Республика юбилее хатĕрленет

30 Сен, 2014

Умра - çĕр-шыв историйĕнче паллă, манăçми йĕр хăварнă Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ. Республикăри йĕркелÿ комитечĕ ăна çÿллĕ шайра ирттерме тĕплĕ хатĕрленет.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынă ларура совет салтакĕн Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчи вилĕмсĕр паттăрлăхне çамрăк ăрусем яланах асра тытса пурăнччăр тесе тăвас тĕллевпе информаципе пропаганда мероприятийĕсен планне тишкерсе тухса çирĕплетнĕ, кăçал патриот тематикипе ирттернĕ ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ.

Пичет кăларăмĕсенче Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне ятарлă страницăсем тата электрон массăллă информаци хатĕрĕсенче тĕллевлĕ кăларăмсем эфира тухĕç. Культура учрежденийĕсем те сумлă уявран аякра юлмĕç. Вĕсем ку енĕпе ĕçлеме тытăннă та ĕнтĕ. Сăмахран, республикăри архив учрежденийĕсем «Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çемье фотохроники», «Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче эвакуаци шучĕпе килнисене пулăшни», «Пирĕн ентешсем - Совет Союзĕн Геройĕсем», «Вилĕмрен шикленмесĕр», «Тыл - фронта», «Вăрçăран килнĕ çырусем...» электрон кăларăмсем хатĕрленĕ.

Ларура ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов ачасемпе çамрăксене çарпа патриот воспитанийĕ парас ĕç мĕнле пынипе паллаштарнă.

Ю.ПЕТРОВ

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.