Кая юлман

14 Ноя, 2014

Патшалăхăн пенсин хушма укçа (софинансирование) программине кĕмелли вăхăта тăснă.

Çĕнĕ нормăпа килĕшÿллĕн 2013 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен патшалăхăн хушма укçа программине кĕрсе юлайман граждансем программăна халĕ кĕме пултараççĕ. Программăна хутшăнмалли тапхăра 2014 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăснă. Пирвайхи взноса вара 2015 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен хывмалла: 2 пин тенкĕрен пуçласа 12 пин тенкĕ таран.

Çакна та шута илмелле: программăна кĕнĕ вăхăтра пенсие тухса ĕлкĕрейменнисен взносне кăна патшалăх икĕ хут ÿстерĕ. Пенсионерсем кăмăл пулсан программăна хутшăнма пултараççĕ, анчах вĕсен укçине ÿстермеççĕ. Çĕнĕлĕхсем программăн çĕнĕ участникĕсене кăна пырса тивеççĕ. 2013 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен программăна кĕрсе юлнă пенсионерсем малашне те взнос тÿлеме пултараççĕ, патшалăх вĕсен укçине унчченхи пекех икĕ хут ÿстерĕ.

Чăваш Республикинче хушма укçа программа ĕçе кĕнĕренпе пилĕк çул çитрĕ. Çак тапхăрта унта 203,7 пин çын хутшăннă, пĕтĕмпе 650 млн тенкĕ хывнă.

Патшалăхăн хушма укçа программи çинчен тĕплĕнрех талăкĕпех ĕçлекен телефонпа ыйтса пĕлме пулать: 8 800 510 55 55, çавăн пекех Раççей пенси фончĕн сайтне кĕрсе те хăвăра кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав илме пултаратăр: www.pfrf.ru.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.