Хыпар 52 (28369) № 18.07.2025

18 Июл, 2025

Эмилия НАЗАРОВА: «Талант + лайăх актер шкулĕ + ĕçченлĕх + ăнăçу = çитĕнÿ»

Паян вăл мăнаçлă дворянка, ыран йăлтăркка япаласене юратакан чакак пек капăр бизнесменша, виççĕмĕш кунне ял тăрăх сас-хура сарса çӳрекен пакăлти хĕр… Пĕр çынра темиçе тĕрлĕ хĕрарăм епле «пурăнма пултарать-ха»? «Сцена çине тухсан такам та пулăн», — терĕ ытарлăн К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артистки Эмилия Назарова.

— Эмилия Анатольевна, эсир тĕлĕнтермĕш çак професси пирки, ахăртнех, ачаран ĕмĕтленнĕ пулĕ?

— Пĕчĕк чухне манăн питĕ учитель пулас килетчĕ. Мĕншĕн тесен анне Канаш тăрăхĕнчи Ухман ялĕнчи шкулта вĕрентекенре ĕçленĕ, директор та пулнă. Аппапа пичче те унăн çулĕпе кайнă. Пĕррехинче пирĕн пата аннен вĕренекенĕ пулнăскер хăнана килнĕччĕ. Сап-сарă çӳçлĕ, питĕ хитре хĕр. Вăл стюардессăра ĕçленине пĕлсен манăн та самолетпа вĕçес килсе кайрĕ. «Поле чудес» телекăларăмра шкатулка илсе тухакан, сас паллисене çавăрса хуракан хĕрсем пур вĕт-ха? Манăн çавсен вырăнĕнче те пулас килетчĕ. Халь шухăшлатăп та — çаксем пурте çын умне тухмалли профессисем. Апла тăк эпĕ театра тĕрĕсех килнĕ.

— Сцена патне хывнă çул такăр пулчĕ-и е тумхахлă-и?

— Ухман шкулĕнче 9 класс пĕтернĕ хыççăн Канашри педагогика колледжĕнче вĕрентĕм. Ун чухне диплом илсе тăван киле килнĕччĕ ĕнтĕ. Анне патне шкула кайрăм. Алăк çинче пĕлтерӳ çакăнса тăнине куртăм. Унта Чăваш патшалăх культура тата ӳнер институтне вĕренме илесси пирки çырнăччĕ. Çав хута хăйпăтса илтĕм те киле илсе кайрăм. Сăмах май, вăл халĕ те упранать. Нумай шухăшласа çӳрерĕм. Юлашкинчен çапах та института çул тытрăм. Конкурса 50 яхăн çын пынăччĕ. Пире тем те тутарчĕç: музыка, ташă енĕпе тĕрĕслерĕç, юптару, сăвă калаттарчĕç, проза вулаттарчĕç, этюд кăтарттарчĕç, купальникпа уттарчĕç… Комиссире Валерий Яковлев, Галина Холопцева, Лариса Родик, Николай Григорьев пулнине астăватăп. Çапла профессионалсен çирĕп тĕрĕслевĕ витĕр тухса пире — Оксана Драгуновăна, Женя Урдюкова, мана — вĕренме илчĕç. Пирĕн ушкăн питĕ туслăччĕ. СССР халăх артисчĕ, «Ылтăн маска» преми лауреачĕ Валерий Яковлев пире пĕр çемьери пек пурăнма вĕрентрĕ. Театра килсен те ку пахалăх çухалмарĕ. Эпир пĕр-пĕринсĕр тунсăхлатпăр, пĕрне-пĕри хӳтĕлетпĕр, пĕр-пĕриншĕн кар тăратпăр.

— Чăваш театрĕн сцени çине тухнă пĕрремĕш сăнара астăватăр-и?

— Пирĕн диплом ĕçĕ «Пĕртен-пĕрскерĕм» спектакль пулчĕ. Валерий Яковлевпа Людмила Сачкова ăна сцена çине кăларассишĕн нумай ĕçленĕ, ятарласа пирĕн валли рольсем хатĕрленĕ. Халĕ ку спектакль репертуарта çук, анчах эпир ăна питĕ юрататпăр. Тĕп рольте Оксана Драгунова вылярĕ. Эпĕ Суйкка сăнарне калăпларăм. Характерлă роль. Усламçă. Хам пурнăçра ун пек мар пулин те… Вăл ман чуна питĕ çывăх. Яланлăха асра юлнă. Куракансем те ăна юрататчĕç. Хăшĕ-пĕри унра хăйне палласа илетчĕ. Пĕррехинче пĕр куракан: «Мĕн тума эсĕ çавăн чухлĕ ылтăн çакса тултарнă?» — терĕ. Эпĕ вара Канаш пасарĕнчи усламçăсем мĕнле тăхăнса çӳренине курнă. Пире Валерий Николаевич сăнарсене пурнăçран илсе калăплама сĕнетчĕ. «Сăнăр, пăхăр», — тетчĕ ялан. Вăл каланисене паян та асра тытатăп, усă куратăп.

— Çавăнпах-тăр эсир калăпланă сăнарсем куракансене кăна мар, критиксене те килĕшеççĕ. «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсра «Чи лайăх хĕрарăм ролĕ» номинацире виçĕ хутчен лауреат пулса тăни те çакнах çирĕплетет. Юхакан шыва иккĕ кĕме çук теççĕ. Эсир вара виççĕ кĕтĕр…

— Пĕрремĕш хут Валерий Яковлев режиссер Владислав Николаевăн «Пихампар чунĕ манра» пьеси тăрăх лартнă Сипет ролĕпе çĕнтертĕм. Питĕ харсăр, трибуна çинчен кăшкăракан Кашкăр ами вăл. Унта чуна пырса тивекен сцена нумай. Тавах Валерий Николаевича ку роле мана шанса панăшăн. Премие тивĕçнĕ иккĕмĕш сăнар — Анисса /«Анисса» спектакль, авторĕ — Александр Кăлкан, режиссерĕ — Наталия Сергеева/. Ку тата урăхла роль: çирĕп характерлă, çутă сăнар. «Эмилия, сана ку сăнара калăплама питĕ йывăр пулчĕ пулĕ?» — тенĕччĕ Дина Давлетшина критик. Чăнах та, çăмăл пулманччĕ. Пĕрре мар макăрнă та. Тĕрĕссипе, пĕр роле те куççуль кăлармасăр выляймастăп. Иван Тургеневăн «Пĕр уйăх çеç пĕрле» пьесинчи Наталья Петрова сăнарĕпе виççĕмĕш хут «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурс лауреачĕ пулса тăтăм. Ку роль маншăн çĕнĕлĕх пулчĕ. Вăл манăн чунри çепĕçлĕхе, черченлĕхе уçса пачĕ. Унччен, тен, эпĕ хамра çак пахалăхсем вăйлă пулнине пĕлмен те. Паллах, кунта режиссер тивĕçĕ питĕ пысăк тесе шухăшлатăп. Дмитрий Миронов эпĕ вылянине нихăçан та курман. Апла пулин те вăл манран чăн-чăн дворянка туса хума пултарчĕ. Йывăр роль, анчах çав тери кăсăклă.

— Калаçура эсир Валерий Яковлева час-часах аса илетĕр. Сирĕн пурнăçра вăл питĕ пысăк вырăн йышăнать пулас?

— Валерий Николаевичран театр искусствин ăсталăхне вĕренме шăпа пӳрнишĕн эпĕ питĕ савăнатăп. Мухтанатăп. Мăнаçланатăп. Вăл — РСФСР халăх артисткин, искусствоведени докторĕн Мария Кнебелĕн вĕренекенĕ. Мария Осиповнăна вара Константин Станиславский вĕрентнĕ. Çавăнпа та пирĕн институтра питĕ вăйлă актер шкулĕ пулнă тесе çирĕплетсех калама пултаратăп. Ăçта вĕренни пĕлтерĕшлĕ пулĕ-ха... Анчах та кам вĕрентни тата та пысăкрах пĕлтерĕшлĕ. Пахарах.

— Эмилия Анатольевна, сирĕн кулăшла сăнарсем те, тарăн шухăшлисем те пĕрешкел аван пулса тухаççĕ. Тата мĕнлерех рольте выляс килет?

— Питĕ кĕнеке вулама юрататăп. Кĕнеке лавккинче эпĕ — яланхи хăна. Уйрăмах мана Нелли Петровская çырнисем килĕшеççĕ. Унăн хайлавĕнчи сăнарсем ман чуна çывăх. Педколледжра вĕреннĕ чухне «Шурă лили» повеçĕ тăрăх тĕпчев ĕçĕ те çырнăччĕ. Хальтерех «Тухатмăш» романне вуларăм. Вара мĕн тетĕр? Тухатмăш рольне выляс килсе кайрĕ! — Сăнатăп та, Чăваш театрĕн артисчĕсем сцена çинче чуна парса выляççĕ. Çакă пĕтĕм вăя туртса илет. Тепĕр спектакльте сăнар пурнăçĕпе пурăнма мĕнрен хăват илетĕр? — Пĕчченлĕхе юрататăп. Вăл мана çĕнĕрен чĕрĕлсе тăма пулăшать. Пĕччен юлсан вара шухăшсемпе таçта та çитетĕп. Вулатăп, гитара калатăп, ӳкеретĕп… Сăмах май, пĕчĕкрен ӳкерме юратнă. Уйрăмах тумсем ӳкерме килĕшетчĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне килти ĕçсене тума пуçличчен пилĕк-ултă тĕрлĕ тум ӳкерсе хураттăмччĕ. Пĕррехинче анне манăн ӳкерчĕксене альбом туса Мускава «Профессисен тĕнчи» конкурса ярса панăччĕ. Çĕнтертĕм вĕт. «Модные девчонки» кĕнеке ярса панăччĕ. Çавна вуласа стильсем пирки нумай пĕлнĕччĕ. Халĕ кăранташпа ӳкеретĕп. Çуллă сăрăпа ӳкерме вĕренес килет. Пенсие тухнă хыççăнхи пирки те шухăшласа хунă: яла кайса пурăнатăп, кĕл чечексем ӳстеретĕп, мемуарсем çыратăп тата ӳкеретĕп. Никам та мана ан кансĕрлетĕр. Шăплăхра çут çанталăкпа килĕшӳллĕн пурăнас килет. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


1937 çул: телейлĕ сăнсем

1920 çулта Чăваш автономи облаçне тунă хыççăнах ялсене выçлăх çитнĕ, «продразверсткăна» малалла тăсса апатлăх тырра, вăрлăха тăпăлтарса кайнăшăн тарăхса хресченсем 1921 çулхи хĕлле, кăрлач уйăхĕнче, пăлхав çĕкленĕ. Ăна совет влаçĕ пĕр шелсĕр путарнă, нумай çынна персе пăрахнă, тĕрмене лартнă.

1920-1940 çулсенче ял хуçалăхĕ Чăваш Енре тĕп отрасль шутланнă. 1940 çулччен колхозсене хресчен хуçалăхĕсен 85,5%, сухалакан çĕрсен 97,5% кĕртнĕ. 1936 çулта Канашра — вакунсем, Куславккара — çурт-йĕр, Çĕмĕрлере сĕтел-пукан тăвакан заводсем хута янă. 1925 çулта республикăра промышленноçăн 48 предприятийĕ шутланнă. Вĕсене аталантарма 1925-1926 çулсенче — 231,5 пин, 1927-1928 çулсенче вара 623,6 пин тенкĕ явăçтарнă. 1937 çул тĕлне халăх хуçалăхĕ туса кăларнă мĕн пур продукци калăпăшĕнче промпредприятисен тӳпи 43% шутланнă. 1938 çулта В.И.Чапаев ячĕллĕ завода тума тытăннă. Çул тăвассипе 1933 çулта Чăваш Ен çĕршыври социализм ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ, 1939 çулта «Канаш-Шупашкар» чукун çула хута янă. 1940 çул тĕлне республикăра пурăнакансен 90% хутла пĕлнĕ. Пысăк промышленноç предприятийĕсен пĕтĕмĕшле продукци çаврăнăшĕ 1940 çулта 1913 çулхинчен 9,5 хут хушăннă. Ял хуçалăхĕн тĕп ĕçĕсене, культура строительствине пурнăçлас, наци кадрĕсене вĕрентсе хатĕрлес, çул хывас тата патшалăх умĕнчи тĕллевсене пурнăçлас енĕпе пысăк хака тивĕçлĕ ĕçсем çуллен тунăшăн 1935 çулта СССР Тĕп ĕçтăвкомĕ Чăваш АССРне Ленин орденĕпе наградăлама йышăннă. 1941-1945 çулсенче Чăваш Ен çĕршывăн хĕвел анăç енчи облаçсемпе тĕп районĕсенчен 20 ытла предприятие йышăнса производство йĕркелесе янă. 1950-1960 çулсенче вăл индустрипе аграри республики пулса тăнă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.