Кĕр мăнтăрĕ канăçлăх кÿрет

31 Окт, 2014

Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен уявне савăк кăмăлпа ирттерме сăлтав пур. Тухăç иртнĕ çулхинчен пысăкрах. Хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 574,5 пин тонна, çĕр улмине - 144 пин тонна, пахча çимĕçе 18,9 пин тонна пуçтарса кĕртнĕ. Вăтам тухăç гектартан - 22 центнер. Ку тĕлĕшпе ытларах Вăрнар /гектартан 27,3 центнер/, Шупашкар /26,0 центнер/, Етĕрне /26,2 центнер/ районĕсем палăраççĕ.

Кĕрхи культурăсене 89,5 пин гектар акса хăварнă /2013 çулта 71,5 пин гектар/. Кĕрхи культурăсене акас тĕлĕшпе Патăрьел, Канаш, Комсомольски, Çĕрпÿ, Елчĕк районĕсем палăрнă. Республикăра 184,2 пин гектар çинче çĕртме тунă /2013 çулта 129,9 пин гектар/.

Хуçалăхсем выльăха ăнăçлă хĕл каçарма хатĕр: 90,7 пин тонна утă, 169,4 пин тонна силос, 212,5 пин тонна сенаж янтăланă.

Çулсеренех Чăваш Енри пысăк хуласенче «Кĕр парни» уйăхлăх йĕркелеççĕ. Кăçал та çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 26-мĕшĕччен Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче иртнĕ вăл. «Кĕр парни - 2014» яр-мăрккăна Шупашкарта ирттерме 3 тĕп суту-илÿ вырăнĕ тата 14 хушма суту-илÿ лаптăкĕ уйăрнă, Çĕнĕ Шупашкарта - 6, Улатăрта - 6, Канашра - 1, Çĕмĕрлере - 4.

Ярмăрккă вăхăтĕнче 2103 тонна çĕр улмипе пахча çимĕç сутнă. Çакă 27,6 млн тенкĕпе танлашать. Уйăхлăха Чăвашпотребсоюз тытăмĕнчи организацисем, фермер хуçалăхĕсем, килти хушма хуçалăхсем те хастар хутшăннă. Туяннă тавара пенсионерсемпе ветерансене тата инвалидсене килĕсене тÿлевсĕрех çитерсе панă.

Ярмăрккăра пахча çимĕçсĕр пуçне консервланă çимĕç, пыл, ешĕл çимĕç, тĕш тырă, курăк сутнă.

Кĕр мăнтăрĕ ĕлĕкех чăваш чунне канăçлăх, мăнаçлăх кÿнĕ. Тар тăкса ĕçлени харама кайманнине кура çĕр çынни çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçерсе çинĕ, кăпăклă сăра ĕçнĕ. Уява тус-тăванне пухнă. Çулсем иртнĕçемĕн те йăла-йĕркене манманни паха. Паян та çĕр ĕçченне хисеплеме, чыслама пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен вăл пурне те тăрантарать. Тарпа тăварланнă çăкăра ăсчах та, инженер та, космонавт та, артист та тутанать.

Валентина ПЕТРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.