Çĕнĕ çул çинчен

26 Дек, 2013

Кашни çĕр-шыв Çĕнĕ çула тĕрлĕрен хатĕрленет, кĕтсе илет, уявлать. Тĕслĕхрен, Авалхи Вавилонта Çĕнĕ çула çуркунне уявланă. Тăван халăхĕ ирĕккĕн те уçăмлăн савăнса-култăр тесе Вавилон патши çумĕсемпе пĕрле вăхăтлăха хуларан тухса кайнă.

Микронези утравĕсенчен пĕринче пурăнакансем кăрлачăн 1-мĕшĕнче харпăр хăй валли çĕнĕ ят суйласа илме пултараççĕ. Ăна вĕсем усал-тĕсел илтесрен, çывăх çыннисене çеç пăшăлтатса пĕлтереççĕ.

Италире Çĕнĕ çул каçĕнче кивĕ япаласенчен хăтăлаççĕ, вĕсене чÿречерен ывăтаççĕ. Мĕн чул нумайрах япала кăларса перетĕн, килес çулта çавăн чухлĕ телейлĕ те пуян пулатăн.

Руçра Çĕнĕ çула X-XV ĕмĕрсенче - пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче, 1348 çултан - авăнăн 1-мĕшĕнче, 1699 çулта тинех, Пĕрремĕш Петĕр хушнипе, кăрлачăн 1-мĕшĕнче уявлама пуçланă.

Ачасем те, çитĕннисем те Хĕл Мучирен парне илесшĕн. Ĕлĕк Мучирен пылак çимĕç е тетте ыйтнă пулсан, халĕ - компьютер е планшет парнелеттересшĕн.

Кивĕ çулăн юлашки сехетĕнче пĕр-пĕр ĕмĕте хут çине çырмалла та курантсем вун иккĕ çапнă вăхăтра ăна чĕртсе ямалла. Хут сехет вун иккĕ çапнă хушăра çунса пĕтсессĕн çырнă ĕмĕт пурнăçланать имĕш.

«Ирония судьбы, или с легким паром!» фильма телевиденипе раштавăн 31- мĕшĕнче çуллен 38-мĕш хутчен кăтартаççĕ.

Тибетра Çĕнĕ çул умĕн кукăль пĕçерсе иртен-çÿрене салатса памалли йăла пур. Пурнăç тулăх пуласси мĕн чухлĕ кукăль валеçнинчен килет.

Ĕлĕк-авал салютпа фейерверк хĕлхемĕ усалсенчен сыхланине ĕненнĕ.

Чи çÿллĕ чăрăша Рио-Де-Жанейрора ?Бразили% лартнă - унăн çÿллĕшĕ 76 метр.

Бразилире Çĕнĕ çул апачĕсенчен пĕри - ясмăк яшки. Вăл ăнăçупа пуянлăх символĕ шутланать.

1895 çулта АПШра Шурă çурт умĕнчи чăрăш çинче пуçласа гирлянда çутнă.

Австрире Хĕл Мучипе тата Юр Пикепе пĕрле Телей Кайăкĕ те пулнăран уяв сĕтелĕ çине кайăк-кĕшĕкрен хатĕрленĕ апат лартмаççĕ.

Кăрлачăн 1-мĕшĕ Совет Союзĕнче 1947 çулхи раштавăн 23-мĕшĕнчен канмалли кун шутланма тытăннă.

Германире Санта-Клаус парнесене чÿрече янахĕ çине хурса хăварать, Швецире - кăмака умне.

Шартлама сивĕ Гренландире эскимоссем пĕр-пĕрне пăртан касса кăларнă шурă упа кĕлеткисене парнелесе савăнтараççĕ.

Францире уяв сĕтелне кăркка ашĕпе сыр илем кÿреççĕ.

Çĕнĕ çул умĕн çынна кивçен укçа пама юрамасть.

Ĕлĕк Хĕл Мучинчен парнесем кĕтмен, хăй валли кучченеç хатĕрленĕ.

Чехипе Словаки ачисене Хĕл Мучи мар, çÿллĕ калпак тăхăннă Микулаш Мучи парнесем валеçет.

Юр кĕлеткене пуçласа XIX ĕмĕрте туса лартнă.

Çĕрĕн кăнтăр çур чăмăрĕ çинче чăрăш вырăнне эвкалипт йывăççине капăрлатаççĕ.

Юр Пикене иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен варринче ача-пăча çыравçисем Лев Кассильпе Сергей Михалков шухăшласа кăларнă.

Французсен Хĕл Мучийĕ - Пер Ноэль - парнесене ашакпа валеçсе çÿрет. Ачасем вара алăк умне Ноэль валли кăшт утă хураççĕ.

Чăрăш капăрлатмалли илемлĕ кĕленче çаврашкасене пуçласа XIX ĕмĕр варринче Скандинавире хатĕрленĕ.

Мексика ачисем Çĕнĕ çул парнисене пушмаксенче тупаççĕ, Ирландипе Англире вара - нускире.

Куба утравĕ çинче Çĕнĕ çула Патшасен Кунĕ теççĕ.

1843 çулта Лондон хулинче Çĕнĕ çул открыткине пĕрремĕш хут пичетленĕ.

Çĕн çула çĕнĕ тумтирпе кĕтсе илсен аван.

 

Нина ЦАРЫГИНА пухса хатĕрленĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.