРАНĔСЕМ

«Шăн тăпрана лумпа катма çăмăл марччĕ»

Елизавета Филиппова 11 çулта чухнех окоп чавнă
«Вăрçă çулĕсенче нуша нумай куртăмăр. Лашасене фронта ăсатнăран ялта вăкăрсемпе ĕнесене те кӳлме пуçларĕç. Вĕсемпе эпир, ачасем, ĕçлеттĕмĕрччĕ», — иртнине çапла аса илчĕ нумаях пулмасть 90 çул тултарнă Елизавета Филиппова.

Хăй каланă тăрăх, ăна ытти ачапа пĕрле Сăр хĕррине окоп чавма та илсе кайнă. «Пире, 10-11 çулсенчи ачасене, камăн ăçта тăмаллине кăтартатчĕç те чавма хушатчĕç. Шăн çĕре лумпа катма çăмăл марччĕ. Макăраттăмăр та. Питĕ сивĕ пулнăран çăпата пăрланатчĕ, часах юрăхсăра тухатчĕ. Çавăнпа пурăна киле хамах çăпата тума вĕрентĕм. Окоп чавмашкăн 12 çухрăм çуран утаттăмăр. Кунĕпе ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн каçхине киле таврăнаттăмăр. Ирхине ирех бригадир чӳречерен шаккатчĕ, окоп чавма каймаллине пĕлтерсе малалла васкатчĕ. Кун каçа пĕрре апат çитеретчĕç», — каласа кăтартрĕ Елизавета Прокопьевна.

Вăл Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Шемертен ялĕнче 1931 çулхи нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕне вăрçа илсе кайсан Елизаветăн амăшне нумай пулăшма тивнĕ: çемьере асли пулнă-çке-ха вăл. «Атте фронта тухса кайиччен çиелти ăшă тумне хывса хăварчĕ. «Аннӳ каланине итлĕр», — терĕ. Аттешĕн питĕ тунсăхласан унăн тумтирне тытса пăхаттăм, унран çывăх çыннăмăн шăрши кĕнĕн туйăнатчĕ. Самолетсем вĕçнине курсан çĕр çине хутланса вырма хушатчĕç пире аслисем», — çапла каласа кăтартнă тыл ĕçченĕ хăйĕн ачисене.

Окоп чавса таврăннă хыççăн та килте ахаль ларма май пулман. Хĕрача шкулта 2 класс çеç пĕтернĕ. Питĕ хитре почеркпа çыраканскерĕн малалла вĕренес килнĕ, анчах ашшĕ вилни пирки хут илсен Елизаветăн ĕмĕчĕ татăлнă. Унăн колхозра аслисемпе тан ĕçлеме тивнĕ. Хĕрача пуçпах лаша кӳлнĕ, утă-улăм турттарнă. Колхозра ĕçлекенсене çитерекен апата та илсе килсе кĕçĕн икĕ шăллĕне панă вăл. Лашасене фронта ăсатсан ĕнесене, вăкăрсене кӳлме тытăннă. «Анне каласа кăтартнине аса илсен халĕ те чун ыратать. Ун чухне 10-11 çулсенчи ачасене икĕ вăкăрпа çĕр сӳрелеттернĕ. Вы-льăхсем çул çитменскерсене тĕксе амантасран та хăраман-ши? Анне хăйне вăкăрсемпе Етĕрне районĕнчен Çĕмĕрле районĕнчи Мисчĕ станцине 1 метр вăрăмăш пĕренесене турттарма яни пирки те калатчĕ. Çулĕ çывăх мар, вăрман витĕр каймалла. Анне хăй хăранине ирттерес тесе вăкăрсемпе калаçнă», — паянхи кун та тĕлĕннине палăртрĕ тыл ĕçченĕн хĕрĕ Римма.

Тепĕр хĕрĕ Лидия амăшĕ хырăм выççи пирки каласа панисене асран кăлараймасть. «Пирĕн кукамай çăкăр лайăх пĕçернĕ. Çавна май ăна колхоз çăкăр пĕçерме хушнă. Çăнăх панă, кайран хатĕр çимĕç нормăран сахал мар-и тесе тĕрĕсленĕ. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


Лидия КРАСОВА: Аннене ăнланакан пултăм

Унăн артистка пулас ĕмĕчĕ мĕн пĕчĕкрен амаланнă. Çавăн патне ăна, хăй шухăшланă тăрăх, пĕчченлĕх туртнă. Амăшĕпе пурăннă вăл, кукамăшĕ юнашар пулнă, ашшĕ çамрăклах пурнăçран уйрăлнă. Лида вара чун йăпатмăш тĕнче шухăшласа кăларнă, унта хăйĕн йĕркипе пурăннă. Ачалăхран тата çакă асра юлнă: çурта ыйткалакансем час-часах кĕнĕ. Килтисем вĕсене апатпа сăйланисĕр пуçне мунча та хутса кĕртнĕ. Хĕллехи вăрăм каçсенче хĕрача çавсем каласа кăтартнине хăлха тăратсах итленĕ. Пĕрле Хутар чиркĕвне те кайнă. Асамлă çак тĕнчене тата кĕнеке вуласа пуянлатнă. Сăнарĕсене шухăшласа кăлараканĕ те, вĕсене чун кĕртекенĕ те Тăваньушкăнь Ялтăра хĕрĕ Лида Петрова хăех пулнă. Халăх артисткин актер пултарулăхĕ пысăк сцена çинче мĕнле аталанса пынине Лидия Федоровна уçса пачĕ.

— Радио эфирне кăларакан Чăваш театрĕн спектаклĕсене юратса итлеттĕм. Кашни артиста сассинчен паллаттăм. Кĕнекере вуланă сăнарсем те чунăмрах пулнă. Сценари çыраттăм, ун тăрăх тантăшсемпе ялти клубра спектакльсем лартаттăмăр. Халăх тав туса: «Чăн-чăн артистсем!» — тесе алă çупатчĕ.

— Профессионал артистсене хăçан курнă?

— Театрсем ял-ял тăрăх спектакльсем лартса çӳретчĕç. Клуб алăкĕ çинче унашкал пĕлтерĕве курсан çав куна чăтăмсăррăн кĕтеттĕм.

— Вăрттăн туйăмăра ыттисене мĕнле майпа уçса патăр?

— Ленинградри театр институтне артистсем хатĕрлеме ярасси пирки пĕлтерӳ тухсан. Эпĕ те кайма шут тытрăм, анчах ун чухне эпĕ 9 класс кăна пĕтернĕччĕ. Ĕмĕт чăл-пар арканчĕ. Мĕн тумалла? Акробатикăпа та кăсăкланнăран Канашри педагогика техникумĕн физкультура уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Анне шăллĕ вĕренме ямарĕ: «Мĕн тума кирлĕ физкультура учителĕ? Ман пек строитель пулмалла», — терĕ. Инженер пулас темесен те 11-мĕш класс хыççăн кукка аттестата Шупашкарти строительство техникумне кайса партарттарчĕ. Çав вăхăтра каллех Ленинграда темиçе артиста вĕренме ярасси пирки пĕлтерӳ куртăм. Документсене илтĕм те Чăваш академи драма театрне вĕçтертĕм. 300 ытла ачаран тăваттăмĕш тура виççĕн çитрĕмĕр. Аркадий Кацман профессор хăй килнĕччĕ. Вăл куçран тинкерсе пăхрĕ те: «Япăх куратăн-и? — тесе ыйтрĕ. — Сана питĕ йывăр пулĕ ыттисене хăваласа çитме». Манăн Ленинграда вĕренме каясси пулмарĕ.
Шăпа çапла пулнă ахăр.

— Шăпах çавăн чухне конкурсра ларнă Зоя Ярдыкова, Алексей Васильев — Çамрăксен театрĕн ертӳлĕхĕ — сире куç хывнă-и?

— Çапла, Çамрăксен театрне çураçрĕç.

Пĕрремĕш роле калăплама пуçличчен Зоя Дмитриевна театр çумĕнчи студире лайăх «асаплантарчĕ» мана: сцена çинче утма, калаçма вĕрентрĕ, театр çинчен нумай каласа кăтартрĕ. Виçĕ çулта çав студирен эпĕ, Раиса Полякова, Елена Иовлева çеç тăрса юлтăмăр.

— Пĕрремĕш сăнара манман-и?

— Питĕ лайăх астăватăп. Петр Осиповăн «Сĕрме купăс» спектаклĕнчи Люся ролĕ пулчĕ. Хампа танлаштарсан, пачах урăхла сăнар. Вăл хула хĕрĕ — хăюллă, илемлĕ, харсăр. Вунă çул вылярăмăр ку спектакле, çав тапхăрта унти виçĕ роле калăплама тиврĕ. Паллах, пĕрремĕш ĕç яланах йывăрпа пурнăçланать. Алексей Васильев режиссер пулăшнипе хăнăхса пытăм. «Юратма пĕлекенсем телейлĕ» спектакльти Катя сăнарĕ питĕ килĕшетчĕ. Каярахпа çак спектакле Вячеслав Оринов режиссер та лартрĕ, ун чухне тĕп сăнара Тамарăна вылянăччĕ. Николай Терентьев драматург Алексей Васильевпа питĕ туслă пулнăран хăйĕн пьесисенчен чылайăшне Çамрăксен театрне паратчĕ. Унăн чаплă ĕçĕсенчен пĕрне — «Сансăр пурнăç çук» /«Çĕпĕр дивизийĕ»/ драмине те пуçласа эпир вылярăмăр.

— Эсир унта тĕп сăнара Улькана калăпланă. Астăватăп-ха, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнчи çуллахи каç Çамрăксен театрĕ гастрольте кӳршĕллĕ Тутарстанри Пăва районне кĕрекен Мăкăр ялĕнче пулчĕ. Эпир, шкул ачисем, тата ял çамрăкĕсемпе самай çулланнисем унта çуранах утрăмăр. Мишша амăшĕн ролĕнче СССР халăх артистки Вера Кузьминаччĕ, эсир — Улька. Паллă мар салтак ячĕпе çунакан çулăм умĕнче эсир каланă сăмахсем халĕ те хăлхара янăраççĕ.

— Паян çĕрле тăратса лартсан та çав сăмахсене пĕр такăнмасăр калама пултаратăп. Питĕ килĕшетчĕ Улька ролĕ.

Çав спектакле гастрольсенче чылай вăхăт лартрăмăр. Ĕçлесе илнĕ укçана Мир фондне панăччĕ. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Тинкеле пĕçернине халĕ никамах та астумасть,

е Мĕн вăл — кăстрăмпи?

Ку темăпа унччен диссертаци çыракан пулман. Диссертаци кăна-и? Кĕнеке те сайра тухнă. Сăмахăм чăваш наци апачĕ çинчен. Истори наукисен кандидачĕ Евгения Сергеева чăваш апат-çимĕçне ятарласа тишкернĕ. Унăн диссертацийĕн теми: «Анатри чăвашсен апатлану культури». Наци кухни пирки калаçма ăсчаха «Хыпар» тĕпелне чĕнтĕмĕр.

«Хула çыннисем хуплăва, шăрттана асăнаççĕ. Улма кукли, улма икерчи, пÿремеч, шаркку, пултăран яшки пулнине пĕлеççĕ, анчах тăвараллă çу йышшисем пирки нимĕн те калаймаççĕ»

Лавккари калушсене туянса пĕтернĕ

— Евгения, мĕншĕн шăпах çак темăна суйларăн?

— Манăн диплом ĕçĕ килĕшнĕрен 2005 çулта Валерий Григорьев Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне ĕçлеме чĕнчĕ. Малтанах типографи пайĕнче вăй хутăм, этнологи секцине 2007 çулта çеç куçрăм. Истори наукисен докторĕ Петр Денисов наука ĕçĕн ертӳçи пулчĕ. «Çак темăпа çыракан пулман», — тенĕччĕ профессор ку ĕçе пикенсенех. Уйрăм статьясем пулкаланă паллах, анчах тĕплĕн тишкермен. Малтан уйрăм-уйрăм статьясем çыртăм, экспедицисене çӳрерĕм.

— Экспедицисене ăçта кайрăн?

— Елчĕк, Патăрьел тата Комсомольски районĕсене. «Тури чăвашсемпе танлаштарса тишкермелле», — терĕç мана каярахпа. Вара Чăваш Енпе Мари Республикин чиккинче вырнаçнă, Етĕрне районне кĕрекен Пушкăрт ялне кайрăм. 2006-2009 çулсенче аспи¬рантурăра вĕрентĕм. Эпĕ хӳтĕленсе ĕлкĕреймерĕм, наука ертӳçи Петр Владимирович пурнăçран уйрăлчĕ. Вара ку тивĕçе Екатерина Ягафова хăй çине илчĕ. Диссертацие тă¬ван университетрах хӳтĕлерĕм.

— Экспедицисенче мĕн тăваттăн? Ял çыннисем чăваш апачĕсене пĕçерсе çитеретчĕç-и?

— Пĕррехинче студентсемпе пĕрле Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрата кайнăччĕ. Пире ытларах чухне пĕччен кинемейсем патне пурăнма вырнаçтаратчĕç. Ватăсем ĕлĕкхи апатсем çинчен нумай каласа кăтартатчĕç. Ыйтса пĕлме, чăнах та, питĕ интереслĕччĕ. Эпир, телее темелле-ши, шăпах Питрава лекрĕмĕр. Вĕсем уявра çырла кукли пĕçерчĕç. «Халĕ вăрмана çӳреместпĕр, пахчари çырласенчен кукăль янтăлатпăр. Ĕлĕк хура çырларан пĕçереттĕмĕр», — салхуллăн палăртрĕ кинемей. Ӳркенмерĕ вăл, пире кукăль пĕçерсе çитерчĕ. Ăна сăн та ӳкернĕччĕ. Пушкăрт ялĕнче вара пирĕн валли ятарласа ĕне ырри хатĕрлерĕç. Етĕрне районĕнче ăна тăпăртани теççĕ. Унта та эпир кинемей патĕнче пурăнтăмăр. Тепĕр самант та кăсăклăх вăратнăччĕ. Акă, сăмахран, Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкассинче Питравра паянхи кунчченех урамĕ-урамĕпе шӳрпе пĕçереççĕ. Çĕнĕ Мăратрах унашкал йăла çук, кукăль кăна янтăлаççĕ. Патăрьел районĕнчи Çĕньялта пулнине вара нихăçан та манас çук. Унта çитсенех çумăр çума пуçларĕ, кашни кун витререн тăкнă пек лӳшкерĕ. Пире шкул общежитине вырнаçтарчĕç. Уяр çанталăкра çула тухнăран уçă пушмак кăна тăхăннăччĕ. Кунта — пылчăк, сивĕ… Лавккари пĕтĕм калуша, ăшă нускисене туянса пĕтертĕмĕр. «Студентсем килчĕç, калушсене илсе кайрĕç», — тенĕ сутуçăсем. Ватăсемпе клубра тĕл пулаттăмăр е килĕсенче калаçса лараттăмăр. Пĕррехинче кăнтăрла пĕр карчăк патĕнче пултăмăр. «Каçхине килĕр, сире турăх пĕçерсе çитерĕпĕр», — чĕнчĕ пире ватă çыннăн кинĕ. Студентсене ял çыннисем шеллетчĕç, мĕн пуррине йăлтах сĕтел çине кăларса лартатчĕç. Пĕррехинче пирĕн валли ятарласа çĕр улми пĕçерчĕç, хăяр кăларчĕç, компот вĕретрĕç. Садра, улмуççи айĕнче лартăмăр. Шăмăршă районĕнче вара паянхи кунчченех кăстрăмпи пĕçереççĕ. Тутарсен кыстыбыйĕ евĕр вăл. Çĕпре ямасăр çăрнă чустаран çатмара икерчĕ янтăлаççĕ. Ăшăллах унта çĕр улми нимĕрĕ сараççĕ те икерче хуплаççĕ… Экспедицисене çӳреме питĕ кăсăклăччĕ, мана сĕре килĕшетчĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Аслă ачисенчен çирĕп ыйтнă

Анчах кĕçĕннисемпе, самана улшăннă май, хăйне çемçерех тытнă вăл

«Тĕрĕс пурăнас тĕлĕшпе те, ачасене воспитани парас енĕпе те палăртса хунă çирĕп йĕрке çук. Çакна кашни хăй пĕлнĕ пек йĕркелет. Атте-аннерен, ватăсенчен вĕренни те çителĕксĕр хăйне евĕр çак тивĕçре. Çавăнпа эпĕ хăй вăхăтĕнче Геннадий Волков этнопедагогăн кĕнекисене питĕ юратса вулаттăм», — çапла пуçларĕ калаçăва Патăрьел районĕнчи Аслă Чементе пурăнакан тăватă ача ашшĕ Гаврил Медведев.

Амăшне кура тăваттăрах тăрса ларнă

Гаврил Медведев ӳснĕ çемьере вунă ача пулнă. Иккĕшĕ пĕчĕклех пурнăçран уйрăлнă. Паян саккăрăшĕ пурăнаççĕ. Гаврил Федорович – тăххăрмĕш ачи. «Эпир çитĕннĕ вăхăтра çемьесенче ача нумай çуралатчĕ. Астăватăп- ха: эпĕ вуннăра чухне пирĕн яла пĕр çемье куçса килчĕ. «Мĕншĕн 5 ача кăна çуратнă вĕсем?» — тетчĕç Аслă Чеменсем. Ун чухне ялта пурин те 8-10-шар ывăл-хĕрччĕ. Сахал пепкеллисем пирки сăмахлатчĕç. Çакă пуçа кĕрсе юлнă. Нумай ачаллă çемьере çуралман тăк эпĕ те урăхларах çын пулса ӳсĕттĕм пек туйăнать. Манран çӳлерех миçе «картлашка» — атте, анне, икĕ тете, аппасем — пулнă. Вĕсем мана кашни пĕрер сăмах каласан та çĕннине нумай илтнĕ эпĕ. Аттепе анне çемьере юлашки ача çуралчĕ тесе мана асатте ятне панă. Кавăрле, Кальук тенĕ. Акă кайран тата тепĕр ывăл çуралнă. Шел, çывăх çыннăмсем пурнăçран ытла ир кайрĕç: атте — 57-ре, анне — 54 çултах. Вăхăчĕ çапларах пулнă темелле-ши? Атте вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă. Анне ялти чи чаплă алă ăстиччĕ. Хăйĕн ачисем валли çĕленисĕр, çыхнисĕр пуçне ун патне ялĕпех ĕç йăтнă. «Çур çĕр иртни икĕ сехетчен лараттăм», — тетчĕ. Ирхине тăваттăрах ура çинче пулнă вăл. Икĕ сехет кăна çывăрнă. Çăкăр-кукăль пĕçерес енĕпе те маçтăрччĕ. «Пĕр касра пурăнакан пĕтĕм хĕрарăма апат янтăлама вĕрентрĕ», — тетчĕç кил хуçи арăмĕсем. Паянхи кун та вăл пĕçернĕ апат-çимĕç — куç умĕнче, тути — чĕлхе çинче. Аннене кура хам та тăваттăрах сăвă вĕренме тăрса лараттăм. Çак йăлана паянхи кунчченех тытса пыратăп», — калаçăва сыпăнтарчĕ тăватă ача ашшĕ тата тăватă мăнукăн кукашшĕ.

Гаврил Медведев 6-мĕш класра вĕреннĕ чухне яла Волгоградран тепĕр çемье куçса килнĕ. Хăйĕнпе тантăш Кольăпа туслашнă Кавăрле. «Вырăс Куля» тенĕ ăна Аслă Чеменсем. Çитĕнсен вăл маларах çемье çавăрнă. «Пĕчĕк патшалăхра» икĕ хĕр, икĕ ывăл пулнă. Сăмах май, хайхи Кавăрлепе кумаллă та пулнă. «Иксĕмĕр те пĕр уйăхрах çут тĕнчене килнĕ. Пирĕн те икĕ хĕрпе икĕ ывăл пулсан аванччĕ», — шухăшлаттăм эпĕ. Вăрттăн ĕмĕте никама та каламан, ăсăмра тытнă. Чăн та, пурăна киле икĕ хĕрпе икĕ ывăл çуралчĕç. «Шухăшлани пулать», — теççĕ. Çулсем иртнĕçемĕн çакна ытларах ĕненетĕп. Ун пек тĕслĕх пурнăçăмра нумай пулнă. Маринăсен /Гаврил Федоровичăн арăмĕ пирки сăмах.—Авт.\ çемйинче виçĕ хĕр пулнă. «Мĕншĕн ача çуратаççĕ вĕсем?» — пирĕн çапла калаçнине илтме тӳр килнĕччĕ тăваттăмĕшне пурнăç панă хыççăн. Эпĕ саккăр та, вуннă та çураттарма хатĕрччĕ, Марина та хирĕç марччĕ. Вăт самана мĕнле улшăнать. Маларах сахал ачаллисем пирки сăмах ваклатчĕç, халĕ нумай çуратакансем çине урăхларах пăхаççĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ çемье пуçĕ.

«Кӳршĕсене пулăшма чупаттăмăр»

Гаврил Медведев шкулта, физкультура вĕрентнĕ вăхăтра, кашни ачана хисепленĕ. Начар вĕренекеннисене те хавхалантарма тăрăшнă. Лешсем те ăна хисепленĕ, ун патнелле туртăннă. Медведевсен ачисем — Катя, Настя, Саша тата Виктор — «йăваран» тахçанах вĕçсе тухнă ĕнтĕ. Пурте аслă пĕлӳ илнĕ, пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Ывăлĕсем, ашшĕпе амăшĕ пекех, шăпине физкультурăпа çыхăнтарнă. Хальлĕхе хĕрĕсем кăна çемье çавăрнă. Черетре — ывăлсем.

«Аттепе анне пире мĕнле воспитани пани асрах. Хамăн аслă ачасенчен тата çирĕпрех ыйтнă эпĕ. Кĕçĕнреххисемпе, самана улшăннă май, хама кăшт çемçерех тытнă. Аттепе анне вăрçнинех астумастăп. Куçпа пăхнă та эпир сăмахсăрах ăнланнă. Атте питĕ çирĕп ыйтакан çынччĕ. Ялта та унран хăранă. Пĕррехинче, сĕтел хушшине апатланма ларсан, пирĕн пата вĕрентекенсем пырса кĕчĕç, пичче Валери çин-чен каласа пачĕç. Атте итлесе пĕтерчĕ, нимĕн те чĕнмерĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Кун пек собор чăваш çĕрĕнче пĕрре

Чи пысăк чанĕ çичĕ тонна таять

«Икĕ çырма пĕрлешнĕ вырăна, сăмсаха, çынсем Турăран пулăшу ыйтма çӳренĕ. Хĕрсем кунта вăрттăн ĕмĕчĕсене палăртнă. Паянхи кунчченех тапса тăракан сăваплă çăл куç тĕлĕнче пĕчĕк юхан шыва пуç кăшăлĕ туса янă. Çапла майпа Турă пӳрнисене тупма ĕмĕтленнĕ. Икĕ çырма пĕрлешекен вырăн пурнăçри сукмака шыракансене, Тĕкĕрç Иçей [çавăн пек ял пулнă] çыннисене хăйĕн патне кăчăк туртнă. Сăмсах вырăнĕ тĕрĕс çул кăтартма пулăшнă. Чăннипех асамлă вырăн», — çапла калатчĕç аслисем. Каярахпа ниçта та мар, шăпах çак вырăнта йывăç чиркӳ хăпартрĕç», — пĕлтерчĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан сакăр теçетке çула хыçа хăварнă Анна Ефимова.

Архитектура мăнаçлăхĕпе тыткăнлать

Вулаканăм астăвать-тĕр: иртнĕ кăларăмсенчен пĕринче «Чиркӳ çулĕпе» ярăмра Шупашкарти Введени соборĕ çинчен каласа кăтартнăччĕ. Паян вара химиксен хулинчи Çветтуй Владимир кнеçĕн соборне çитсе килĕпĕр. Çамрăк хулари Турă çурчĕ, тĕрĕсрех, архитектура комплексĕ паломниксене, туристсене илĕртет-и? Мĕнпе уйрăлса тăрать вăл республикăри ытти чиркӳрен? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне пĕрле шырăпăр.

«Собора хăш тĕле лартмалла-ши?» — тесе чылай иккĕленнĕ хула ертӳлĕхĕпе тĕн çыннисем. Юлашкинчен сăмсах çинче чарăннă», — калаçăва çапла пуçларĕ Çĕнĕ Шупашкарти Çветтуй Владимир кнеç ячĕллĕ соборăн настоятелĕ, 3-мĕш округăн благочиннăйĕ Гурий (Данилов) архимандрит. Кунта çакна палăртса хăварам: ĕлĕк чиркӳсене чи çӳллĕ вырăнсене лартма тăрăшнă. Пĕр храмран тепĕр чиркĕвĕн тăрри курăнмалла пулнă. Ку хутĕнче çак йĕркене пăхăнман. Икĕ пĕчĕк юхан шыв пĕрлешнĕ вырăн хăйĕн асамлăхĕпе, илемĕпе тата ирĕклĕхĕпе тыткăнланă…

«Тӳрем пуçламăшĕнче Çветтуй Владимир кнеçе халалласа 5 метр çӳллĕш палăк лартнă. Виçĕ арка унта. Ун пекки тата ăçта пур? Кунашкал собор чăваш çĕрĕнче урăх çук. Тĕлĕнмелле архитектура хăйĕн мăнаçлăхĕпе тыткăнлать. Пилĕк куполлă чиркӳ чан çурчĕпе те илĕртет. Илия Карлинов протоиерейпа Анатолий Орешников архитектор çĕр çывăрмасăр проект хатĕрленĕ. Ăна темиçе хут та улăштарнă, хушнă. Анатолий Борисович унччен чиркӳ лартса курман. Илия Карлинов маларах Шупашкарти Введени соборĕн настоятелĕнче ĕçлетчĕ. Вăл: «Манăн Çĕнĕ Шупашкарта чиркӳ лартма кăмăл пур», — тенине хам та илтнĕччĕ. Варнава архиепископ, кайран митрополит пулчĕ, пилленипе çак ĕçе пикенчĕ. Часавай вырăнĕнче йывăç пӳрт ларатчĕ. Унта кĕлĕ ирттеретчĕç. Диакон пулса эпĕ те хутшăнаттăм вĕсене. Асăннă архитектура комплексĕ тăватă пайран тăрать. Кунта собор, админи-страци çурчĕ, часавай тата хăна çурчĕ пур», — паллаштарчĕ Гурий атте. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Эх, улми, пан улми… каллех çÿрсе пĕтĕ-ши?

Ялсенче кашни пахчара тенĕ пекех сахалтан та 10-15 улмуççи ӳсет. Пан улми-груша ăнса пулнă çул çынсен умне ыйту тухса тăрать: ытлашшине ăçта чикмелле? Ял çынни хулара пурăнакан тăванĕсене те парса ярать, витрисене тултарса аслă çул хĕррине те тухать. Çул тата вырăн укçишĕн тăккаланма тивнине пăхмасăр пасара çитет. Повидло, мармелад пĕçерет, тураса типĕтет, сĕткен кăларса консервлать. Анчах çимĕçĕ пĕтме те пĕлмест. Ирĕксĕрех сĕтеклĕ те экологи енчен таса грушăпа пан улмине выльăх-чĕрлĕхе çитерме е тислĕк купи çине кăларса тăкма тивет.

Çĕр-çĕр гектар пулнă

Темиçе теçетке çул каялла лару-тăру пачах урăхла пулнă. Шупашкар районĕн хисеплĕ гражданинĕ, 80-ран иртнĕ Иван Архипов аса илнĕ тăрăх, республикăри хуçалăхсенчен чылайăшĕ улма-çырла туса илес енĕпе тăрăшнă. Шупашкар районĕнче çак енпе «Прогресс» колхоз ăнăçлă ĕçленĕ. Иван Степановича асăннă хуçалăхра çичĕ çул тĕп агрономра ĕçлеме тӳр килнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче колхозра улма-çырла сачĕ 100 гектар йышăннă. Унта пан улми, хура пилеш, хура тата хĕрлĕ хурлăхан, хăмла тата çĕр çырли ӳстернĕ. Çамрăк агроном пуçарăвĕпе сад лаптăкне тепĕр 14 гектар пысăклатнă.

— Улма-çырлана ăçта хунă тетĕр-и? Малтанах Шупашкарти предприятисене — Горплодовощторга тата эрех заводне турттарнă. Каярахпа колхоз хăех хĕрлĕ эрех туса кăларма тытăнчĕ, ĕçе йĕркелеме Краснодар крайĕнчен 2 специалиста илсе килтĕмĕр. Хурлăханран, хăмла çырлинчен, пан улмирен тата хура пилешрен 4 тĕрлĕ эрех туса кăлараттăмăр, вĕсене райпосене ăсататтăмăр, лешсем — тата малалла. Чăваш улми-çырлинчен тунă продукци пĕтĕм Совет Союзĕпе сарăлатчĕ, пысăк тупăш илнĕ, — пĕлтерчĕ ĕç ветеранĕ.
Улма-çырла ӳстерекен хуçалăхсем ытти районта та пулнă, 100 кăна мар, 500-600 гектар сад ĕрчетнĕ. Хĕрӳ ĕç вăхăтĕнче ĕç çыннисене кăна мар, студентсене те явăçтарнă. Анчах колхозсем аркансан садсем юхăннă, манăçа тухнă.

Вырăнти е тиесе килни: хăшĕ пахарах?

Росстат кăтартăвĕсемпе, Раççее 2020 çулта 700 пин тоннăна яхăн пан улми импортланă. Çимĕçĕн пысăкрах пайне пирĕн çĕршыва Молдовăран, Сербирен, Азербайджанран тиесе килеççĕ. Улма-çырла лавккине кĕнĕ май пан улми тата груша хакĕсемпе кăсăклантăм. Лавкка сентрисем çинче Крым, Молдова, Иран тата Кубань пан улмийĕсене тата Турци грушине асăрхарăм. Пĕрремĕшĕн хакĕ — 65-120, иккĕмĕшĕн — 149-169 тенкĕ. Çĕнĕ çулччен пысăках мар улма-çырла лавккисенче «Богатырь» сортлă вырăнти пан улмине курма пулатчĕ, халĕ вăл куç умне лекмерĕ.

Пирĕн патра туса илекен пан улмипе груша аякран тиесе килнисенчен начартарах-ши? Мĕншĕн туянакан илсе килнине ытларах кăмăллать? Суту-илӳ сечĕсем те, курттăммăн туянакансем те вырăнти продукципе ĕçлесшĕн мар. Тĕрĕссипе вара, чикĕ леш енчен илсе килнĕ çимĕç пестицидсемпе тата минерал удобренийĕпе виçесĕр усă курнăран кăна илемлĕ курăнать. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


Пÿрте урамра çÿренĕ пушмакпа кĕреççĕ

Тата мĕнпе уйрăлса тăратпăр эпир венгрсенчен?

Ку çĕршыв Чăваш Еншĕн пачах ют мар. Пирĕн халăхсен культура çыхăнăвĕ ĕлĕкех çирĕп пулнă. Пĕрешкел сăмахсем те тĕл пулаççĕ. Венгр этнографĕсем, чĕлхеçисем, историкĕсем 18-мĕш ĕмĕртех кунта килсе чăвашсен кун-çулне тишкернĕ. Шупашкарта венгр çыравçине Матэ Залкăна, Хевеш облаçне, Эгер хулине халалланă урамсем те пур. Чăваш студенчĕсем хăй вăхăтĕнче Эгер хулинче Шупашкар микрорайонне çĕклеме хутшăннă. Чăваш Енре тата Хевеш облаçĕнче икĕ халăхăн туслăхне халалланă тĕлпулу сахал мар иртнĕ. Тен, çавăнпах илĕртет те пулĕ Венгри пирĕн халăха.

Иккĕшне те йышăннă

Шупашкар хĕрĕ Мария Камчаткина нумаях пулмасть Венгрирен таврăннă. Вăл унта ятарлă программăпа пĕлӳ илнĕ.

Халĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренĕве малалла тăсать. Маша — ют чĕлхесен факультечĕн 3-мĕш курс студентки. Нимĕç тата акăлчан чĕлхисене тарăннăн ăса хывать.

— Венгрие мана никам та хăваламан, — терĕ хĕр ют çĕршыва мĕнле çитнипе кăсăклансан. — Эпĕ «Stipendium Hungricum» программăна хутшăнас терĕм. Раççей Вĕренӳ министерствине тата Венгрин Стипенди фондне документсене онлайн мелпе патăм, конкурс витĕр тухрăм. Малтан манăн хутсене Раççейре ырларĕç, унтан Венгрири аслă шкулсенче калаçтарса тĕрĕслерĕç. Икĕ университета заявлени панăччĕ эпĕ, иккĕшне те вĕренме илчĕç. Паллах, пĕрне кăна суйларăм.

Унччен Мария Венгри пирки нимĕн те пĕлмен, унпа кăсăкланман та. Çавăнпа пикешĕн ку çĕршывра пĕтĕмпех çĕнĕлĕх пулнă. Кăсăклăха çухатас мар тесе вăл ун пирки маларах интернетра вуласа пĕлме те тăрăшман, пĕтĕмпех кĕтменлĕх пултăр тенĕ. Чăнах та, çĕршыв çав тери интереслине хăй курса ĕненнĕ. Лаптăкĕпе вăл, Маша калашле, Чăваш Енрен кăшт çеç пысăкрах. Хĕр палăртнă тăрăх, вăл пурăнакан вырăнтан инçе мар юхан шыв сарăлса выртать, Венгрин чи пысăк кӳллисенчен пĕри илемĕпе илĕртет. Чăваш Ен сăртлă-тӳремлĕ пулсан Венгрире тусем те пур. Унта вара иçĕм çырли ӳстереççĕ — темĕн тĕрли те тĕл пулать.

Университет пек хула

— Çынсем, сăнран пăхсан, вырăссем пекех темелле. Чи пысăк уйрăмлăх та — менталитет кăна. Çакă маншăн кăштах йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, унта йĕри-тавраллах венгр чĕлхи янăрать. Пĕтĕм хулана университетпа танлаштарма пулать. Унта тĕнчери мĕн пур çĕршывран килнĕ студентсем вĕренеççĕ пулĕ, çавăнпа пĕр-пĕринпе акăлчанла калаçаттăмăр. Вырăнта пурăнакансем çеç хăйсен хушшинче венгрла сăмах ваклатчĕç. Апла пулин те пирĕнпе калаçнă чухне вĕсем акăлчанла лăпкăнах хуравлама пултаратчĕç. Паллах, кунта та кăлтăксăр мар. Венгр чĕлхи çеç янăракан пĕчĕк лавккасем тĕл пулатчĕç. Унта эпĕ онлайн-куçаруçăпа усă кураттăм. Май килмен чухне пӳрнепе кăтартса ăнлантараттăмăр пĕр-пĕрне. Анчах хальхи вăхăтра, ĕлĕкхипе танлаштарсан, пурнăç чылай çăмăлрах. Онлайн куçаруçă пур чухне ниçта та çухалса каймăн, — каласа кăтартрĕ Мария.

Раççейри хурăнсемшĕн тунсăхланă

Мĕн-мĕн те, анчах Венгри çанталăкне питĕ кăмăлланă вăл. Тĕслĕх вырăнне кăçалхи кăрлач уйăхĕн вĕçне илсе кăтартрĕ. Маша Чăваш Ене таврăннă чухне лерен çурхи çанталăкпа сыв пуллашса тухнă, çавăнпа кунти сивве хăнăхма йывăртарах пулнă ăна.

— Пирĕн патра 30 градус сивĕ чухне вĕсем патĕнче 20 градус ăшă пек туйăнатчĕ. Çав çанталăкшăн питĕ тунсăхлатăп халĕ, — терĕ хĕр.

Çут çанталăк пирки калас тăк, паллах, Африкăри евĕр уйрăмлăх çук ĕнтĕ. Анчах расналăхĕ пĕрех сисĕнет. Раççей çынни юратакан хурăнсене тĕл пулаймăн унта. Тахçан çак çĕршыв вырăнĕнче вăрман кашласа ларнă пулсан, халĕ вăл пĕтĕмĕшле лаптăкăн 20 процентне çеç йышăнать, йывăçсем тусен таврашĕнче ытларах сыхланса юлнă. Венгрире агроландшафт аталаннă. Тĕрлĕрен сад ӳстереççĕ. Тата, паллах, маларах каларăмăр ĕнтĕ — иçĕм çырлин пахчи. Çак промышленноç вăйлă çĕкленнĕ темелле. Мария Токай хули пирки те каласа кăтартрĕ. Вăл иçĕм çырлин тĕмми хупласа илнĕнех курăнать иккен. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.