«Хыпар» 101 (27834) № 14.09.2021

14 Сен, 2021

Кластер… Ăна мĕнпе çиеççĕ?

Ăна çимеççĕ, кластер хăй тăрантарма пултарать — çакна çирĕплетмешкĕн республикăн лайăх тĕслĕх, электротехника кластерĕ, пур.

«Сluster» сăмах акăлчанларан куçарсан «капланни», «кĕтӳ» тенине пĕлтерет. Пирĕн тĕслĕхре — чăннипех вырăнлă пĕлтерĕш: сăмах пĕр отрасле кĕрекен, пĕрешкел тĕллевлĕ, пĕр евĕр продукци туса кăларакан предприятисен пĕрлĕхĕ пирки пырать вĕт.

Пĕрле пулсан кашнинех пырса тивекен ыйтусене татса пама та çăмăлрах. Чăвашăн лайăх каларăш пур: «Пĕччен хулă хуçăлать», нумай пулсан вара — вăйпа авас тесен те аваймăн. Шăпах çавăнпа ĕнтĕ республика ертӳлĕхĕ пĕрешкел компанисене кластерсене пухас тĕллев лартнă. Çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн нумаях пулмасть иртнĕ ларăвĕнче те черетлĕ хут калаçу пулчĕ. Чăваш Енре апат-çимĕç хатĕрлемелли оборудовани, ял хуçалăх чĕр таварĕ туса кăларакансен, транспорт машиностроенийĕн, каяшсене тирпейлекенсен кластерĕсем йĕркеленме пултараççĕ.

Республика ертӳçин Олег Николаевăн шухăшĕпе, кластеризаци процесĕсене пулăшакан инструмент мĕн чухлĕ ытларах — çавăн чухлĕ лайăхрах: «Пирĕншĕн чăн ĕçсем патне куçни хаклă. Пулăшу мелĕсем пур, çитес çулхи кăрлачран кластерсем туса хумалли йĕркене кĕртмелли улшăнусем ĕçлеме тытăнĕç. Çапла майпа çирĕплетсех калама пулать: виçĕ çулта кластера стандартсемпе килĕшӳллĕ туса çитерĕпĕр, унтан производство площадкисем йĕркелемелле. Инвестицисене çак ĕçе хывассине тĕллев вырăнне хумалла». Çакă пысăк технологиллĕ «АБАТ» оборудовани кластерне пырса тивет, ăна Раççей Промышленноç министерствин реестрне кĕртме ыйтса çырнă заявкăна Мускава çурла уйăхĕнче янă.

Кластерсене пĕрлешни, иккĕленмест экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов, тĕп капитала инвестици хывассине хавхалантарать, предприятисен логистикăпа çыхăннă тăкакĕсене чакарма пулăшать, патшалăхран курăмлă пулăшу илме май парать. Курăмлă тени — пĕртте ӳстерсе калани мар. Калăпăр, кластер предприятийĕсен пĕрлехи проекчĕсене пурнăçламалли пĕтĕм тăкаксен 30% таран пайне субсидилеме пулать. Чăннипех пысăк укçа: Раççей Правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн 300 миллион тенкĕ таран тăкаксене саплаштараççĕ. Çавнашкал тăкаксен шутне кĕрекеннисен йышĕнче — НИОКР, продукцин сăнавлă партийĕ, кредитшăн тӳлемелли процентсем, лизинг, технологи оснастки, программăпа аппарат комплексĕсем туянма каякан расхутсем.

Çывăх вăхăтрах Раççей Промышленноç министерстви пирвайхи конкурса ирттермелле, унта кластерсен проекчĕсене суйласа илĕç. Чăваш Енрен конкурса хутшăнаканни — шăпах апат-çимĕç хатĕрлемелли пысăк технологиллĕ оборудовани туса кăлармалли проект. Дмитрий Иванович каланă тăрăх, федераци министерствине реестра кĕртмешкĕн тепĕр кластер тĕлĕшпе те документсем хатĕрлеççĕ.

Республикăра темиçе теçетке предприятие пĕрлештерекен электротехника кластерĕсĕр пуçне алăк туса кăларакан кластер ĕçлет. Апат-çимĕç хатĕрлемелли оборудовани туса кăларакан предприятисем те алла-аллăн тытăнса ĕçлеççĕ теме пулать. Анчах çакăнпа çырлахасшăн мар. Çӳлерех асăннă отрасльсемсĕр пуçне те промышленноçра пĕрле ĕçлемелли майсем анлă. Вĕсенчен пĕрне экономика аталанăвĕн министрĕ пысăк мар хăватлă тракторсен пулас производствинче курать: «Ял хуçалăх тракторĕсен производствине итальянсен машинăсем туса кăларакан концернĕпе пĕрле республикăра локализацилесен алă пуснă ятарлă инвестици контракчĕпе килĕшӳллĕн çак ĕçе коопераци мелĕпе вырăнти чылай поставщике явăçтарма палăртнă. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Республика суйлав ирттерме хатĕр

Тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсемпе тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пычĕ.

Михаил Ноздряков республика бюджетне пурнăçланин кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, вĕсем чылай пысăкрах. Консолидациленĕ бюджетăн тупăш пайĕ, сăмахран, 113,6 процентпа, хамăрăн тупăш 115,1 процентпа, налук тупăшĕ 112,8 процентпа танлашнă, ытти енĕпе те кăтартусем лайăхланнă. Çавăн пекех республикăра патент йĕркипе ĕçлекен йышланнă. Çакă лайăх пулăм пулнине палăртрĕ Михаил Ноздряков. Кăçалхи сакăр уйăхра, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, социаллă пурнăçпа культура сферин тăкаксем те пысăкланнă. Наци проекчĕсем валли уйăракан укçа-тенкĕн 44,1 процентне ĕçе кĕртнĕ.

Ку эрнере ЧР Патшалăх Канашĕн тата РФ Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕ иртмелле. ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков пĕлтернĕ тăрăх, республика пысăк пĕлтерĕшлĕ политика мероприятине йĕркелеме хатĕрленсе çитнĕ. «Участоксенчи суйлав комиссийĕсем авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче ĕçлеме пуçланă, — терĕ вăл. — Хальхи вăхăтра «Мобильлĕ суйлавçă» механизмпа заявлени йышăнас тĕлĕшпе тăрăшаççĕ. Пĕр вырăнтан теприне куçакан суйлавçă республикăра та, унăн тулашĕнче те йышлă». <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Мĕнле уяв парнесĕр пултăр?

Иртнĕ шăматкун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Çĕмĕрлере пулчĕ.

…«Халĕ — журналистсем», — те сап-сарă хĕвелĕ çав кун ăшшине шеллемерĕ, те Çĕмĕрлесен ĕçĕсем курăмлă, анчах Олег Николаевăн ир-ирех кăмăлĕ аван пулни сисĕнчĕ. Хулари «Камчатка» текен вырăнпа паллашнă май /сăмах май, ăна федераци программипе килĕшӳллĕн хăтлăлатнă/ экс- тата хальхи министрсем пĕри те тепри турникрен уртăнса пăхрĕç. Диктофон-камера тытнă журналистсем кăна физкультсаманта çырса илнипех çырлахрĕç.

Ку лаптăкра хула çыннисене канмашкăн пур условипе тивĕçтерме тăрăшни куçкĕрет. Сукмаксене хытă сийпе витнĕ, ларса канмалли вырăнсем, ачасене ярăнтармалли хальхи йышши чуччусем — темĕн те пур. Ĕçсене тепĕр икĕ эрнерен вĕçлеме палăртнă.

Малтанах сумлă хăнасене Сергейпе Елена Касаткинсем кĕтсе илчĕç. Çемье 2019 çулта çĕнĕ пӳрте пурăнма куçнă. Хальччен ăна вутăпа, çĕр кăмрăкĕпе хутса ăшăтнă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин ялсене газ кĕртсе пĕтересси пирки указа алă пуснă хыççăнах — унпа килĕшӳллĕн «кăвак çулăма» çурт патне тӳлевсĕрех çитереççĕ — çемье пуçĕ кирлĕ документсене пухса панă. Шăпах тăван хулан çуралнă кунне паллă тунă май Касаткинсен килĕнче сумлă хăнасене чейе газпа усă курса вĕретсе сăйларĕç. Халĕ ĕнтĕ кӳршĕсен те çак ĕç çăмăллăнрах пурнăçланĕ. Сăмах май, Чăваш Енре çак мелпе 3720 çурта газ çитермелле. Документсене йышăнма пуçланă. Çĕмĕрлере тата 5 çын ыйту парса ĕлкĕрнĕ.

Çĕмĕрле йĕркеленнĕренпе 105 çул çитни сумлă пулăмсемпе асра юлĕ. Республика Пуçлăхĕпе Правительство членĕсене çĕнелсе хута кайнă лапамра кĕтсе илчĕç. Ăна 17 çул хула ĕç тăвакан комитетне ертсе пынă Александр Речнов ятне панă. Олег Николаев кунта çулталăк каялла кăна пулнине, унтанпа темĕн чухлĕ ĕç пурнăçланине, тавралăх йăлт улшăннине палăртса хăварчĕ. «Апла пулсан шанмалла-ĕненмелле тата вăй хумалла — вара пурте лайăх пулать», — терĕ Олег Алексеевич. Ку лапама хула çыннисем хăйсем суйласа илнĕ, федераци программи пулăшăвĕпе усă курса тирпей-илем кĕртнĕ. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Пăши тытма кайсан хир сысни тĕлне пулнă

Анчах чĕр чуна пăхса тăрса ирттерсе янă

Çичĕ çултах пăшал тыттарнă. Федор Жоголев Сăр шывĕ хĕрринче, хитре те тулăх вăрманлă вырăнта, Чулхула облаçĕнчи Васильсурск поселокĕнче, çуралнă. Çав тăрăхри арçынсенчен чылайăшĕ сунара çӳресе, пулă тытса çемйине тăрантарнă. Федорăн ашшĕ те, аслашшĕ те, ытти тăванĕ те сунара çӳренĕ. 7 çултанпа, шкула чупма тытăнсан, арçын ачана ашшĕ хăйĕнпе пĕрле илсе кайма тытăннă. Ун чухне ăна хăйне тĕллĕн пăшал тыттарман паллах, çапах персе пăхма ирĕк панă. Ача сунар курнăшăн та савăннă, ăçта мĕнле кайăк пурăннине ăнлантарнă ашшĕ. Ун чухне ытларах кайăк тытма сунара тухнă. Вĕсем таврари шыв-шурта йышлă пулнă. Ашшĕн, чăн-чăн сунарçăн, килте пăшал коллекцийĕ пулнă. Федор мĕн ачаран пеме вĕреннĕ. Саккуна хирĕçле пулсан та 14 çултан вăл сунара пĕччен çӳреме тытăннă. Сунарçăсен билетне 18 çултан çеç тыттарнă. Вăл вăхăтра пăшал килти хуçалăхри ĕç хатĕрĕ шутланнă, килсерен пăтаран çакăнса тăнă. Лавккасенче ирĕклĕн сутнă ăна. Чĕпсене çăхан йăтса каясран, яла кĕнĕ тилле хăратма усă курнă ăна. «Çурма утрава кимĕпе ишсе каçрăм. Унти вырăнсене аван пĕлеттĕм. Çулла утта килсен эрнипех пурăнаттăмăр, шыва кĕме те çӳреттĕмĕр. Тискер кăвакалсем ишекен вырăна шăппăн çитсе тăтăм та кайăка персе ӳкертĕм», — пĕрремĕш сунара аса илчĕ Федор Иванович.

Ашшĕне, карап çинчи капитан-механик пулнă май, Çĕнĕ Шупашкарти порта тунă çĕре командировкăна янă. Кайран 1966 çулта вăл çемйине, арăмĕпе икĕ ывăлне, те пĕрле илсе килнĕ. Ачасен амăшĕ «Химпрома» ĕçе кĕнĕ. Арçын ачасем хулари шкула çӳреме тытăннă. Кунта килсен вĕсен чун киленĕçĕ пирки манма тивнĕ. Ачасене хулара пăшал никам та тыттарман. Каникулта асламăшĕ патне кайсан кăна чун каниччен сунарта çӳренĕ. Яш пулса çитсен вара Çавал таврашне, Атăл леш енне çӳреме тытăннă. Сунарçăсем унта чылай трофейпа таврăннă. Инçех те çӳремелле пулман, троллейбуспа 1-2 чарăну кайса чукун çул урлă каçсанах сунарçăсем валли меллĕ вырăнсем пулнă ун чухне.

Шкул хыççăн Федор Жоголев Шупашкарти ял хуçалăх институчĕн зооинженери факультетĕнче вĕреннĕ. Сунарçă ĕçĕ уншăн хобби пулса юлнă. Вăл çамрăк чухне ку профессипе ĕç тупма кăткăс пулнă-мĕн: ваканси пушă тăман. Федор Иванович — отставкăри полковник. Çĕнĕ Шупашкартах уголовлă шырав тытăмĕнче ĕçленĕ, Мускавра иккĕмĕш аслă пĕлӳ илнĕ. Тивĕçлĕ канăва вĕрентӳ центрĕн ертӳçинчен тухнă. Сунар валли унăн вăхăт яланах пулнă.

Йытăсăр сунарçă — япăх сунарçă. Чăваш сунарçисемпе пулăçисен пĕрлешĕвĕ 101 çул каялла йĕркеленнĕ. Федор Жоголев ăна 10 çул ертсе пырать, унччен 40 çул Çĕнĕ Шупашкарти сунарçăсен общество организацийĕн пуçлăхĕ пулнă. Пĕрлешĕве республикăра сунарçăсен 14 хуçалăхĕ кĕрет, 600 пин гектар ытла çĕр, сунарçăсен 9 çурчĕ пур. Вăрнарта сунара çӳремелли йытăсене вĕрентес тĕллевпе чĕр чунсем усракан станци пур. Упа, хир сысни, пурăш, тилĕ... тытаççĕ унта. Çынсем ăнланмасăр чĕр чунсене йытăсене туллаттараççĕ тесе шухăшлама пултараççĕ. Ку апла мар. Вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем вĕсене тăрантараççĕ, пăхаççĕ, кирлĕ тĕк ветеринара кăтартаççĕ. Йытăсене вĕрентнĕ чухне темĕн те пулать-ха. Тискер чĕр чунсем вĕсене амантма та пултараççĕ. Кинолог каланине йытăсен итлемелле, команда парсан кĕрешӳ пынă чухне чарăнмалла. Станцире тĕрлĕ ăратлă йытă пур, çапах ытларахăшĕ — лайка, вĕшле... «Йытăсăр сунар — сунар мар. Йытăсăр сунарçă — япăх сунарçă», — тет Федор Иванович. Йытăпа сунара тухни хăйне евĕр кăмăлтуйăм парнелет-мĕн. Унăн хваттерĕнче те сунар йытти, курцхаар нимĕç легавăйĕ, пурăнать. Ăна тытасси кăткăс ĕç. Тăрантарнисĕр, уçăлтарнисĕр тата прививка тунисĕр пуçне тăватă ураллă туса тренировка тăтăш кирлĕ, унсăрăн вăл ăсталăхне çухатать. <...>

Алина ИЗМАН.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.