Пĕрремĕш каналпа - чăваш кухни

31 Янв, 2014

Çĕнĕ çул умĕн Мускавра пурăнакан чăвашсем Елена Малышева ертсе пыракан «Жить здорово!» программăн «Наци кухнипе çимĕçĕ» рубрикинче ÿкерĕннĕ.

Мускав чăвашĕсем халăх кĕвви янăранă вăхăтра Чăваш Республикин Ялавне çĕклесе тухнă, телекуравçăсене чăвашла саламланă, Елена Малышевăна çăкăр-тăвар тыттарнă. Вĕсем чăвашсен сиплĕ çимĕçĕ пирки /сухан нимĕрĕ, сĕтпе пулă яшки/ каласа кăтартнă. Программăна хутшăнакансем апата килте пĕçернĕ, передачăна термоспа илсе пынă. Вĕсемпе паллаштарнă хыççăн чăвашсен çимĕçĕсене тухтăрсем, ертÿçĕсем, куравçăсем тутаннă. Программăра ÿкерĕннисем /вĕсен ертÿçи - Вячеслав Ильин полковник/ пурте чăваш наци тумне тăхăннă. Тухтăрсем, ертÿçĕсем чăваш кĕпинчен тĕлĕннĕ. Галина Борисовăпа /Комсомольски районĕ/ Елена Аргандеева /Канаш районĕ/ тумсене илме Чăваш Ене ятарласа килнĕ. Пĕрремĕш канал ĕçченĕсене чăваш халăхĕ килĕшнĕ. Елена Малышева ентешĕмĕрсем çĕр-шывăн тĕп хулинче нумай вăхăт пурăнаççĕ пулин те тăван чĕлхине манманнине палăртнă. Чăваш наци кухни çинчен ÿкернĕ программăна пушăн 3-мĕшĕнче тата 12-мĕшĕнче Пĕрремĕш каналпа «Жить здорово!» программăра /ирхи 9 сехетре пуçланать/ кăтартĕç.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.