Качăр-качăр качака...

26 Дек, 2014

Шухăшласа пăхар-ха, темиçе çул каялла ялсенче качака усракан йышлăччĕ-и? Карчăк-кĕрчĕк, пĕччен тăрса юлнисем килĕштеретчĕç ăна. Паян - урăхларах. Вăйпиттисен кил картинче те мăн выльăх вырăнне шур сухаллă мекекек хуçаланать. Качака сĕчĕн литрне 100 тенкĕпе хакланă чухне /ĕнен 18-21/ унпа туслашас текенсен йышĕ хушăнсах пырать.

Качака çулталăкĕнче, Качака уйăхĕнче çуралнă, качака тытакан Эдисон Патмар çыравçăпа калаçатпăр.

- Хăшĕ-пĕри качака сахал сĕт панăшăн кулянать. Манăн хамăн 4 литра яхăн антарать. Туянма пĕлмелле, - тет Эдисон Иванович. - Качакасене виçĕ ушкăна пайлаççĕ: сĕт, аш тата çăм параканнисем. Сĕтлине суйламалла та. Качакана çичĕ çул каялла, чĕрепе аптранă хыççăн, туянма тиврĕ. Ирпе-каçпа пĕрер стакан сĕт ĕçсе пурăнтăм. Çур çултан чĕре çинчен вуçех мантăм. Сăмах май, унăн турăхĕ те, тăпăрчă шывĕ те питĕ усăллă. Шăлсем ыратаççĕ-и? Апла тăпăрчă нумайрах çимелле. Тăпăрчă шывне ĕçсе пурăннипех вар-хырăм ĕçĕ те лайăхланчĕ.

Хуçине çав тери юратнипе палăрса тăрать качака. Анчах хăйне кÿрентернине те манмасть, çакăншăн вăл сунă чухне «тав тăвать».

- Качака пирки питĕ тиркекен выльăх теççĕ.

- Ăслă выльăх. Лайăх утта кăна çиет. Кăвакарма е хĕрме пуçлани ăна валли мар. Сĕлĕпе урпа юратать. Банан, ананас, çĕрулми хуппи кăмăллать. Çапах та çĕрулми хуппи сĕт хăваланине кура ăна пĕлсе виçеллĕ кăна çиет. Хĕл каçма качака пуçне çур тонна утă кирлĕ. Çулла тем те çиет, ытларах сиплĕ курăксене: вĕлтĕренрен пуçласа сар çип ути таран. Çавăнпах ĕнтĕ сĕчĕ те питĕ сиплĕ. Шăрша çав тери лайăх туяканскер, çыртса илнĕ нимĕнле çимĕçе те çимест.

- Шăршă тенĕрен, хăшĕ-пĕри качака сĕтне шăршă пурришĕнех ĕçместпĕр теççĕ.

- Ку тарана çитсе хамăр качака сĕтне кама кăна тутантарман-ши? Анчах никамран та шăршă кĕрет тенине илтмен. Пачах урăхла, ĕне сĕтĕнчен те уйăраймаççĕ. Вулакансене çакна калас килет: качака чĕрнине вăхăтра касса тăмалла. Чĕрне хушшине ларнă тасамарлăх кăмпа чирне пуçарать. Çав урапа вăл çиллине хыçсан кăмпа чирĕ унта та куçать, сĕт вара мĕнпур шăрша-марша туртать. Çуркуннепе кĕркунне выльăх чĕрнине касса тăрсан ку нуша пулмĕ. Сăмах май, сĕчĕ шăршлă е шăршлă мар пуласса пĕлме качака çамкине, мăйрака хушшине шăршласа пăхăр. Унти вырăна та вăл хайхи урипех хышалать. Шăршă кĕни - чĕрни йĕркесĕррине пĕлтерет.

- Эдисон Иванович, эсир пурăнакан çĕрте, Красноармейски районĕнчи Яманакра, çур ял качака усрать тенине илтнĕ. Чăнах-и?

- Чăннипех те нумайăн тытаççĕ. Ĕлĕкех качакана чухăнсен ĕни тенĕ. Халĕ капла калани вырăнсăр ĕнтĕ, мăн выльăхпа нушаланас килменрен хисеплеме пуçларăмăр курăнать. Пуриншĕн те шăл çемми вăл. Пĕчĕк çемьене темле йывăр çул пулсан та тăрантарать. Сахалтан та икĕ путек пăранлаканскерĕн çимелĕх сĕчĕ те, ашĕ те пулать.

- Вулакансене мĕн суннă пулăттăр.

- Çитес çулта качака пире хыçран пырса ан тăрăслаттартăр. Унăн сĕчĕ сиппе кăна кайтăр. Кил ашшĕпе карта амăшĕ карта перекетне тытчăр. Çĕнĕ çулта телей пултăр. Юрату туйăмĕ ан çухалтăр. Туссен шучĕ ан чактăр.

Елена Николаева.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.