Хĕлĕпех çăмарта туччăр

14 Ноя, 2014

Çулталăкĕпех сĕтел çинче тин тунă çăмарта пултăр тесен чăх витинче хĕлле те хăтлă та çутă пулмалла. Чăхсене паха апат çитермелле. Хăшĕ-пĕри витере ăшă тытма дизель кăмакапа, буржуйкăпа, радиаторпа е инфрахĕрлĕ лампочкăпа усă курать. Чăх каштине урайĕнчен 50 см çÿллĕшне вырнаçтармалла. Урайĕнчи айсарăмĕ те хулăн кирлĕ: 25-30 сантиметр тейĕпĕр. Çилсĕр кун температура 15 градусран иртмен чухне чăхсене уçăлма кăлармалла. Чăхсене хĕлле уçăлма кăларни организма D витаминпа пуянлатать, çăмарта хуппин пахалăхĕ шăпах çак витамин пурринчен килет. Шартлама сивĕре автанпа чăх киккирикне хур çăвĕпе е вазелинпа сĕрме сĕнеççĕ.

Кун çутине искусствăлла майпа тăсса 14-16 сехете çитермелле. Çакна тума 60 ватлă лампочкăна ирхи 6 сехетре çутса тул çутăлса çитсен тин сÿнтермелле, унтан каç пулттипе çутса 20 сехетре сÿнтермелле.

Хĕлле чăхсем çÿхе хупăллă е çурхахпа çеç витĕннĕ çăмарта тума пултаççĕ. Çакă минерал веществисем çитменнипе пулать, çавăнпа та уйрăм савăтпа тÿсе вĕтетнĕ çăмарта хуппипе вĕтĕ чул лартса памалла, вăл чăх хырăмĕнчи апата лайăхрах вĕтетме пулăшĕ. Апатра белок çитменнипе чăхсем хĕллехи вăхăтра çăмартана сăхма та пултаççĕ. Кайран рационра белок çителĕклĕ пулсан та усал йăларан хăтăлаймĕç. Çавăнпа вĕсене хĕлле уйрăмах пĕлсе çитермелле. Пăтратса паракан апата ашпа пулă юлашкине, кĕвĕлĕкпе уйран шывне, тюлька пулă хушса памалла. Кун пек чухне чăхсем çăмартана сăхмĕç. Йăвари çăмартана кашни икĕ сехетре илсе тăмалла. Ытларах чухне вĕсем çăмартана талăкăн пĕрремĕш çурринче тăваççĕ. Йăвари айсарăмне те улăштарсах тăмалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.