Вĕсене çулăм та кĕллентереймен

8 Ноя, 2014

Аллăмри сарăхнă çырусен йĕрĕпе шухăшлавра ăçта кăна çитсе килмерĕм-ши? Етĕрне районĕнчи Пушкăрт каччин Михаил Васильевăн чун ыратăвне чĕре витĕр кăлартăм. Унăн кун-çулĕпе кăсăклантăм.

Çуралнă тăрăхшăн тунсăхлакан, çывăх çыннисемпе ял-йыша хисеплесе юратакан çамрăкăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен янă çыру сыпăкĕсене чăвашла куçарса пичетлетпĕр. Вĕсем пушарта та çунман. Çулăм чĕлхи кăна хут çине йĕр хăварнă. Пурпĕрех çакă кашни йĕркене ăша хывма чăрмантармасть. Уявпа саламласа çырнă открыткăсем те чиперех сыхланса юлнă.

Вăрçă пуçланичченхи çырусенчен Михаил Васильевич Мускавра ĕçлени, командировкăна тĕрлĕ хулана çÿрени паллă. Шăллĕсем çинчен ытларах пĕлесшĕн вăл. "Никодим шкул пĕтерчĕ-и? Иван авланма шухăшлать-и?" - çине-çинех ыйтса çырать çывăх тăванĕ. Çырусене йăмăкĕн Клавдия, шăллĕсен Иванпа Никодим ячĕпе янă. Кашнинчех хăйĕн сăмахне ашшĕ-амăшне, ытти тăванне сывлăх суннинчен пуçланă Михаил Васильев.

"Манăн Пензăра юлас килмест. Анчах çырăнмасăр пĕрле пурăнакан арăм кунтан ниçта та каясшăн мар. Унăн тăванĕсем мана çакăнтах тĕпленме ыйтаççĕ. Арăмăн ашшĕ кашни кун тенĕ пекех ÿсĕр килет. Ку мана килĕшмест.

Иван, эсĕ те авлан. Хĕре кăмăлне пăхса качча ил, унсăрăн кайран ÿкĕнĕн.

Çула май киле кĕрсе тухма тăрăшăп. 300-600 тенкĕпе костюм илсе тăхăнасшăн.

26.09.1940".

Каярах шăрçаланă çырури йĕркесем вăрçă хаярлăхне сăнлаççĕ, пурнăçа юратнине кăтартаççĕ.

"Япаласен пĕр пайне Саранскра Мария Ефимова патĕнче хăвартăм, ыттине Киев урлă Мускава янăччĕ, анчах ман алла нимĕн те лекмен - вакунсене бомбăсем сирпĕтсе янă ахăр.

Тепĕр 10-15 кунран фронта фашистсемпе çапăçма илсе кайĕç. Кун пирки каярах çырса ярăп.

Арăм ашшĕ-амăшĕпе юлчĕ. Ăçта та пулсан куçса кайрĕç-ши - пĕлместĕп.

31.01.1942. Кулебаки".

"Ку çырупа удостоверени ярса паратăп. Вăл çар çыннисен çемйисене тивĕçекен çăмăллăхсемпе усă курма кирлĕ пулĕ. Документсене арчара упрăр.

09.02.1942. Кулебаки. Чулхула облаçĕ."

"Пире Кулебакирен куçарса кайрĕç. Почтăна кайма май килсен укçа ярса парăп. Кунта, вăрçă хирĕнче, нухрат кирлех мар.

21.02 42. М-Ярославец".

"Эпĕ темиçе çыру ятăм, анчах пĕлтĕртенпе сирĕнтен хыпар çук. Иванпа Никомидăн адресĕсене пĕлтерме тăрăшăр. Тен, эпир юнашарах çÿретпĕр? Вăрçăра унашкал тĕслĕх нумай.

Иртнĕ эрнере почтăпа кучченеç - 5 килограмм сухари тата табак - ярса пама ыйтнăччĕ. Çĕнĕ адрес пĕлтеретĕп. Эпĕ полк штабĕн писарьне вырнаçрăм.

11.04.1942."

"Шăллăм шкул пĕтерсе пурнăçăн аслă çулĕ çине тухнишĕн çав тери савăнтăм. Малтан ялти шкулта ĕçлесе пăхăн, унтан пĕлĕве тарăнлатăн. Санăн институтра вĕренмелле.

Эсĕ Ивана вăрçа илсе кайни пирки çырнăччĕ. Камсемпе пĕрле тухса кайнă вăл?

Никодим, килте мĕнле пурăнатăр? Мĕн кирлĕ сире? Апат-çимĕç хакне те çыр. Практика мĕнле иртет? Йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхрăн-и?

Никодим, эсĕ вырăсла лайăхах пĕлместĕн. Санăн илемлĕ литература вулас пулать.

25.04.1942".

"Эпĕ Михаил Петрович Алексеевпа ăнсăртран тĕл пултăм. Вăл ялти лару-тăру çинчен кăштах каласа кăтартрĕ.

Никодим шкула вырнаçнишĕн кăмăллă. Иван ăçта-ши? Йывăр мар пулсассăн районти çар комиссариачĕпе çыхăнăр. Кайран мана пĕлтерĕр.

30.04.1942".

"Командирсен курсĕнче вĕренетĕп. Фронтран аякра. Иртнĕ çырура 100-200 тенкĕ яма ыйтнăччĕ. Кайран тавăрса парăттăм.

Тырă, улма-çырла, мăйăр ăнса пулнăччĕ-и? Çăкăр, çĕр улми çитсе пырать-и? Хамăр тата юнашар ялти çамрăксем хăш фронта лекнĕ? Йăлтах пĕлес килет. Иван хыпар ячĕ-и?

Никодим, сана питĕ курас килет. Эпĕ Мускавран 18 çухрăмра вĕренетĕп. Май пулсан - кил. Çула тухасси пирки маларах пĕлтер.

10.05.1942".

"Курсант саламне йышăнса илсемĕр. Эпĕ укçа ярса пама ыйтнăччĕ - ан чăрманăр. Пире кĕçех урăх вырăна куçарĕç. Ахăртнех, фронта илсе кайĕç.

16.07.42".

"Эпĕ виçĕ çĕртен - çурăмран, пĕçĕрен, ураран - аманнă. Халĕ çар госпиталĕнче сипленетĕп. 1-1,5 метрта мина çурăлчĕ - мĕнле чĕрĕ юлма пултартăм-ши - хам та тĕлĕнетĕп. 4 салтак вилмеллех суранланчĕ. Япаласем окопрах юлчĕç, хама санитарсем йăтса тухрĕç. Вĕсенех документсене киле ярса пама ыйтрăм.

26.08.1942".

"Никодим, манăн сĕнÿ-канаш йăлăхтарса çитерчĕ-и? Мĕншĕн çырмастăн? Манăн юлташсем темиçешер çыру илеççĕ - эпĕ вара кăлăхах хыпар кĕтетĕп.

Никодим шăллăм, енчен те хурав илейместĕп тĕк - санпа çыхăну татма тивĕ.

Сывалса пыратăп. Тепĕр 2 эрнерен госпитальтен кăларĕç те хамăрăн чаçе таврăнăп.

29.09.42".

"Госпиталь хыççăн çапăçу хирне таврăнтăм. Эсир юлашкинчен куçарнă укçана илеймерĕм. Каялла яма çырса хăвартăм. Почта урлă пысăк укçа куçарма епле хăрамастăр? Малтан - 850, унтан 200 тенкĕ ярса патăр. Кĕçех йăлтах каялла тавăрăп. Укçа пирки Никодим çырса пĕлтерчĕ.

Иванран çыру илтĕм. Вăл киле мĕнле сăлтавпа янине каламан. Чирленĕ-и е суранланнă-и вăл? Пĕлтерĕр.

Йĕркеллех пурăнатăп. Суран ÿт илчĕ. Кăштах уксахлатăп. Хăш чухне пĕçĕри тимĕр ванчăкĕ канăç памасть.

Никодим, махоркăпа сухари ярса пама тăрăш- мана урăх нимĕн те кирлĕ мар.

Хальлĕхе чĕрĕ-сывă!

04.11.1942".

Кашни çырăва тĕрĕслесе штамп çапнă.

Çакăн хыççăн килтисемпе çыхăну татăлнă. Яланлăхах... Михаил Васильевич хăйĕн шухăшне кĕске те уçăмлă çырса кăтартнă. Пĕр сăмахпа та темиçе хут усă курман. Чăвашла та, вырăсла та лайăх пĕлнĕ.

1905 çулхи авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ Михаил Васильевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Ахăртнех, çĕнĕ 1943 çула кĕтсе илеймен вăл. Иван Васильевич та вăрçă хирĕнче пуç хунă.

Учителе вĕреннĕ Никодим Васильевич Ахманей, Мăн Сĕнтĕр, Пушкăрт шкулĕнче ĕçленĕ. Ачасене вĕрентме 25 çухрăм таран çуран çÿренĕ. Шăпах унăн ывăлĕ Владислав Никодимович мана çак çырусене кăтартрĕ. Вăл - Афганистан ветеранĕ.

Клавдия Васильевна качча тухман. Колхозра ĕçленĕ, шкула тирпейлÿçе вырнаçнă. Çут тĕнчерен уйрăличченех шăллĕпе Никодимпа пĕр çуртра пурăннă çаврăнăçуллă хĕрарăм.

Вăрçă хыççăн Васильевсем Михаилăн арăмне, ачисене шыраттарнă, анчах вĕсене тупайман.

Пушкăртсем хăйсен паттăрĕсене асран кăлармаççĕ. Васильевсен йăх тымарĕ çирĕп. Хальхи ăру çĕнтерĕве çывхартнă тăванĕсемпе тивĕçлипех мăнаçланать.

 

Марина ТУМАЛАНОВА хатĕрленĕ.

Автор тата архив

сăнÿкерчĕкĕсем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.