Ялта ĕçлесе пурăннăшăн

5 Сен, 2014

Ялта 30 çултан кая мар ĕçленисен пенсине 25 процент таран ÿстермелле теççĕ. Эпĕ ĕмĕр тăршшĕпех ялта пурăнатăп – бригадăра, фермăра, пекарньăра тата кирпĕч заводĕнче ĕçленĕ. Мĕншĕн ял çыннин пенсине пĕтĕмĕшле стажа шута илсе ÿстермелле тумаççĕ, мĕншĕн пĕр вырăнта ĕçленине кăна пăхаççĕ?

Хушаматăма кăтартмастăп.

Красноармейски районĕ.

Хисеплĕ вулаканăмăр, сирĕн çырăвăра РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пăхса тухса хурав пачĕ.

2015 çултан страхлав пенси тытăмĕнчи граждансен прависене тата пенсие шутласси çĕнĕлле йĕркеленет. Улшăнусене кĕртекен саккунсенчен пĕри – 2013 çулхи раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче йышăннă 400-мĕш номерлĕ страхлав пенсийĕсем çинчен калакан федераци саккунĕ.

Çак саккунпа килĕшÿллĕн ял хуçалăхĕнче пĕтĕмĕшле 30 çултан кая мар ĕçленĕ ялта пурăнакан çынсене 25 процент хăпартса тÿлеççĕ. Ку йĕрке 2016 çултан вăя кĕрет. Хăш хуçалăхра ĕçлекенсене çак ирĕкпе тивĕçтерессине Раççей Правительстви уйрăм документпа çирĕплетет.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.