Саппас пур чух кÿрше утмăн

8 Окт, 2014

Ял хуçалăхĕнче пушă вăхăт пачах та çук. Çĕр ĕçченĕ вырма хыççăн çĕр улми, кăшман пуссине тухрĕ. Вăрнар районĕнчи Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра «иккĕмĕш çăкăра» икĕ çул лартмаççĕ. «Юлашки çулсенче çĕр улмирен тупăш илеймерĕмĕр эпир, – тет Марина Шумилова тĕп бухгалтер. – Ăна тивĕçлĕ хакпа сутма май килмерĕ. Çавăнпа та выльăх витĕр кăлартăмăр ун чухне». Çанталăк ура хуни те чылай хуçалăха çак культурăран хăтăлма хистерĕ. Хăшĕ-пĕри унăн лаптăкне самаях чакарчĕ. Юрать-ха, кăçал ăна йĕркеллех тирпейлесе кĕртрĕç. Иртнĕ çул пирки вара асăнма та кирлĕ мар.

Çак хуçалăх виççĕмĕш çул элита вăрлăх хатĕрлессипе ĕçлет. «Халĕ вăрлăх сутса тупăш тăватпăр, – калаçăвне малалла тăсрĕ Марина Васильевна. – Тыр-пула пуçтарма та çăмăлрах. Мĕншĕн тесен ку тĕлĕшпе техника çителĕклĕ пирĕн».

874 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртнĕ. Тухăçпа та савăнма пултараççĕ Çавалкассисем. Кĕрхи тулăпа ыраша гектартан 45,5 центнер çапса тĕшĕленĕ. Вырмара «AGROS-530», «AGROS-580» тата «Вектор-410» комбайнсемпе Виталий Степанов, Владимир Михайлов тата Василий Николаев вăй хунă. Вĕсен пулăшаканĕсем те мухтава тивĕç: Валерий Шумилов, Данил Юсупов тата Эдуард Люллин. Комбайнерсен ĕç стажĕсем вун-вун çултан та иртнĕ. Çавăнпа вĕсем хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ. Хуçалăх ертÿçи Валерий Шумилов тăрăшуллă комбайнерсене хавхалантарма яланах май тупать. Ĕç укçи çумне тепĕр 50 процент хушса тÿлет, унсăр пуçне тырă парать. «Ĕççи вăхăтĕнче çын çителĕклĕ-и?» – кăсăклантăм эпĕ. «Бригадăра 9 çын ĕçлет. Вĕсем ĕлкĕрсе пыраççĕ», – пулчĕ хурав.

Тĕш тырăсăр пуçне нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтереççĕ кунта. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма чылай апат кирлĕ-çке. «Хĕл хырăмĕ пысăк» тени тĕрĕсех. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ – 966 пуç. Вĕсенчен 300-е яхăнăшĕ – сăвакан ĕне. «Ытларах сĕтпе тупăш илетпĕр. Кашни кун алла «чĕрĕ» укçа кĕрет-çке», – кăмăллăн сăмахлать тĕп бухгалтер. Хăй çавăнтах компьютерти кăтартупа паллаштарма васкарĕ. «Пĕтĕмĕшле сутса тунă укçан 56 процентне сĕтрен илетпĕр», – терĕ вăл. Çавалкассисем ăна талăкра 3 тонна ытла патшалăха ăсатаççĕ. Çулла вара – 4 тонна. Хакĕсем тĕрлĕрен: Канашсем – пĕр литра 17 тенкĕпе, Етĕрнесем – 16 тенкĕ те 50 пуспа, Вăрнарсем – 17 тенкĕпе йышăнаççĕ.

Аш-какай хакĕ кăштах хăпарни те савăнтарать. Ара, 600 пуç самăртмалли выльăх шутланать кунта.

Ял хуçалăх председателĕн çумĕпе Галина Абрамовăпа куккурус уйĕнче пулса куртăмăр. Çак культурăна кăçал 80 гектар çинче çитĕнтернĕ. Кунта пĕтĕм техника ĕçлет. Сергей Кириллов комбайнер çулать, Степан Петровпа Вячеслав Осипов шоферсем турттараççĕ. Çавалкассинче силос шăтăкĕ иккĕ, тепĕр иккĕшне сенаж хывнă. Сăкăт бригадинче вара – виççĕ. Утă-улăм та çителĕклĕ хатĕрленĕ. «Ял халăхне улăм паратăр-и?» – ыйтрăм кăсăкланса. «Ĕçченсене эпир утă паратпăр. Хальхи выльăх улăм çимест. Ăна килте ай сарăмĕ валли çеç усă куратпăр», – терĕ Галина Ивановна.

Ферма çывăхĕнче хуралса кайнă утă рулонĕсене асăрхарăм. Икĕ-виçĕ çул каялла хатĕрленисем иккен вĕсем. «Саппаспа пурăнаççĕ», – шухăшларăм хам ăшра. 2010 çулхи шăрăх çанталăк пире пурăнма хăнăхтарчĕ. Çапла, саппас пур чух кÿрше каймăн.

Ял хуçалăх ура çинче çирĕп тăни вырăнти халăха та пулăшу кÿрет. Выльăх-чĕрлĕх валли – утă-улăм, чăх-чĕп валли тĕш тырă пулатех. Ĕç вырăнĕ те пур. Унсăр пуçне кунашкал ялта кил-çурт та çирĕп, таврари уй-хир те таса.

Валентина ПЕТРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.