Атăл хĕрринчен - Олимп тÿпине
6 Окт, 2014 | Спорт

Республика тулашĕнчи чăваш спортсменĕсен çитĕнĕвĕсем пархатарлă

Парижра Пĕтĕм тĕнчери олимп комитетне туса хунăранпа кăçал 120 çул çитрĕ. Çав çулах Олимп юхăмне никĕсленĕ Францири общество деятелĕ Пьер де Кубертен тĕнче пилĕк континентран тăнине тĕпе хурса кăвак, хура, хĕрлĕ, сарă тата симĕс тĕслĕ çаврашкасене пĕр-пĕринпе пĕрлештерсе Олимпиада паллине ÿкернĕ.

«Хыпар» хаçатăн малтанхи кăларăмĕсенче пирĕн республикăран тухнă олимпиецсем çинчен каласа патăмăр. Паллă спортсменсен тата тренерсен ретĕнче çĕр-шывăн ытти регионĕнче е урăх патшалăхсенче çуралса ÿснĕ, паян та тĕрлĕ хулара пурăнакан, апла пулин те хăйсем чăваш халăхĕнчен тухнине нихăçан та пытарман чăн-чăн патриот чылай. Вĕсенчен пĕри - йывăр атлетика енĕпе XXI Олимп вăййисен, тĕнчен виçĕ хут, Европăн тăватă хут, Совет Союзĕн темиçе хут, Раççей Федерацийĕн чемпионĕ тата рекордсменĕ Николай Колесников.

1975 çулхи утă уйăхĕнче Вильнюсра Пĕтĕм Союзри халăхсен çуллахи VI спартакиади пыратчĕ. 60 килограмлă штангистсен турнирĕнче тĕнчери паллă атлетсене хыçа хăварса ылтăн медале Тутарстан Республикин командинчи унччен пысăк ăмăртусенче палăрсах кайман Н.Колесников çĕнсе илнĕччĕ. Николай ун чухне 160 килограмлă снаряда кăкăр çинче тĕртрĕ, икĕ енлĕ кĕрешÿре 280 очко пухса тĕнче рекордĕнчен лайăхрах кăтартусем турĕ. Çавăн хыççăн ун çинчен Мускаври чылай хаçат çырчĕ, сăнне те пичетлерĕç. «Комсомольская правда» хаçат корреспондентне вăл çапла каланăччĕ: «Эпĕ Атăл тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ чăваш, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн Андриян Николаев космонавтăн ентешĕ».

Николай Колесниковпа эпир тепĕр çулхине Монреальти XXI Олимп вăййисем хыççăнах паллашнăччĕ. Вăл Пĕкĕлме районĕнчи Наратлă ялĕнче çуралса ÿснĕ, Совет Çарне кайиччен асăннă хулари индустрипе педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Кунта вун ултă çулти яш Тутарстанри паллă атлетпа тата тренерпа Е.А.Тимерзяновпа туслашать. Ефрат Ахмадиевпа пурне те пĕлме юратакан, питĕ тăрăшуллă чăваш каччи часах пĕр чĕлхе тупнă, Николайăн кăтартăвĕсем хăвăрт ÿссе пынă. Штанга йăтма пуçласан тепĕр çулталăкранах вăл, 52 килограмм тайнăскер, Тутарстанри çамрăк штангистсен хушшинче çĕнтернĕ. Çавăнтанпа Н.Колесников вун икĕ çул тимĕр снарядсем йăтнă.

1971 çултанпа унăн тренерĕ - Ростов облаçĕнче пурăннă XVIII Олимп вăййисен чемпионĕ, тĕнчен виçĕ хут тата Европа чемпионĕ Р.В.Плюкфельдер. Совет Çарĕн салтакĕ тĕнчипе чапа тухнă Рудольф Владимировичран тĕслĕх илсе çĕр-шыв тата тĕнче рекорчĕсене çĕнетме, Олимп тÿпине хăпарма хатĕрленет. СССР спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ Н.Колесников 1974 çултан пуçласа 1981 çулччен çурма çăмăл виçеллĕ /60 кг/ атлетсен ушкăнĕнче ăмăртнă. Çак виçере чăваш пăхаттирĕ тĕнче рекорчĕсене - 8, Совет Союзĕн рекорчĕсене 17 хут çĕнетнĕ. Европа тата Раççей рекорчĕсене мĕн чухлĕ лайăхлатман пулĕ тата!

1976 çулхи авăн уйăхĕн вĕçĕнче совет спортсменĕсенчен чи вăйлисем Канадăна XXI Олимп вăййисене хутшăнма кайнă. Йывăр атлетсен ăмăртăвне 47 çĕр-шыври 173 атлет хутшăннă. Монреальте кĕрешÿ питĕ çивĕч пулнă. Олимп тÿпине хăпарнă тата тĕнче рекордне лайăхлатнă атлетсенчен пĕри - 24 çулти чăваш каччи. Çак чыса вăл кăкăр çинчен 161,5 кг тĕртсе, икĕ енлĕ кĕрешÿре 285 кг пухса тивĕçет.

Н.Колесников 1977-1979 çулсенче иртнĕ тĕнче, Европа тата СССР чемпионачĕсенче пĕрре те выляса яман, тăван тăрăха кашни хутĕнчех ылтăн медальпе таврăннă. Николай Алексеевичсăр пуçне Пелепей-Пĕкĕлме сăрт-ту хысакĕнче вырнаçнă Наратлă чăваш ялĕнчен спорт мастерĕ вунă ытла тухнă. Хусанта çуралса ÿснĕ Колесниковсен хĕрĕ Анастасия вара шкулта вĕреннĕ чухне спорт гимнастикипе туслашнă. Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче Николай Алексеевичпа Александра Васильевнăн хĕрĕ Раççей чемпионки ятне темиçе хутчен çĕнсе илнĕ, Австралири Сидней хулинче иртнĕ XXVII Олимп вăййисенче виççĕмĕш вырăн йышăнса бронза медале тивĕçнĕ.

1982 çулта СССР Шалти ĕçсен министерствин академийĕн Хусанти филиалне пĕтернĕ Н.Колесников милици капитанĕ тивĕçлĕ канăва тухиччен чĕрĕк ĕмĕр Тутарстанри çав профильлĕ министерствăра вăй хучĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та Николай Алексеевич пĕр кун та ĕçсĕр лармарĕ. Вăл вунă çула яхăн ĕнтĕ кÿршĕ республикăн аслă тренерĕ. ТР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Н.Колесникова пилĕк çул каялла Раççей Федерацийĕнчи яшсемпе хĕрсен пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ пулма çирĕплетрĕç.

* * *

Атăл тăрăхĕнчи тепĕр регионта çуралса ÿснĕ, Ульяновск облаçĕнче тăтăшах пулакан тĕнчипе паллă кĕрешÿçĕ В.Константинов - Чартаклă районĕнчи Калмаюр чăваш ялĕнчен. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Виталий Чĕмпĕр хулине ĕçлеме килнĕ, часах кунти «Динамо» спорт çуртĕнче грексемпе римлянсен кĕрешĕвĕпе кăсăкланма пуçланă.

1972 çулта В.Константинов Раççей тата СССР чемпионачĕсенче 52 килограмлă виçере кĕрешсе пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çавăн хыççăн 23 çулти чăваш каччине çĕр-шыв пĕрлештернĕ командине кĕртеççĕ.

1976 çулта Монреальте иртнĕ XXI Олимп вăййисенче В.Константиновпа пĕр виçере 17 атлет вăй виçнĕ. Малтанхи пилĕк тĕл пулура Виталий Итали, Румыни, Бельги, Кăнтăр Корея тата ФРГ спортсменĕсене çĕнтернĕ. Финалта вара Виталий Япони чемпионне Коихиро Хираямăна 3:1 шутпа парăнтарнă. Ульяновск облаçĕнчи спортсменсенчен пуçласа Олимп вăййисен чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ чăваш пăхаттирĕ В.В.Константинов нумаях пулмасть 65 çул тултарчĕ, «Ульяновск облаçĕн хисеплĕ гражданинĕ» сумлă ята тивĕçрĕ.

Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль тăрăхĕ паллă спортсменсем сахал мар çитĕнтернĕ. Пирĕн саманара уйрăмах Ирина Калентьева велосипедистка тĕлĕнтерчĕ. Раççей Федерацийĕн спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ 2008 çулта Пекинра иртнĕ XXIX Олимп вăййисенче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Тĕнче чемпионачĕсенче вара Ирина икĕ ылтăн çĕнсе илчĕ, çĕр-шыв чемпионачĕсенче тĕрлĕ ушкăнра ăмăртса çирĕме яхăн медале тивĕçрĕ.

Ульяновск облаçĕнче спорт енĕпе палăрнă ял - Чертакла поселокĕ çывăхĕнчи Калмаюр. Иртнĕ ĕмĕр варринче физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе кунта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă - «Канаш» колхоз председателĕ, Социализм Ĕçĕн Геройĕ И.Д.Константиновпа çак хуçалăхăн пахчаçи А.Д.Соколов пысăк ĕç туса ирттернĕ. Иван Дмитриевичпа Александр Дмитриевич тăрăшнипе Калмаюрта стадион, каярахпа вăтам шкул çумĕнче хăтлă спортзал хута кайнă.

Калмаюрсен чи юратнă спорт енĕ авалтанпах кĕрешесси шутланнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Константиновсемпе Соколовсен йăхĕнчен Атăл тăрăхĕнчи тата çĕр-шыври вун-вун ăста атлет тухнă. Владимир Константиновпа унăн ывăлĕ Иван çамрăк чухне спортăн темиçе енĕпе кăсăкланнă. Вĕсем кĕрешессипе кăна мар, йĕлтĕрпе чупассипе те, çăмăл атлетика енĕсемпе те хăй вăхăтĕнче спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Ульяновскри педагогика университетне пĕтернĕ И.В.Константинов вуннăмĕш çул ĕнтĕ хăйĕн юратнă хулинче «Репортер» телеканалта видеооператорта ĕçлет, спорт передачисем хатĕрлет. Иван Владимирович çак эрнере Шупашкарта иртекен «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форума хутшăнмалла.

Тĕнче тата Олимп вăййисен чемпионĕ Виталий Константинов классика кĕрешĕвĕпе /1970 çулсен вĕçĕнчен пуçласа - грексемпе римлянсен кĕрешĕвĕ/ хăйĕнчен çур çул аслăрах кÿршĕ урам яшĕ Юрий Соколов сĕннипе ялти шкулăн тăхăр класĕ хыççăн Ульяновскри 1-мĕш техника училищине вĕренме килсен лайăх паллашнă. «Динамо» ФСО çуртĕнче ĕçленĕ СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ А.И.Винник малтанхи кунсенчех пĕр ялти 16-17 çулсенчи туссем физкультурăпа спорта юратнинчен, малашне кавир çинче пысăк çитĕнÿсем тума ĕмĕтленнинчен тĕлĕннĕ.

Ĕçпе вăрçă ветеранĕн А.Д.Соколовăн ывăлĕсем Викторпа Юрий 20 çултах СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă.

Ю.А.Соколов майор 1977 çулта Ленинградри тылпа транспорт çар академине пĕтернĕ. Çавăн хыççăн Юрий Александрович Польшăра çар чаçĕн командирĕн çумĕн, унтан вунă çул ытла Раççейри тĕрлĕ регионта полк командирĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Саппасри полковник Ю.Соколов çирĕм çул ĕнтĕ Санкт-Петербургра пурăнать, 1996 çултанпа çак хулари классика кĕрешĕвĕн ветеранĕсен клубне ертсе пырать.

Ульяновск облаçĕнчи хăш-пĕр атлетсем пысăк спортпа сыв пуллашнă хыççăн тренер ĕçне ăнăçлă кÿлĕннĕ. Вĕсенчен пĕри - Барыш районĕнчи Кармалей чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ Н.Д.Карпов. 1960 çулсенче Николай Дмитриевич Ульяновскри электромеханика техникумĕнче студентсене физика вĕрентнĕ, пушă вăхăтра инçе дистанцисене чупма юратнă, марафон енĕпе СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă.

1973 çулта Николай Карпов Ульяновск облаçĕн физкультурăпа спорт комитетĕнче вĕренÿпе спорт пайне ертсе пыма пуçланă, çав вăхăтра инçе дистанцисене чупма юратакансене пысăк ăмăртусене хатĕрленĕ. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн çак ĕçсенче вăй хурса, РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ Н.Карпов 48 спортсмен хатĕрленĕ. Николай Дмитриевич патĕнче спорт ăсталăхне туптанă пултаруллă та пархатарлă чăваш каччисем - Канаш районĕнче çуралса ÿснĕ Игорь Ефимов, Ульяновск облаçĕнчи Кивĕ Улхашри Николай Керимов тата Тутарстан Республикинчи Алшихри Николай Тимряков - иртнĕ ĕмĕр вĕçнерех темиçе хутчен те çĕр-шыв чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ, Пĕтĕм тĕнчери тата Европăри ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă.

 

Петр СИДОРОВ

Петр СИДОРОВ