«Ă-150» пĕтĕм чăваш акцийĕ иртĕ

27 Окт, 2021

Çӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалласа чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Наци библиотекинче «Ӑ-150» пӗтӗм чӑваш акцийĕ пулĕ.  Вăл Раҫҫейри халӑхсен тӑван чӗлхисене упракан тата тӗпчекен фонд пулӑшнипе иртет.

Ҫав кун библиотекӑра тӗрлӗ лапам ӗҫлӗ. «Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗ 150 ҫулта» ятлӑ пысӑк кӗнеке куравӗн никӗсӗ ҫинче йӗркеленӗ интерактивлӑ лапамра чӑваш чӗлхи урокӗсем, документлӑ фильм, лекци, экскурси-викторинӑсем кӗтеҫҫӗ.

«Фолк-тӗпелте» чӑваш халӑх тумӗпе, эрешӗпе, ташши-вӑййипе, сӑмахлӑхӗпе, музыка инструменчӗсемпе паллашма май пулӗ.

«Чӑваш ыйтӑвӗ» дискуссиллӗ шоура вара чӑваш чӗлхине вӗрентессипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене хускатма палăртнă.

www.hypar.ru Nbchr.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментировать