Заявка параççĕ, кайран хирĕçлеççĕ

29 Ноя, 2021

Физкультурăпа спорт учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме 2020-2021 çулсенче пĕтĕмпе 270 миллион тенкĕ уйăрнă — ĕç малалла пырать. Самай пысăк объектсене хута яма пултарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура çак ыйтупа спорт министрĕ Василий Петров сăмах илчĕ.

Пилĕк муниципалитетра кăçал валли палăртнă ĕçсем тĕлĕшпе пăнчă лартнă ĕнтĕ. Ыттисен те туртăнмалла — министр раштавăн 10-мĕшĕ тĕлне пĕтĕм ĕçе вĕçлемелли çинчен асăрхаттарчĕ. Çакă, паллах, çынсене спортпа туслаштарас енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сăмах май, 2030 çул тĕлне спорт занятийĕсене явăçтарнă йыш 70% кая мар пулмалла, Чăваш Енре паян çак кăтарту 49% иртнĕ. Халăха спорт сооруженийĕсемпе тивĕçтернин шайĕпе пирĕн регион çĕршыври лидерсен шутĕнче: çак кăтарту 79% танлашнă — Раççейри вăтам шайран 21% пысăкрах.

Çитес çул валли те пысăк ĕçсем палăртнă. Шупашкарти «Волга» стадион реконструкцийĕ, Çĕнĕ Шупашкарти пăр каток… Тĕп хулари Çĕнĕ хулара та каток пулмалла. 2022 çулта пурнăçламалли ĕçсем тĕлĕшпе муниципалитсенчен заявкăсем йышăнасси вĕçленнĕ — пĕтĕмпе 250 миллион тенкĕлĕх 32 заявка. Тен, ытларах та пулатчĕç пуль, анчах хăшĕсене тавăрса пама тивнĕ. Василий Владимирович пусăм тусах каларĕ: муниципалитетсен администрацийĕсен пуçарулăхĕ пулмалла, сахалтан та администраци пуçлăхĕн заместителĕн яваплăха хăйĕн çине илмелле, ĕçе шкулсен директорĕсем çине йăвантарни вырăнсăр.

Заявкăсем тĕлĕшпе раштавăн 7-мĕшĕччен тивĕçлĕ пĕтĕмлетӳ тăвĕç. Министр пытармарĕ: хăш-пĕр районпа хула заявка тăратас темен – çакă строительство материалĕсем хакланса кайнипе çыхăннă. Тĕрĕссипе, ку кăçалхи ĕçсене те пырса тивнĕ. 2021 çулта та Улатăр, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче асăннă программăпа проектсем пулман. «Улатăрсем, авă, çуллен заявка параççĕ, кайран хăйсемех хирĕçлеççĕ. Тӳрĕ кăмăллă подрядчиксене тупаймаççĕ… Халь каллех хирĕçлерĕç», — уççăнах каларĕ спорт ведомствин ертӳçи.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментировать