Шÿтлеме ăста шур сухал

8 Ноя, 2014

Шупашкарти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухсан Патăрьел районĕнчи тĕрлĕ шкулта математикăпа физика вĕрентнĕ Владимир Марков.

- Вĕри чĕреллĕ пулнăран-тăр пенсие тухсан та килте лараймарăм, - тет вăл кулса.

Общество пурнăçĕ уншăн малтан та ют пулман-ха, халĕ вара пушă вăхăтне ял тăрăхне тирпей-илем кÿрессипе, халăха савăнма уявсем йĕркелессипе ирттерет. Масар çинче йĕрке туса тăрать. Ара, Владимир Петрович Кĕçĕн Патăрьел старости-çке. Ял пухăвĕнче ăна суйланăранпа икĕ çул çитнĕ. Вăл вара ку тивĕçе ĕмĕрĕпех пурнăçланă.

Мăшăрĕпе 3 ача çуратса ÿстернĕ вĕсем. Шел, Тамара Владимировна чире пула тăванĕсенчен 2008 çулта уйрăлса кайнă. Паян шур сухал ывăлĕн çемйипе пурăнать. Чăваш йăлине тĕпе хурса кĕçĕнни тĕп килте тымар янă. Ултă мăнукĕпе чунран савăнать староста.

Утмăл пиллĕкмĕш çулта пыраканскер ватăсене тимлĕхсĕр пĕрре те хăвармасть. Май пур таран пулăшать. Кишĕр-кăшман кăлармалла-и, çĕр улми пуçтармалла-и - аслă ÿсĕмрисене ырă тума яланах хатĕр вăл. Хĕрарăмсем те канаш-пулăшу ыйтма пĕрмаях пыраççĕ-мĕн.

- Акă паян ирхине те пĕр кинемей килчĕ. Купăста тÿме шухăш тытнă та тепке шырать. Тутăхнăскерне йышăнасшăн мар, тасатса-хăйраса памалла тет. Вăхăт çук тесен те лăпланмасть, палăртнине пурнăçласшăн-çке, - шÿтле-шÿтле сăмахлать Владимир Петрович. - Итленине кура пĕрре те ахаль тăратмаççĕ.

Шÿтлесе-кулса пурăнсан ĕмĕр чăнласах та вăрăмланасса шанать-тăр - пĕрмай шÿтлет, калаçать. Пĕр сăмахпа, ырăлăх тапса тăрать унра.

Ял сăн-сăпатне тимлекенскер ачасене шашка-шахмат вăрттăнлăхĕсемпе те паллаштарать. Патăрьелĕнче ку вăйăсемпе кăсăкланакансем валли кружок ертсе пырать. Шур сухал патĕнче ăсталăхне 15 ача туптать.

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.