Çивĕч калем ăстисем

24 Янв, 2015

Январĕн 17-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалласа савăнăçлă уяв иртрĕ. Ытти çулхинчен ăна кăçал хăйне майлăрах, илемлĕрех йĕркеленĕ. Чи малтан Сăмах вăйĕ, унăн пĕлтерĕшĕ пирки калаçу пулчĕ. Чăн та, сăмахра пысăк вăй-хăват пытаннă. Унпа çынна хавхалантарма та, çапса хуçма та пулать. Ăна хĕç-пăшалпа ахальтен танлаштармаççĕ пуль.

«Малтан сăмах пулнă» тени те ăнсăртран çуралман-тăр. Сăмах çумне сăмах хушсан шухăш çуралатех. Çапла майпа çынпа çын хутшăнать.

Тĕрлĕ информацие халăх патне журналистсен çивĕч те ĕнентерÿллĕ, тарăн шухăшлă сăмахĕсем илсе çитереççĕ. Хаçат ĕмĕрĕ пĕр куна çеç пырать тени тĕрĕс-ши? Паллах, çук. Унăн кашни номерĕ историре юлать, темиçе çул иртсен пĕр-пĕр пулăма таврăнма пулăшать.

Уява журналистсемпе издательсем, полиграфистсем, пичет ĕçĕн вĕтеранĕсем пухăнчĕç. Вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР информаци политикин министрĕ Александр Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем саламларĕç.

Михаил Васильевич театр фойинче йĕркеленĕ курав экспозицийĕсемпе кăсăкланчĕ. МИХсем информаци технологийĕсемпе ăнăçлă усă курнине палăртрĕ.

ЧР информаци политикин министрĕ Александр Иванов хаçат-журнал, кĕнеке кăларакансен, телекуравпа радиора вăй хуракансен пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ.

«Эсир çынсен кăмăлне пысăк витĕм кÿретĕр, тĕрĕс çул-йĕрпе пыма пулăшатăр. Çавăнпах халăх сире шанать, ĕненет, хисеплет. Ырă енсене малашне те аталантарса пырăр», - терĕ министр зала пухăннисене уявпа ăшшăн саламланă май.

Республика Пуçлăхĕ уявра Культура çулталăкĕнчи çитĕнÿсене аса илчĕ. 150 пин ытла мероприяти иртнĕ. МИХсем вĕсене вăхăтра та туллин çутатнă. Литература тата чăваш классикĕ К.В.Иванов çулталăкĕнче те вĕсем хăйсен тивĕçне пархатарлă пурнăçлассине шанса тăнине палăртрĕ.

«Тĕрĕс информаци илекен çын пурнăçра çитĕнÿ тăвать, малалла талпăнать, хăйĕн вырăнне тупать», - терĕ Михаил Васильевич.

Хастарлăхпа, пултарулăхпа палăрнисене уявра патшалăх наградисене парса чысларĕç: Елена Гальперина /Чăваш наци телекуравĕ/, Елена Казарина /Чебоксарские новости/, Ирина Калентьева /Чăваш кĕнеке издательстви/ «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята, Сергей Петров /«Грани» хаçат/, Зинаида Павлова /Вăрмар районĕн «Хĕрлĕ ялав» хаçачĕ/, Галина Хрисанова /«Хыпар» ИÇ/ республика Пуçлăхĕн Тав çырăвне тата алла çыхмалли сехете тивĕçрĕç.

Çак наградăна журналистика ветеранĕсене те - Раççей тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, СССР Писательсен союзĕн членне Аристарх Дмитриева тата паллă ăсчаха Виталий Станьяла - парса чысларĕç.

Уява пухăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн строительстви, вырăнти хăйтытăмлăх, регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ, Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов саламларĕ, пирĕн ĕçтеше Федор Чернова ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕпе чысларĕ. Комсомольски тата Муркаш районĕсен хаçачĕсен редакторĕсене Анатолий Тихоновпа Любовь Шуряшкинăна «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регион уйрăмĕн Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕ.

Чăваш Ен журналисчĕсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров журналистсен пултарулăх конкурсĕнче çĕнтернисене чысларĕ. Çемен Элкер ячĕллĕ премие «Хыпар» хаçатăн общество пурнăçĕпе политика пайĕн тишкерÿçи Ирина Клементьева тата ЧР Наци телерадиокомпанийĕн аслă редакторĕ Роза Деменцова илчĕç, «Чăваш журналистикипе пичет энциклопедине» хатĕрленĕ Валерий Комиссаров, Владимир Зырянов, Надежда Осипова - Николай Никольский ячĕллĕ преми лауреачĕсем пулса тăчĕç. Леонид Ильин ячĕллĕ премие пичет ветеранне, «Хыпар» Издательство çурчĕн штатра тăман корреспондентне Герман Желтухина пачĕç.

Республикăра ирттернĕ «Чăваш Ен террора хирĕç» конкурс çĕнтерÿçи те - пирĕн Издательство çурчĕн ĕçченĕ, «Хыпар» хаçатăн пай редакторĕ Николай Коновалов.

Çĕнтерÿçĕ ĕçтешĕмĕрсене пĕтĕм чун-чĕререн ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр!

Елена АТАМАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.