Чипер чипере илет

17 Янв, 2015

Чăваш Енре хастар çын сахал мар. Чылайăшĕ канлĕ ватлăха тухсан та лара-тăра пĕлмесĕр общество ĕçне хутшăнать, кĕнеке çырать, çав вăхăтрах спортпа, юрă-ташăпа туслă пулма та ĕлкĕрет. Унсăр пуçне чылай çĕре çитме, çĕннине тишкерме-вĕренме, алла илме тăрăшать. Çакăн пек хастарсен йышне Патăрьел районĕнчи Тури Туçара пурăнакан Валерий Салмина та кĕртмелле. Çап-çамрăк-ха вăл: сăнĕпе те, чунĕпе те. Иксĕлми вăй-халĕ, кăмăлĕ тĕрлĕ ĕç пурнăçлама хавхалантарса, хăпартлантарсах тăрать.

- Салтакри зарядкăран пуçласах физкультурăпа туслă пулма тăрăшатăп. Массăллă спорта хутшăнатăп. Йĕлтĕр йĕрĕ, наци кросĕ - пур çĕре те çитетĕп, - тет вăл.

Валерий Ивановичăн мăшăрĕ Полина Кирилловна Елчĕк районĕнчи Кавалта çуралнă. Вăтам шкул пĕтерсен Кивĕ Эйпеçре аслă пионер вожатăйра тăрăшнă.

- Ачасене яланах юратнă эпĕ. Вĕсемпе пĕрмай тĕрлĕ вăйă выляттăмăр, тăхтав вăхăтĕнчех юрлаттăмăр, ташлаттăмăр. Çавăнпах вĕрентекен пулас килнĕ. Диплом илсен каялла Елчĕк районне Кармала ĕçлеме таврăнтăм, - тет ăш пиллĕ те тарават хĕрарăм.

Шăпах студент çулĕсенче паллашнă Салминсем. Салтакран таврăннă яш чипер хĕре тÿрех асăрханă. Хĕр те ăна тиркемен. Унран та ытла юрату хăвачĕ каччăна хĕр хыççăнах туртнă. Ара, Полина Кирилловна пĕр çул маларах диплом илнĕ. Савнинчен уйрăлас мар тесе Валерий Иванович куçăнсăр майпа вĕренсе тухнă. Çемьере çулталăкран йыш хушăннă. Виçĕ уйăхранах хĕрарăм ĕçе таврăннă. Çапла мăшăр Кушкăри ачасене вĕрентнĕ: упăшки - физика, акăлчан чĕлхи, географи, арăмĕ - вырăс чĕлхипе литератури, хушăран нимĕç чĕлхипе чăваш чĕлхине те.

1982 çулта кил хуçин тăван тăрăхне таврăнаççĕ, тĕп килне пĕтме памаççĕ. Çакăнтан хĕрарăм Тури Туçари шкула сукмак такăрлатать. Ачасене 40 çул яхăн вĕрентнĕскер «Халăх вĕренĕвĕн отличникĕ» ята тивĕçет.

Чăваш халăх академикĕн, ЧР тава тивĕçлĕ экономисчĕн ĕç биографийĕ çав тери пуян. Малтан вĕрентекенре тăрăшнăскер каярах тĕрлĕ çĕрте экономистра ĕçленĕ Валерий Иванович. 1991 çулта ăна 8 яла пĕрлештерекен тăрăхăн пуçлăхне суйланă. 5 çулта вăл ертсе пынипе ял халăхне чиркÿ, ваттисен çурчĕ туса панă. Шăпах çав вăхăтра 1 гектар çĕр валеçме тытăннă, çавна май ялта çĕнĕ çуртсем хăпарнă. ЧПУн Патăрьелĕнчи филиалĕнче 8 çул аслă преподавательте те тăрăшнă арçын. Студентсене физика вĕрентнĕ.

- Салтакра авиаци механикĕ, самолет двигателĕ тÿрлетекен çын пулнă эпĕ. Малтан Ванино портĕнче самолетсем юсама вĕрентĕм. Кайран Аляска патнех çитнĕ. Парашютпа сикмен вара. Икĕ çул иртсен командир летчике вĕренме сĕнчĕ. Алмавира лекрĕм. Анчах пĕр тĕрлĕ самолетран тепĕр тĕрли çине куçнипе летчик пулаймарăм. Штурмана кайма сĕнчĕç - килĕшмерĕм, - пысăк хавхаланупа каласа кăтартать ача чухнех вĕçме ĕмĕтленнĕ Валерий Салмин. - Шкулта вĕреннĕ чухнех парашют туса пÿрт тăрринчен сикеттĕм. Чутах инкек курман. Арман çунаттипе те çаврăнас килетчĕ. Тĕрлĕ çÿллĕше те сахал мар хăпарнă. Харсăр пулнă çав, - тет вăл хăй пирки.

Летчик та, математик та пулма ĕмĕтленнĕскер хĕсмете авиацине лекни, паллах, ăнсăртран пулса тухнă. Çавах çакăншăн питĕ савăннă Валерий Иванович.

45 çул алран-алă тытăнса, ăнланса пурăнаççĕ Салминсем. Виçĕ ачине ура çине тăратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Тавах Турра, амăшĕ Мария Степановна пурăнать-ха. 93 çула çитнĕ пулин те аптрамасть, хаçат-журнал килĕштерсех вулать.

- Арăм çав таранччен ăшă кăмăллă. Çынна нихăçан та усал сăмах каламан вăл, вăрçса та курман пулĕ. Ыттисем ăна тиркени те хăлхана кĕмен. Хуньăмпа хунямана çакăн пек мăшăр çуратса панăшăн паян кун та тав тăватăп. Эпĕ хам - вĕри. Кун пек чухне мăшăртан пĕрин лару-тăрăва йĕркелеме пĕлмелле. Ачасем те амăшне пăхнă, унран лайăххине çеç илнĕ. Ирхине салма яшки, пашалу çиес килет терĕм, акă апат хатĕр те, - сăмах çăмхине хаклавлăн сÿтет юратакан мăшăрĕ.

- 25 çухрăм чупма пултаратăп. ГТО нормине те патăм. Пушă вăхăт тупăнсанах уçă сывлăша тухатăп. 3 кунра пĕрре 10-15 çухрăм чупатăпах. Хĕлле йĕлтĕр сыратăп. Çынсене агитацилесе çитерейместĕп-ха, - тет Валерий Салмин.

Полина Кирилловна та кашни ир хускану тăвать.

- Шкулта вĕреннĕ чухне те çăмăл атлетикăпа ăмăртусене сахал мар хутшăннă. Чун ватăласшăн мар, - йăл кулать Полина Кирилловна.

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.