Олег Николаев тăван районĕнче Акатуйра савăнчĕ

12 Июн, 2021

Çурхи ĕçсем вĕçленсен чăвашсем йăла-йĕркене пăхăнса Акатуя пухăнаççĕ. Паян çак уяв Чăваш Енри 10 районта кĕрлет. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Хĕрлĕ Чутайсен Акатуйне çитсе килчĕ.

Чутайсем çурхи акана лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. 4443 гектар çĕр çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, куккурус, пĕр çулхи курăк, пахча çимĕç лартнă. Хĕрлĕ Чутай районĕн администрацийĕн Пуçлăхĕ Иван Михопаров палăртнă тăрăх, юлашки вăхăтра çĕр ĕçĕпе тăрăшакан çамрăксем йышланнă.

Олег Николаев ентешĕсене Раççeй кунĕпе тата Акатуйпа саламланă май асăннă кăтартусем çинче чарăнса тăмасăр малалла аталанмаллине каларĕ.

"Пĕлтĕр "Пĕрле" девизпа килĕшýллĕн сахал мар ĕç турăмăр. Чăвашсен йăли тăрăх пĕрле пухăнса нимелле ĕçлесси те пур. Пирĕн çак девиза пăхăнca пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçламалла", - палăртрĕ Республика Пуçлăхĕ.

Олег Алексеевич тăван тăрăхĕнче пулнă май ентешĕсене пурнăçăн тĕрлĕ çулĕсенче пулăшнăшăн тав турĕ. Вăл тĕрлĕ тытăмра тăрăшакансене Хисеп хучĕсемпе наградăсем парса чысларĕ. Районти 4 ача Республика Пуçлăхĕн аллинчен пурнăçри тĕп документа - паспорта - илме тивĕç пулчĕ.

www.hypar.ru Ирина КОШКИНА сăн ýкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: 

Комментировать