Суя сертификатсемпе усă кураççĕ

22 Окт, 2021

Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, чирлекенсен шучĕ ӳснипе медучрежденисенче те лару-тăру кăткăсланнă: кислород аппарачĕсем, эмелсем çитмеççĕ. Акă Хĕрлĕ Чутайри райбольницăри стационара «хĕрлĕ зонăна» куçарнă.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов каланă тăрăх, хальхи вăхăтра ковид уйрăмĕсенче 3300 çын ытла сипленет, вĕсенчен 900-ĕшĕн сывлăхĕ уйрăмах япăх, 109 çын ИВЛ хатĕрпе сывлать. Килте медпулăшу илекенсен шучĕ те ӳснĕ, 8280 çын амбулатори мелĕпе сипленет.

— Коронавируспа чирлекенсен йышĕ ку эрнере 17 процент ӳснĕ, — пĕлтерчĕ Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская. — Уйрăмах Йĕпреçре, Шăмăршăра, Тăвай районĕсенче чирлекен нумай. ОРВИ те анлă сарăлать: юлашки кунсенче 10 пин ытла тĕслĕхе шута илнĕ. Пневмонипе нушалакансен шучĕ 18 процент пысăкланнă.

Олег Николаев палăртнă тăрăх, апатлану предприятийĕсене суя е урăх çын сертификачĕсемпе кĕреççĕ-мĕн. Мобильлĕ ушкăнсемпе полици ĕçченĕсене рейд вăхăтĕнче тĕплĕ тĕрĕслеме, йĕркене пăсакансене тупса палăртма хушрĕ. Спортпа культура учрежденийĕсене кĕнĕ чухне сертификатпа пĕрлех паспорт кăтартмалла-мĕн. Массăллă мероприятисене /вĕсем спортпа культура учрежденийĕсенче иртĕç/ хутшăнакансен вара прививка тутарнине ĕнентерекен справкăсăр пуçне ПЦР-тест пулмалла. Цифра министрĕ Кристина Майнина ăнлантарнă тăрăх, мобильлĕ приложени сертификат суя пулнине тата пĕр сертификатпа пĕр вăхăтрах темиçе çĕре кĕнине тупса палăртать.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментировать