Укçа шута юратать

28 Фев, 2015

2014 çулта чăваш полицейскийĕсем коррупципе çыхăннă 500-е яхăн преступление тупса палăртнă, 100 ытла çынна уголовлă яваплăх тыттарнă. Ку тата ытти цифрăсемпе журналистсене ЧР ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕпе коррупцие хирĕç ĕçлекен управленийĕн ертÿçи Андрей Семенов паллаштарнă.

Подразделени ĕçченĕсем пĕлтĕр экономикăпа çыхăннă 1361 преступление шута илнĕ. Вĕсенчен 661-шĕ - йывăр тата уйрăмах йывăррисем. 296 тĕслĕхре калаçу пысăк тата уйрăмах пысăк нухрат пирки пырать. 67-шне ятарласа каварлашнă ушкăн тунă. 339 çын тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăшă пукан çинче ларакан должноçри 13 çын 80 преступлени тунине те асăнмалла.

Бюджет хыснине те лайăх сыхламалла иккен. Ахальтен мар унпа çыхăннă саккуна пăснă 100 тĕслĕхрен 47-шĕ шăпах патшалăхăн тĕрлĕ ятарлă программине пурнăçлама уйăрнă мула кĕсьене чикнипе çыхăннă. Уйрăмах коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă тытăма пырса тивет ку.

Эрех-сăра сутас саккуна пăснă тĕслĕх те чылай. Кун пеккисене 2014 çулта 74 шута илнĕ, çавна май 8,5 пин литр хаяр шĕвеке саккунсăр çаврăма кĕме паман, вăхăтра туртса илнĕ. Çул çинче спиртлă шĕвексене ятарлă документсăр турттарнă техникăн 27 единицине чарнă, вĕсенче 2,5 литр эрех-сăра асăрханă.

Азартлă вăйăсемпе алхасасси те тĕппипех пĕтмен-ха. Вĕсене вăрттăн йĕркелекенсем çаплипех тупăнаççĕ. Унсăр пуçне вĕсене хÿтĕлекенсем те пур иккен. Ахальтен мар кунашкал бизнеса хăйсен çунатти айне илнĕ ШĔМ сотрудникĕсене взятка панă 10 тĕслĕхе тата право хуралĕн ĕçченĕсем взятка илнĕ 8 тĕслĕхе палăртнă. Çав вăхăтрах 1262 вăйă оборудованине туртса илнĕ.

«Финанс пирамидисен» авăрне лекекенсем те пĕтмен-ха. Укçа çăмăллăн килнине ĕненекенсем çав-çавах пур. Пĕлтĕр ĕç-хĕлне шăпах ултавпа йĕркеленĕ 15 организацие палăртнă, 9-шĕ хамăр республикăрах регистрациленнĕ. Вĕсен еккипе шар курнă 500 çынна шута илнĕ. 270 миллион тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ «пирамидăсем». Андрей Анатольевич палăртнă тăрăх, панхи кун республикăра 82 кредит кооперацийĕпе 38 финанс организацийĕ ĕçлет. Ултав серепине çакланас мар тесен темле пулсан та хамăрăнах асăрхануллă пулмалла. Шанчăклисен йышне кĕрекеннисене Раççей Тĕп банкĕн сайтĕнче тупма пулать иккен.

Суя укçапа çыхăннă ыйтăва та хускатнă. Уйрăмах 5 пин тенкĕлĕххисемпе тимлĕ пулмаллине асăрхаттарнă.

Татьяна НАУМОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.