Сенатор энергетиксен ыйтăвĕсене татса пама пулăшать

30 Ноя, 2021

Чăваш энергосбыт компанийĕн /Трансэнергопром компанисен ушкăнĕ/ ĕç тăвакан директорĕ Дмитрий Константинов Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн сенаторĕпе Николай Владимировпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

ЧЭСКра иртнĕ канашлура Дмитрий Константинов федерацин 522-мĕш саккунне, электроэнергие шута илмелли приборсене улăштарассине палăртаканскере, пурнăçламалли комплекслă инвестици программипе ĕçленин малтанхи кăтартăвĕсем çинчен каласа панă. Çак тĕллевпе Чăваш энергосбыт компанийĕ 35 миллион тенкĕ ытла тăкакланă. 2022 çулта 45 миллион тенкĕ ытла уйăрма палăртнă. 2020-2021 çулсенче çĕнĕ 6000 пин ытла счетчик лартнă та ĕнтĕ. Кивĕ приборсене интеллектлă çĕнĕ счетчиксемпе улăштарассине тапхăрăн-тапхăрăн пурнăçлаççĕ. Нумай хваттерлĕ çĕнĕ çуртсенче вĕсене технологи енĕпе çыхăнтармалли процедурăсене пурнăçланă май вырнаçтараççĕ.

2022 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен «ăслă» шутлав приборĕсене вырнаçтарасси обязательнăй йĕркепе пулĕ. Çак счетчиксем электроэнергипе усă курнине онлайн мелпе курма май параççĕ. Дмитрий Константинов палăртнă тăрăх, çак хатĕрсен кăтартăвĕсем шутлавăн интеллектлă системине автомат мелĕпе килсе тăраççĕ, тӳлевсене шутласа палăртмашкăн архивра упранса юлаççĕ. Çавна май потребителĕн малашне кăтартусене сбыт компанине пĕлтерме те тивмĕ. Хăйсен «Клиентăн уйрăм кабинечĕ» урлă вĕсем кăтартусене тишкерме, усă куракан электроэнерги пахалăхне сăнаса тăма пултараççĕ.

Дмитрий Константинов татса памалли уйрăм ыйтусене çĕкленĕ, çав шутра — реактивлă энергие шута илессипе, кăтартусене парса тăмалли каналсен пахалăхĕпе çыхăннă ыйтусем.

— Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Ивановна Матвиенко хушнипе çивĕч çак тата ытти ыйтăва тивĕçлĕ комитетсенче тишкерĕпĕр. Кăтартăвĕсене тивĕçлĕ сĕнӳсем хатĕрлеме профильлĕ министерствăсемпе ведомствăсене çитерме палăртнă, — шантарнă Николай Владимиров.

www.hypar.ru Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ӳкерчĕкĕсем

Рубрика: 

Комментировать