Шанăç — инвестицисен ӳсĕмĕнче

12 Апр, 2021

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура сӳтсе явнă темăсем ку хутĕнче ытти чухнехинчен чылай йышлăрах пулчĕç — социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнинчен тытăнса çурхи ейӳрен сыхланасси таран.

Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăрлач-пуш уйăхĕсенчи кăтартăвĕсемпе экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Денис Спирин паллаштарчĕ. Мухтанмалли çукрах. Чи малтанах промышленноç производствин индексĕ чакни пăшăрхантарать — иртнĕ çулăн малтанхи виçĕ уйăхĕнчи кăтартăвăн 96,9% чухлĕ. Раççейри вăтам кăтарту та пĕчĕкленнĕ, анчах — пирĕнни чухлех мар… Чăваш Енре тирпейлекен производствăсен индексĕ пушшех нумай чакнă — 93,7%.

Агропромышленноç комплексне мухтамалла. Отраслĕн производство индексĕ 100,2% шайĕнче. Сĕт суса илесси хушăннă, теплицăсенче пахча çимĕç çитĕнтересси ӳснĕ /томат — 2,5 хут, хăяр — 1,9 хут/. Çав вăхăтрах сисчĕвлентерекенни те çук мар — аш-какай туса илесси 84,6% шайĕнче кăна.

Строительство кăтартăвĕ те пĕчĕкленнĕ — 83,1%. Ĕçсĕррисен шучĕ — 9,8 пин çын ытларах. Çулталăк каялла çак йыш 5,1 пин çынпа танлашнине кура паянхи лару-тăрăва çăмăл мар тесе хаклама пулать-тĕр, анчах пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче ĕçсĕррисен шучĕ хальхинчен виçĕ хута яхăн пысăкрах пулнине шута илсен — çивĕчлĕх сирĕлнĕ тенипе килĕшмеллех. Шалу енĕпе ĕç-пуç аванланнă, унăн уйăхри вăтам виçи 31466 тенкĕпе танлашнă — пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 6% пысăкрах.

Финанс министрĕ Михаил Ноздряков бюджета мĕнле пурнăçлани çинчен каласа пачĕ. Тăкаксем те, тупăш та иртнĕ çулхинчен пысăкрах. Кăмăлли — хамăрăн тупăш ӳсĕмлĕ пулни.

Темăна пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев экономикăпа çыхăннă нумай кăтартура пандеми витĕмĕ палăрнине çирĕплетрĕ. Çав шутра ку инвестицисем чакнине те сăлтавланă. Вăл пурне те шăпах çак енĕпе — инвестицисем илсе килессине вăйлатас тĕлĕшпе — çине тăрса ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Хуласемпе районсенче пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарас тĕлĕшпе хастартарах ĕçлемелле.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментировать