«Хыпар» 116 (27849) № 19.10.2021

19 Окт, 2021

Пĕр хуларисене пĕр чаçех яма тăрăшаççĕ

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раççейре кĕрхи призыв пуçланчĕ. Çулленех çĕр-çĕр яша салтака ăсатаççĕ. Чăваш Енре те чылай çамрăк çар ретне тăрĕ. Шупашкар хулин çар комиссарĕ Олег Иванов подполковник каланă тăрăх, кĕркунне Шупашкарти 300 яхăн [çуркунне - 350] яша çара ăсатмалла, вĕсенчен тăваттăшне Президент полкĕ валли суйланă.

- Чăваш Енĕн сбор пунктĕнче яшсене çар тумĕпе (кулленхи тумтире ашшĕ-амăшне тавăрса парĕç), телефон симкипе (ăна ашшĕ-амăшне те парĕç), маскăпа тивĕçтереççĕ. Çарта вĕсен пускăчлă телефонпа кăна усă курма юрать. Сбор пунктĕнче ПЦР-тест тăваççĕ. Çар чаçне çитсен çĕнĕ çынсем 14 кун карантинра пулĕç. Вакцинациленменнисене çар чаçĕнче прививка тăваççĕ. Çулленех чылайăшĕ ДОСААФра водителе вĕренет. Кăçал 30 каччă шофер правине илнĕ, хальхи вăхăтра водительсен курсĕнче 60 çын вĕренет. Яшсене кирек хăш регионти çар чаçне те яма пултараççĕ: ВДВ, космос çарĕ… Флота каякансем те пур. Вĕсем салтак тивĕçне Калининградра пурнăçлаççĕ. Моряксенчен чылайăшĕ контрактпа юлаççĕ. Юлашки çулсенче пирĕн салтаксем хĕвел анăçри çар округне лекеççĕ. Мускаври, Санкт-Петербургри, ытти хулари çар чаçĕсенче служба ирттереççĕ. Призывниксен йышĕнче 18-21 çулсенчи яшсем ытларах. Паллах, 24-26-рисем те пур, анчах вĕсем сахаллăн. 27-рен иртсен килнĕ тĕслĕх те пулнăччĕ. Паллах, ун пеккисене контрактпа кăна çара илеççĕ. Сăмах май, кăçал 41 яш контракт алă пуснă, - каласа кăтартрĕ Олег Владимирович.

Салтаксене банк картти параççĕ, унта кашни уйăхрах укçа куçарса тăраççĕ, служба вĕçленсен пособи тÿлеççĕ. Сăмах май, çак укçа калăпăшĕ 2000 тенкĕпе танлашать. Çар пурлăхне сиен кÿрсен шалăвăн 20-50 процентне тытса юлаççĕ. Çавăн пекех алиментшăн тата кредитшăн тытса юлма пултараççĕ. Салтакăн мăшăрĕ ача кĕтет тĕк пособи тÿлеççĕ. Салтак ачисем вара уйăхсерен пособи илсе тăраççĕ. Призывниксене персоналлă электронлă картта (çар билечĕн электронлă варианчĕ) пама пуçланă. Ăна илме заявлени çырмалла. Хальлĕхе электронлă çар билечĕ анлă сарăлман пулин те çамрăксем çĕнĕлĕхе хапăл туса йышăнаççĕ.

Призывниксем хăйĕнпе пĕрле укçа, шыв, çимелли илме пултараççĕ. Эмел илме чарнă. Çул çинче чирлесен /пăсăлнă апат çинипе нумайăшĕ вар виттипе аптăрать, пуç ыратма пултарать, ÿт температури хăпарать, урана мăкăль тухать…/ командира пĕлтермелле, хăй тĕллĕн сипленмелле мар. Куç япăх куракансен линза илмелле мар, ун вырăнне куçлăх тăхăнмалла. «Малтанхи кунсенче çĕнĕ çĕрте пурне те йывăр. Пĕр-пĕрне пулăшса пырсан, кампа та пулин туслашсан çăмăлрах. Çавăнпа пĕр тăрăхрисене пĕр чаçех яма тăрăшаççĕ», - ăнлантарчĕ çар комиссарĕ.

Студентсене çара илмеççĕ. Вĕренсе тухнă хыççăн кăна салтак ретне тăраççĕ. Вĕсем, паллах, хăйсен ирĕкĕпе академи отпускĕ илсе çара кайма пултараççĕ. Çарта техникум-институтра вĕренсе специальноç илнисене ытларах кăмăллаççĕ. Вĕсене çĕнĕ йышши техникăпа, оборудованипе ĕçлеме шанаççĕ. Программистсем, инженерсем уйрăмах пысăк хисепре. Музыка пĕлĕвĕ илнисем валли те ĕç тупăнать. Яшсен 50 процентне вĕренÿ подразделенине яраççĕ. Кадет класĕсемпе шкулĕсенче вĕреннисем те тĕслĕх вырăнĕнче. Анчах призыв вăхăтĕнче кунашкаллисене сахал тĕл пулатăн, вĕсенчен пысăк пайĕ çар училищисене суйласа илеççĕ, çулталăксерен 100 яхăн çамрăк вĕренме кĕрет-çке.

Акă Шупашкар каччи Сергей Давыдов кăçал педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă. 24-ри каччă çак тапхăрта виçĕ специальноçа алла илнĕ. Вăл программистра, финансистра, мероприятисем йĕркелекенре ĕçлесе опыт пухнă. Сергей космос çарĕнче службăра тăрĕ. «Кашни яшăнах çарта пулмалла. Манăн атте те, пичче те салтак аттине тăхăннă. Çывăх çынсенчен, хăнăхнă пурнăçран, нумайлăха мар пулин те, уйрăлма йывăр. Арçынсен шăпи çапла - нимĕн те тăваймăн. Салтака кайма тивĕçлĕ пулнăшăн хĕпĕртетĕп», - терĕ каччă. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Бруцеллезран сиплеме çăмăл мар 

Куславкка хулине Саратов облаçĕнчен турттарса килнĕ, сысна ашĕнчен хатĕрленĕ продукцире Африка мурĕн микроорганизмне, Комсомольски районĕнче бруцеллез чирне тупса палăртнă.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев мур вирусĕпе инфекциленнĕ объектсене юпан 16-мĕшĕнчен пуçласа карантина хупасси, унпа кĕрешнĕ тапхăрта территорие тулашран чикĕлесси çинчен хушу кăларнă. Инфекциленнĕ об<ектсен шутне Куславккари Шоссе урамĕнчи 9-мĕш çуртри шăнтмалли 8-мĕш тата продукци хатĕрлемелли вырăнсене, 28-мĕш камерăна кĕртнĕ. Вĕсенче вируслă продукци упраннине шута илсе ЧР Патшалăх ветеринари службине саккунпа килĕшÿллĕн тивĕçлĕ мероприяти пурнăçласа инфекцие пĕтерме хушнă.

Продукцирен илнĕ генетика материалĕнче мур микроорганизмне малтан ЧР Ветеринари лабораторийĕнче, ун хыççăн Владимир хулинчи Чĕр чун сывлăхне хÿтĕлекен центрта тупса палăртнă.

Куславккапа Комсомольски районĕнче амак вучахне шута илнĕ пирки ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов юпан 15-мĕшĕнче Правительствăн эпизоотие хирĕçле чрезвычайлă комиссийĕн черетсĕр ларăвне ирттернĕ.

Аса илтеретпĕр: бруцеллез выльăха, этеме ерме, сиплемесен вăраха тăсăлма пултарать. Инфекцийĕ çын организмне мăйракаллă пĕчĕк тата шултра выльăхран, сыснаран, хăш-пĕр чухне кушакран, йытăран, лашаран, çемçе тирлĕ чĕр чунсенчен, ашран, юр-вартан куçать. Вирусĕ вĕретмесĕр холодильнике лартнă сĕтре - 10 талăк, услам çура - 4 эрне, хăймара - 8-15 кун, ашра 60 талăк таран упранма пултарать.

Выльăха е этеме бруцеллезран сиплеме çăмăл мар. Чылай чухне вăл шала кайса асаплантарать. Сăмахран, сыпăсене сиенленĕрен çынна инвалидах кăларать.

- Бруцеллез енĕпе пирĕн республика хальччен ăнăçлă регионсен шутĕнчеччĕ, - терĕ ветслужба ертÿçи Константин Викторов. - Юпа уйăхĕнче плана кĕртнĕ диагностика тĕпчевне ирттерсе ăна Комсомольски районĕнчи Шурут ял тăрăхĕнчи Шурут Нурăс ялĕнчи кил хуçалăхĕнче палăртрăмăр, унтах - эпизооти вучахĕ. Ветслужба чире пĕтерес тĕллевпе, ăна сарăлма парас мар тесе яла карантина хупмалли, ял тăрăхне тулашран чикĕлемелли мероприятисен планне туса хатĕрлерĕ. Ветеринарсем вырăнта унпа килĕшÿллĕн ĕçлеççĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.

♦   ♦   ♦


Эльвира ТИМОФЕЕВА: Çĕнĕ майсем интереслĕ передачăсем хатĕрлеме пулăшаççĕ

Чăваш радио йĕркеленнĕренпе 95 çул çитсе пырать. Эфирта чăваш сăмахĕ пĕрремĕш хут шăп та лăп юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче янăраса кайнă. Чăваш радио историне, çул-йĕрне, паянхи ĕçĕн çĕнĕлĕхĕсене унăн ертÿçипе, РФ Журналистсен союзĕн членĕпе Эльвира Тимофеевăпа сÿтсе явăпăр.

- Эльвира Владимировна, мĕнрен пуçланса кайнă Чăваш радио? Ырă çак ĕçе камсем пуçарнă?

- Чăваш радио историйĕ анлă та пуян. 1920 çулта Шупашкарта пĕрремĕш радиоприемник вырнаçтарнă. Радио тусĕсен пĕрлешĕвĕ тăрăшнипе, çине тăнипе тепĕр ултă çултан радио эфирĕнче чăвашла калаçма тытăннă. Çак ĕçе йĕркелекенсен йышĕнче «Канаш» №халĕ «Хыпар»№ хаçатăн редакторĕ Аркадий Золотов тата унăн секретарĕ Степан Лашман пулнă. Пĕрлешÿ\20 хастара çывăхлатнă. 1932 çулта Чăваш АССРĕнче радиофикаципе радиоинформацин патшалăх комитетне туса хунă. Шупашкарта, Атăл хĕрринче, çĕр метр çуллĕш РВ-74 радиостанци хута кайнă. Ун пек радиостанци çĕршывĕпе те 12 кăна пулнă. Шăп çав кунран Чăваш радио: «Итлĕр! Шупашкар калаçать», - тесе эфира тухма пуçланă. Каласа хăвармалла: передачăсем ун чухне тÿрĕ эфирта иртнĕ. Концертсемпе инсценировкăсем те тÿррĕн янăранă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче те радио калаçма пĕрре те чарăнман.

- Вăрçă хыççăнхи мĕнле улшăнусем пулнă тата?

- 1948 çулта Чăваш радиона Мускавран ятарлă бригада килнĕ. Вĕсем фонотека валли темĕн чухлĕ паха материал çырса хăварнă. Сыхланса юлнă пĕрремĕш материалсем - шăпах çав вăхăтрисем. Ун чухнех радио сасă çыртаракан пĕрремĕш аппаратпа - магнитофонпа - пуянланнă. Чăваш радио малтанах Карл Маркс урамĕнчи çуртра пулнă, 1967 çулта, ун чухнехи Чăваш патшалăх телевиденипе радио комитечĕн ертÿçи Павел Крысин пуçарăвĕпе, радио çурчĕ тутарнă. Вăл А.Г.Николаев космонавт урамĕнчи 4-мĕш çуртра вырнаçнă. Чăваш радио хорĕ те çавăн чухнех йĕркеленнĕ. 2018 çулта «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанийĕнче теле- тата радио ĕç-хĕлне çĕнетес, лайăхлатас тĕллевпе пысăк улшăнусем пулчĕç. Федераци программипе килĕшÿллĕн цифра эфирĕн хыпарлавне куçрăмăр. Мĕн пур хатĕре улăштартăмăр, студисене, ĕç вырăнĕсене çĕнетрĕмĕр. Радио телевидени çуртне куçрĕ, пĕрлехи телерадиокомплексра ĕçлеме пуçларăмăр. Çакă вăхăта тата вăй-хала перекетлеме, пĕр-пĕрне пулăшса пыма май парать.

- Хальхи вăхăтра ĕçре техника пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать, паха кăларăмсем хатĕрлеме май парать. Паян Чăваш радиона итлеме анчах мар, курма та пулать-çке.

- Чăн та, чылай улшăну пулчĕ. Маларах передача тунă чухне сасса магнитлă лента çине çырнă, монтаж ĕçĕнче хачăпа, çилĕмпе усă курнă, лентăсене касса çыпăçтарма тивнĕ. Паян çак ĕçе йăлтах компьютер пурнăçлать. Пĕр-пĕр сăмаха çăмăллăнах касма, хушма, вырăнпа улăштарма пултаратпăр. Çакă республика çыннисен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен интереслĕ передача ытларах хатĕрленĕ май вăхăта перекетлеме пулăшать. Пралуклă хыпарлавăн кун-çулĕ кĕскелсе пынă май пирĕн те цифра çине куçма тиврĕ. Чăваш радио передачисене паян тăватă ФМ-хум çинче (Шупашкарта - 99,9 FM, Етĕрнере - 101,0 FM, Патăрьелте - 105,2 FM, Йĕпреçре - 105,4 FM), пралуклă радиопа 1-мĕш пускăч çинче, интернетра Чăваш патшалăх телерадиокомпани сайтĕнче онлайн майпа курма, итлеме, унсăр пуçне телевизорпа та итлеме пулать. Чăваш радион эфира тухакан студийĕнче вырнаçтарнă камера эфира ертсе пыракансене, студие йыхравланă хăнасене курма май парать. Пралуклă хыпарлав та пĕтмен-ха. Радиоточкăсем республикăри 5 хулара ĕçлеççĕ: Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Çĕмĕрлере тата Улатăрта.

- Килĕшсемĕр: Чăваш радион чи пысăк пуянлăхĕ, тупри - фонотека.

- Хальхи вăхăтра «ылтăн çÿпçере» 40 пин ытла магнитлă пленка упранать. Вĕсенчен чи авалхисем - 1948 çулта çырса илнисем. 2000 çулта, компьютерпа ĕçлеме пуçласан, магнитлă пленкăсене цифрăлатма тытăнтăмăр. Хальлĕхе ĕçĕн 70 процентне пурнăçланă. Çак пурлăх пире 5 çул эфирта талăкĕпех пĕр чарăнми ĕçлеме май парать. Чăваш радио кунсерен 3 сехет те 20 минут калаçать. Кăларăмсен пахалăхне ÿстересси - пирĕн тĕп тĕллев. «Çĕнĕ хыпарсем» кунне 8 хутчен тухаççĕ. Вĕсене вырăсла тата чăвашла хатĕрлетпĕр. Кăларăмсене çĕнетсе тăма тăрăшатпăр. Вĕсен йышĕнче вăрăм ĕмĕрли те, радио итлекенсен юратăвне тахçанах çĕнсе илни, сахал мар. 1958 çултанпа темиçе региона пĕрлештерсе тăракан «Атăлпа Урал хушшинче» радиожурнал тухса тăрать. Ăна Хусанта хатĕрлеççĕ. Чăваш Республики çинчен Николай Мулянов корреспондент материалсем хатĕрлет. Унсăр пуçне «Ăраскал», «Шăнкăрав», «Хатĕр пул», саламсенчен йĕркеленĕ «Юрă пултăр парне» кăларăмсене ачасем те, аслă ăрурисем те килĕштереççĕ. Тÿрĕ эфира тухакан кăларăмсенчен «Уçă калаçу», «Вăхăт çитрĕ», «Тÿрĕ мар эфир», «Мĕн акатăн, çав шăтать» передачăсене асăнмалла. Уçă калаçăва хутшăнакансем - министерство-ведомство ертÿçисем, тĕрлĕ тытăмри специалистсемпе экспертсем. «Кунсерен» радиожурнал валли корреспондентсем тĕрлĕ жанрлă материалсем пуçтараççĕ, республикăри паллă пулăмсемпе паллаштараççĕ. Программăсен 60 процентне чăвашла хатĕрлетпĕр.

- Корреспондентсен республикăри районсемпе хуласене тухса çÿреме тивет. Мĕнле йышпа ĕçлетĕр? Ĕлкĕрсе пыратăр-и?

- Хăй вăхăтĕнче Чăваш радиора 40-60 çын таран вăй хунă. Паян çак ĕçе 20 çын пурнăçлать. Çав шутра сасă режиссерĕсем, кăларăмсене ертсе пыракансем, шеф-редакторсем пур, ыттисем - корреспондентсем. Шăпах вĕсем çине яваплă ĕç тиенет. Коллектив радиоитлекенсен умĕнчи яваплăха туйса тăрать. Аслă ÿсĕмрисем, опытлисем çамрăк ăрăва вĕрентсе, ăс парса пыраççĕ. Маргарита Кабетова, Ольга Туркай, Николай Мулянов, Валентина Михайлова - акă пирĕн маяксем.

- Эльвира Владимировна, Чăваш радиора икĕ теçетке ытла çул ĕçлетĕр. Çав шутран 13 çулне - ертÿçĕре.

- Çапла. Эпĕ радиона ĕçлеме килнĕренпе 21 çул çитрĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика уйрăмĕнче 3-мĕш курсра вĕреннĕ чухне Петр Андреев тата Людмила Сачкова патне практикăна çÿрерĕм. Вĕсем - манăн пĕрремĕш вĕрентекенсем, çак ĕçе юратма, чăвашла тĕрĕс те илемлĕ кăларăмсем хатĕрлеме хăнăхтаракансем. Панă пĕлĕве ăса хывса радиорах юлас терĕм. 2000 çулта Чăваш радион çамрăксен программисен редакцине ĕçе илчĕç. Радиопа вара ача чухнех туслашнă. Пирĕн килте радио яланах калаçатчĕ. Хĕллехи сивĕ каçсем уйрăмах асра юлнă. Çутă çук – радио калаçать, спектакль пырать. «Виç кĕтеслĕ çырусем», «Ĕмĕр сакки сарлака» юрăсем ăса кĕрсе юлнă… Журналист ĕçĕ интереслĕ, ертÿçĕ ĕçĕ - куçа курăнманскер. «Ăраскал» кăларнă çулсем тарăн йĕр хăварчĕç. Ăна 10 çул ытла хатĕрлесе, ертсе пыма тÿр килчĕ. Ял çамрăкĕсен фестивалĕсене ирттерни, пултаруллă яш-кĕрĕмпе, хĕр-упраçпа тĕл пулса калаçни, концертсене хутшăнни куç умĕнчех. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


«Ун çинчен кĕнеки те аса илтерсе тăрĕ»

Сăнанă-и эсир каçхи тÿпене? Сăнанă пулсан асăрханă-и? Пин-пин йăлтăркка çăлтăр хушшинче тĕксĕмреххи те, куçа йăмăхтараканни те, самантлăха çуталса сÿнекенни те, çутине татти-сыпписĕр сапалаканни те пур. Хăш-пĕр ушкăн çăлтăрăн çути – палăрни-палăрми çеç. Пĕчченниех вара инçете çутатать. Куç ун çинче чарăнать.

Шăпах çавăн пек çăлтăрпа танлаштарасшăн эпĕ Çĕнĕ Шăмăршă çыннине Михаил Захарова. Йывăр ачалăхĕ, мĕн пĕчĕкрен çĕр ĕçĕнче пиçĕхни Михаил Ивановича пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма хистенĕ. Ял хуçалăх тытăмĕнче вăй хуни тăван тăрăхĕнчи предприятисемпе организацисем çинчен никамран лайăх пĕлме пулăшнă ăна. Ахальтен мар 20 çул ытла пĕрчĕн-пĕрчĕн информаци пуçтарса – архивран тухмасăр, ертÿçĕсемпе, специалистсемпе тата нумай çул ĕçлекенсемпе тăтăш тĕл пулса, канашласа, çывăх çыннисем валли уйăрмалли вăхăта вăрласа «Шăмăршă районĕн 1927-2017 çулĕсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ» истории очеркне хатĕрлеме хăват çитерчĕ. Унăн хулăн кĕнеки çак кунсенче кун çути курчĕ. Ашшĕ туса çитерейменнине ывăлĕ Анатолий вĕçлерĕ. Шел, чун ăшшипе, тарпа хатĕрленĕ кĕнекине хуçи алла тытса кураймарĕ…

Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче районти культура çуртне Михаил Захаровăн çемйипе çывăх çыннисем, тавра пĕлÿçĕсем, тĕрлĕ сферăри ертÿçĕсем çĕнĕ кĕнекене пахалама пухăнчĕç. Уява тĕп библиотека ĕçченĕсем Иринăпа Ольга Тимофеевăсем чăвашла ертсе пычĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов Михаил Ивановичăн çĕнĕ кĕнеки пысăк пĕлтерĕшлине, районăн 90 çулхи сумлă çул çыравĕ, Шăмăршă енĕн пуян энциклопедийĕ пулса тăнине палăртрĕ. «Ку кĕнеке - пирĕн мăнаçлăх!» - терĕ вăл. Авторăн ывăлĕ Анатолий çывăх çыннин кĕнекене хатĕрленĕ тапхăра аса илчĕ. Вăл ашшĕне пулăшнă ентешĕсене тав туса асăнмалăх парне пачĕ. «Атте хăйĕн кĕнекине районти кашни çын вуласса ĕмĕтленетчĕ. Истори очеркĕ пуриншĕн те усăллă пуласса шанатăп», - терĕ Анатолий Михайлович.

Чăваш Республикинчи тавра пĕлÿçĕсен союзĕн Шăмăршăри уйрăмĕн председателĕ, чылай кĕнеке авторĕ Герман Ларшников çĕнĕ кĕнекене чăвашла пичетленĕшĕн савăннине пытармарĕ, тĕрлĕ наци çыннисем усă курмашкăн ăна вырăсла та кăларма сĕнчĕ. Тăван тавралăха тишкерсе Никита Бичурин орденне тивĕçнĕ аслă юлташăмăра, Чăваш Республикин хисеплĕ тавра пĕлÿçине асра тытмашкăн Михаил Захаров пурăннă урама ун ятне пани вырăнлă пулассине палăртрĕ.

Хăй вăхăтĕнче район хаçачĕн редакторĕнче тăрăшнă, халĕ тĕпчев ĕçĕнче сулмаклă утăмсем тăвакан Петр Фомин Михаил Ивановичпа 30 çул ытла тачă çыхăнса ĕçленине, «Кивĕ сăн ÿкерчĕк аса илтерет…» рубрика район хаçатĕнче Захаров пуçарăвĕпе «çуралнине», «Шăмăршă район энциклопедине» /2018/ пĕрле хатĕрленĕ самантсене аса илчĕ. Автор юлашки кĕнекине кăлармашкăн çемье бюджетĕнчен сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланине пĕлтерчĕ. <...>

Зинаида СВЕКЛОВА-ЫРПИ.

♦   ♦   ♦


Çăлтан çĕрле шыв ăсмаççĕ

«Шывшăн укçа илмеççĕ», - теççĕ халăхра. Уншăн нухрат ыйтни çылăх тунипе танлашать-мĕн, çавăншăнах çăлта шыв та пĕтме пултарать имĕш. Çапла, асăрхарăр ĕнтĕ: паян сăмахăм çăл çинчен.

Çăла чăвашсем тĕрлĕрен калаççĕ. Турисен вăл - çăл, анатрисен - пусă, пус, тарасаллă пусă, Куславккасен - тараса, кулута. Патăрьелсем çăл куçа çăл теççĕ. Çăл сăмахпа çыхăннă ял ячĕ те пур вĕсен: Çăл Атăк. Ку ял çумĕнче çăл куç тапса тăрать.

Çăл чăвашсемшĕн питĕ сăваплă, таса. «Çăла сурма юрамасть, вăл аннÿ çине сурнипе танах», «Çăла пуçа пĕксе ан пăх, шуранка пулăн», «Шывра сăнланнă ĕмĕлке чăнлăха тĕп-тĕрĕс кăтартаймасть», - ăс паратчĕç ватăсем. Мăн асанне Вера Федорова вĕрентнĕ тăрăх, çăла каçхине хупмалла, шыва кăвак çут киличчен ăсмалла мар. «Çĕрле - усал вăйсен вăхăчĕ. Ун чухне ăснă шыв урăхларах, тутлă мар. Витрене чир-чĕр тултарса килес хăрушлăх та пур», - тетчĕ вăл. Таса маар вăйсенчен тасатас тĕллевпе пирĕн тăрăхра çăл пури патне палан лартма сĕнеççĕ.

Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕ – Çветтуй Федора /Колодезник/ кунĕ. Çавăнччен çăл чавма каламаççĕ. Çĕртмен 21-мĕшĕнче алтсан пусри шыв таса тата сиплĕ пулать-мĕн. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, çĕртмен 21-мĕшĕ хыççăн çĕр айĕнчи шывсен сийĕ хушăнать. Çăл, çăл куç сăваплă кăна мар, вĕсен асамлă вăй пур.

«Çăл куç патĕнче, çырмара ашкăнма юрамасть. Çăл, çырма, шыв «тытаççĕ». Хăнăхман вырăнта, ют çĕрте çăл куçран шыв тутансан: «Эпĕ кунти шыва ăша яман, çÿлти кайăк чĕпписем ĕçнĕ», - темелле-мĕн. Мĕн ачаран çапла вĕрентнĕ анне. Вăл çамрăк чухне çуллахи каникул вăхăтĕнче кĕтÿçре нумай çÿренĕ. Тепĕр чухне çырма шывнех тутăр витĕр ĕçме тивнĕ унăн. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.