Халăх хавхаланăвĕ хăпартлантарнă

29 Авг, 2014

Крым çур утравĕнчи Севастополь хули çывăхĕнчи илемлĕ лапамра çурла уйăхĕн 10-20-мĕшĕсенче çамрăксен Пĕтĕм тĕнчери «Таврида» слечĕ иртессине эпир пĕлтернĕччĕ. Ăна Раççейри «Халăх фрончĕ» общество юхăмĕ федерацин çамрăксен ĕçĕсен агентствипе тата «Раççей тĕревĕ» общество организацийĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Форума 60 çĕр-шыври 1700 ытла çамрăк хутшăннă.

Чи пĕлтерĕшли - Крым хăйĕн историллĕ çĕр-шывне таврăннă хыççăн тĕнче шайĕнчи пулăмпа палăрчĕ. Чăваш Енрен унта 9 çынлă делегаци кайнă. Йышра - аслă тата ятарлă вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕн пуçаруллă студенчĕсем, «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн çамрăк гвардийĕн» хастарĕсем, çамрăксен юхăмĕн тата вĕсемпе ĕçлекен общество организацийĕсен ертÿçисем. Крымри форумран тăван хулана çитсенех делегаци Халăх фрончĕн регион уйрăмĕн штабĕн çум председателĕ Николай Казаков, Вĕренÿ министерствин общество организацийĕсен тата çамрăксен пуçарулăхĕн пайĕн ертÿçи Ангелина Кузнецова, Раççей Халăх фрончĕн регион уйрăмĕн соучредителĕ Ольга Смирнова, ОНФăн Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан комитечĕн МИХсемпе çыхăну тытакан координаторĕ Илья Никонов пулăшнипе республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕ, форумри тĕрлĕ акци, унта илнĕ пĕлÿ, кăмăл-туйăм çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

Слет ĕçленĕ тапхăрта унта пухăннисем валли вун-вун лекци вуланă, тĕрлĕ ыйтупа - тăван патшалăхăмăрăн историйĕнчен пуçласа Раççейĕн паянхи тĕнчери пĕлтерĕшĕ тата ытти çинчен - ăсталăх класĕсем ирттернĕ, паллă политиксемпе, общество деятелĕсемпе, ОНФ ертÿлĕхĕпе, Раççей Геройĕсемпе тĕл пулнă. Паллах, каннă, вăй пухнă.

- Раççейри Халăх фрончĕ пуçласа тĕнчери акта çакăн пек çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттерчĕ, - терĕ Николай Нилович. - Центрти хаçат-журналта çырнине тĕпе хурсан, кăштах ăмсанатăп таS эсир тăхăр кун тулли, кăсăклă пурнăçпа пурăннă. Çак нумай енлĕ пĕлÿ илмелли тапхăрта профессионалсен пысăк ушкăнĕпе - спортсменсенчен пуçласа министрсем таран, политиксемпе, артистсемпе тĕл пулнă, ОНФ йĕркелекен проектсен технологине хăвăр тишкернĕ, чылай ыйтупа тавра курăма ÿстернĕ...

- «Таврида» слет, каларăмăр ĕнтĕ, Крым «ирĕке тухнă» хыççăнах, Раççей территорийĕнче иртнĕ пĕлтерĕшлĕ пĕрремĕш форум. Унта 60 çĕр-шыв, çав шутра - АПШ, Китай, Инди, Нигери т.ыт.те. - делегацие хутшăннă, - пуянлатрĕ ĕçтешĕн сăмахне ОНФ регион уйрăмĕн ревизи комиссийĕн председателĕ Никита Буражников. - «Таврида» лагере пушă çĕрте йĕркелени, пĕтĕм инфратытăма кĕске вăхăтра туса пĕтерни, харăсах 1600 делегат валли пурăнмалли, канмалли, ĕçлемелли, апатланмалли май туни пирĕн патшалăхăн хăвачĕ пысăккине кăтартрĕ. Ку Украинăри тата унпа «çывăх» патшалăхсенчи суя политиксем Крымри халăха выçлăх, наука-терт асаплантарать тесе ĕнентерме тăрăшни чăннипех суя пулнине уçăмлăн кăтартса пачĕ.

- Крымра пурăнакан çынсен сăн-питне курасчĕ сирĕн. Тăван çĕр-шыва таврăннине нумай вăхăт ашшĕ-амăшĕшĕн тунсăхланă ывăл-хĕрĕ вĕсен ытамне лекнипе танлаштармалла пулĕ. 23 çул ытла украинизаци пусмăрĕнче асапланнă хыççăн ирĕке тухнă халăх хавхаланăвĕ пирĕн чун-чĕрере çĕнĕ вăй-хал, туртăм çуратрĕ, - терĕç пĕрремĕш слета хутшăннисем. - Иккĕмĕшĕ те кунтах уçăлассине пĕлсен татах та хăпартлантăмăр.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.