2014 – хурлăханпа крыжовник çулталăкĕ

27 Дек, 2013

Авалхи славян йăхĕсен хăйсен çулталăк календарĕ пулнă. Кашни çул пĕр-пĕр сад-пахча культурипе çыхăннă. Мĕншĕнне халĕ татса калама та йывăр. Ахăртнех, çакă вăл е ку культурăна ÿссе аталанма уйрăмах ăнăçлă килсе тухнă хĕвел ăшшипе çыхăннă. Кăçалхи çул пăрçа çулталăкĕччĕ. Çитес çул вара – хурлăханпа крыжовник çулталăкĕ.

Хурлăхан çисе ÿсрĕмĕр

Ытти çулсен ячĕсене пĕлес ки- лет-и? 2015 çул – хăмла, 2016 – çарăк, 2017 – çăка, 2018 – тĕш тырă (ыраш, хура тул, вир), 2019 – хăмла çырли, 2020 – кишĕр, 2021 – купăста, 2022 – сухан, 2023 – пан улми, 2024 – хăяр, 2025 – пăрçа, 2026 – хурлăханпа крыжовник çулталăкĕ.

Европăра хурлăхана ХV-ХVI ĕмĕрте çитĕнтерме тытăннă. Раççейре вара ХI ĕмĕртех. Малтанлăха хурлăхан тĕмĕ мăнастирсемпе улпутсен хуçалăхĕсенче кăна тĕл пулкаланă. Каярах пур çĕре те сарăлнă.

ХV-ХVI ĕмĕрсенче Мускава килсе курнă ют çĕр-шыв çыннисен сăмахĕсем тăрăх – хула сад пахчи ăшĕнче ларнă. Куç тулли хĕрлĕ, хура тата шурă хурлăхан йăтăннă. Уйрăмах юхан шыв хĕрринче нумай пулнă вĕсем.

ХIХ ĕмĕрте хурлăханран эрех тума пуçланă. Италипе Францире çине тăрсах хура хурлăхан ĕрчетнĕ пулсан, Голландипе Кăнтăр Америкăра хĕрлĕ хурлăхан çитĕнтернĕ.

Чир-чĕртен сипленме те ăнăçлă усă курнă хура хурлăханпа. Кăчки, çулçи, çырли – пурте усăллă. Хурлăхан çырли аскорбин кислотипе, тĕрлĕ витаминпа, микроэлементсемпе пуян. Кăчкипе çулçинче эфир çăвĕ, фитонцидсемпе аскорбин кислоти пур. Хура хурлăханри чухлĕ С витамин урăх нихăш улма-çырлара та çук. Хурлăхан çырлинче çавăн пекех тимĕр, фосфор, кали тăварĕсем, пан улмипе лимон кислотисем пур. Иммунитета çирĕплетме пулăшать. Хурлăхан çулçи тутлă шăршăллă пулнăранах хĕрарăмсем хăяр-помидор тăварланă чухне кĕленче тĕпне çак асамлă çулçа хураççĕ.

Хĕрли, хури, шурри...

Крыжовника те мăнастирсен сачĕсенче вун пĕрмĕш ĕмĕртех ĕрчетме тытăннă. Виççĕмĕш Иван патша хушăвĕпе Мускав юхан шывĕн хĕррипе ятарласа лартнă крыжовник сачĕсем ешернĕ. Сачĕсем ешернĕ-ха, анчах çырлине çимен. ХIХ ĕмĕрте кăна акăлчан селекционерĕсем шултра çырла паракан сортсем шухăшласа кăларнă. Каярах вĕсем Çурçĕр Европăра сарăлнă, унтан Раççее çитнĕ.

Нимĕнпе те танлаштарма май çук йÿçек-пылак тутă калакан çырла чăннипех те питĕ усăллă. Унта А, В ушкăнри витаминсем, микроэлементсем, флавоноидсем пур. Çырлари пектин веществисем вара организмран йывăр металсене кăларма пулăшаççĕ. Шыçă чирĕсенчен хÿтĕленме пулăшакан серотин та пур унта.

Хальхи вăхăтра хурлăханпа крыжовника килти пахчасенче кăна мар, промышленноç сачĕсенче те ÿстереççĕ. Хурлăхан туса илессипе тĕнче рынокĕнче Раççее çитекенни çук. Çулталăкне 400 пин тонна ытла çырла туса илеççĕ. Танлаштарма: Польшăпа Германире 100-шер пин тонна ытла, Украинăра, Великобританире, Австрире – 20-шер.

Çĕр чăмăрĕ çинче 150 тĕслĕ хурлăхан çитĕнет теççĕ. Раççейре – 30-а яхăн: хури, хĕрли, шурри, ылтăн тĕсли, вăрăлли, хытă хупăлли, вĕтĕреххи, шултри, çемçе ăшли...

Елена Николаева

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.