«Пирĕн лидер»

25 Дек, 2014

Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче çуралнă вăл, Çĕнтерÿ кунĕнче. Ахăртнех, шăпа ăна пур çĕрте те çĕнтерÿçĕ пулма пÿрнĕ. Ашшĕпе амăшĕ те нумай шухăшласа тăман, юратнă тĕпренчĕкне Вика ят панă.

Муркаш районĕнчи Шетмĕпуç шкулне çиччĕмĕш класа çÿрекен Виктория Никонорова спортпа та туслă, вĕренÿре те маттур. Йĕлтĕрпе чупса районта тăтăшах малти вырăна тухать. «Эх, шкула намăс кăтартас марччĕ çеç», - тет те кашнинчех çĕнтерме ăнтăлать. Хăш-пĕр ачасем йĕлтĕр туйисĕр таврăннине курнă вăл, хăй те çапла лару-тăрăва кĕрсе ÿкесрен шутсăр хăрать.

Вика йывăç çинче каскаласа эрешлеме те юратать. Хăйне май киленĕç ку уншăн. «Пирĕн лидер», - теççĕ ăна тантăшĕсем. Мĕншĕн тесен шкулти уявсемпе ĕçлекенни те вăлах-çке, час-часах тĕрлĕ мероприяти ертсе пырать.

- Кашни ăмăртура çĕнтерес килет. Ят ăнăçăвĕ манпа юнашарах пуласса шанатăп! - тет Виктория.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.