Туслăх кĕперĕ çĕнелет

29 Ноя, 2014

"Пĕр патшалăх тепринпе туслă çыхăну йĕркелес кăмăллă пулсан салтаксене мар, пултарулăх çыннисене ярать..." - ăслă çынсем каланă сăмахсенчен пуçларĕ хăйĕн сăмахне Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев Турцирен килсе çитнĕ сумлă делегацие тата чăваш ăсчахĕсемпе çыравçисене саламланă май.

...Ту Магомет патне пымасан Магомет ту патне хăй пырать теççĕ. Тĕрĕсех каланă-мĕн тухăç шурсухалĕсем. Çак кунсенче шурă Шупашкарта инçетри çĕрсенчен килсе çитнĕ тăванăмăрсем пулчĕç. Сумлă делегаци ертÿçи - Турци Республикин Эскишехир провинцийĕн кĕпĕрнаттăрĕ Гюнгер Азим Туна. Хăнасене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин йышăннă. Тĕлпулăва çавăн пекех Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, РФ Ют çĕр-шыв ĕçĕсен министерствин Чулхулари

  ПИРĔН СПРАВКА. Кашкар Махмучĕ - Махмут ибн ал-Хусайн ибн Мухаммад ал-Кашгари 100 8 çулта Кашкар хулинче çуралнă, 1101 е 1126 вилнĕ. Еврази Писателĕсен пĕрлешĕвĕ сĕннипе ЮНЕСКО 2008 çулта Кашкар Махмучĕ çуралнăранпа 1000 çул çитнине паллă тунă. Махмуд ал-Кашгарин паллă ĕçĕ - "Тĕрĕк чĕлхисен пуххи". Çак энциклопедире - XI ĕмĕрти тĕрĕк халăхĕсен историйĕ, культури, этнографийĕ тата лингвистики.

представительствин Шупашкар хулинчи уйрăмĕн ертÿçи Александр Погодейкин, республикăри ытти ведомство представителĕсем хутшăннă.

ПУÇА КИЛНĔ ШУХĂШСЕМ. Маларах Чăваш Ен тĕрĕк чĕлхиллĕ çак республикăпа палăрмаллах çирĕп хутшăну тытатчĕ. Хастарсем тăрăшнипе Шупашкарта чăваш-турккă лицейĕ уçăлнăччĕ. Унта ăс пухакансен пĕлĕвĕ çÿллĕ шайра пулнине аса илтерме кирлех-ши вулакана? Епле çÿллĕ шайра ан пултăр-ха вăл, енчен те унта чи пултаруллă учительсем кăна ĕçлетчĕç тĕк? Ачасем чăваш, вырăс, акăлчан, турккă чĕлхисене шĕкĕлчетчĕç. Пĕлÿ никĕсĕ питĕ çирĕпчĕ, çавăнпах каччăсем каярахпа чĕлхе енĕпе ятарласа вĕренмесĕрех Мускавра куçаруçăна ĕçлеме вырнаçнă тĕслĕхсем те пулнă лицей историйĕнче. Чăваш ачисем Турци аслă шкулĕсенче пĕлĕве малалла тăсасси те йăлана кĕнĕччĕ. Çыхăнусем темĕнле сăлтава пула майĕпенех хавшарĕç. Чăваш-турккă лицейĕ те хупăнчĕ. (Мĕн каласси, Г.Лебедев ячĕллĕ наци лицейне те упраса хăвараймарăмăр та. Унта вара чи пултаруллисене йышăнатчĕç, лицейре ăс пухнисем çăмăллăнах çĕршыври чи чаплă аслă шкулсене вĕренме кĕретчĕç. Эх-ха-хай, пултаруллă çамрăксене çул уçса пыма мар, хамăр мĕлкерен те хăрама пуçларăмăр мар-и?..)

Асăннă тĕлпулу хыççăн çакăн пек йывăр шухăшсем майĕпен те пулин сирĕлессе шанас килет. Çакна тума премьер сăмахĕ те хистет. Тĕлпулура Чăваш республикипе Турци хушшинчи экономикăри, суту-илÿри, культурăпа вĕренÿри ыйтусене сÿтсе явнă. Иван Моторин Турци пирĕн республикăпа тахçанах туслă çыхăну тытнине палăртнă. Калăпăр, Шупашкарпа Антали тăванлашнă. Малашне Эскишехир провинцийĕпе те туслă çыхăну йĕркеленессе шаннине каланă премьер. Гюнгер Азим Туна господин вĕренÿре тата культурăра икĕ енлĕ çыхăнусем аталанасса шаннине палăртнă.

ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов турккăсене "Раççей çăлкуçĕсем-2015" фестивале йыхравланă.

Турци Республикин Хусанти консулĕ Турхан Дильмач ĕçлĕ хутшăнусене аталантарма чĕнсе каланă май Турцин Раççейри посолĕн Шупашкара килсе курас кăмăлĕ пуррине пĕлтернĕ.

* * *

Турцирен килсе çитнĕ делегаци çавăн пекех Еврази писателĕсен союзĕ йĕркелекен Кашкар Махмучĕ ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери конкурсăн Чăваш Республикинчи тапхăрĕн çĕнтерÿçисене чысланă çĕре те хутшăнчĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне ăсчахсемпе пĕрле çыравçăсем пухăнчĕç. Ку конкурсра пултарулăх çыннисем тупăшаççĕ, халиччен ниçта та пичетленмен хайлавсене ятарлă жюри тишкерет. Кун евĕр ăмăрту тĕнче шайĕпе 3-мĕш хут иртет пулсан чăваш çыравçисем унта 1-мĕш хут кăна хутшăннă. Ыттисемпе тупăшас текен чăваш хушшинче сахалăн пулнине - пурĕ те 8 ĕç кăна тăратнă хаклава - çакăнпа çыхăнтармалла-ши( Конкурсантсен йышĕ пĕчĕккишĕн тĕлĕннине жюри ертÿçи Виктор Родионов та пытармарĕ. Çапах та 20-30 ĕç кĕтнĕ-мĕн вĕсем. Унăн тĕлĕнĕвне ăнланма пулать: паян республикăри çыравçăсен 3 пĕрлĕхĕнче пурĕ - 300 ытла писательпе поэт. Çак конкурса сумлă ĕçсемпе хутшăнма пултарнă нумай-нумай хушамата палăртма пулать. Апла тăк, малашне йĕркелÿ ĕçĕсене вăйлатмалла, тупăшу пирки вăхăтра тата анлăн пĕлтерсен пăсăк пулмĕччĕ - чăваш пултарулăх анинче те ытти тĕрĕкрен кая маррине тĕнче илтмелле пĕлтермелле.

Кăçал вара, тÿресем палăртнă тăрăх, конкурсра Илле Иванов /Шупашкар, "Durak" калав/, Елена Мустаева /Чĕмпĕр, "Çылăх" калав/, Евгений Турхан /"Лаша ăçта çухалнă(" калав/ çĕнтернĕ. Хайлавсене хак памашкăн сумлă делегаци йышĕнче Якуп Омероглу писатель хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсен калавĕсене Турцире пичетлесе кăларĕç.

ПУÇА КИЛНĔ ШУХĂШСЕМ. Шупашкара килсе çитнĕ делегаци ертÿçи кĕпĕрнаттăр кăна мар, 2013 çулхи "Тĕрĕк тĕнчин культура тĕп хулин" пуçлăхĕ те. Аса илтеретпĕр, хисеплĕ çак ята шăпах Эскишехир тивĕçнĕччĕ. 2014 çулта вара Тĕрĕк тĕнчин культура тĕп хулин ялавĕ Хусана куçрĕ. "Шупашкар та Тĕрĕк тĕнчин культурин тĕп хулин ятне тивĕçме пултарать-ши? Кун пек шайри мероприятисене Чăваш Енре ирттерме май килет-ши?" - çак шухăшсемпе айланса таврăннăччĕ çуркунне Турцире иртнĕ уявран. Халĕ, тăвансен хушшинче чăваш сасси те илтĕнме пуçласан, кам пĕлет, тен, пурăна-киле эпир те çĕнсе илĕпĕр çак чыса? Ан тив, хальлĕхе пирĕн сăмах ытти тĕрĕк хушшинче илтĕнсех каймасть те пуль, анчах пĕчĕк çăлкуçран пысăк юханшыв йăл илет. ЧР премьер-министрĕ "çывăх çулсенче хамăрăн ĕçлĕ хутшăнусенчи çитменлĕхсене пĕтерме тăрăшмашкăн" сăмах пани çак шанăçа вăйлатать кăна.

Рита АРТИ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.