Хĕвелсĕр

28 Мар, 2015

"Ĕçкĕпеле эрехех çынна ăсран кăларать", - çырнă К.Иванов хăйĕн вилĕмсĕр "Нарспи" поэминче. Мĕнпур усал та тискер ĕç ытларах "симĕс çĕлен" пирки пулса иртнине пурте пĕлетпĕр. Арçын ĕçни хитре мар, хĕрарăм çав усал шĕвекпе иртĕнни пушшех те илемсĕр. Ăна ку чиртен сыватма та çук тесе ахальтен каламаççĕ пуль çав. Шел те, пĕр черккешĕн чунне сутма хатĕррисем этемлĕхĕн черчен çуррийĕ хушшинче те сахал мар. "Эпĕ хамăн арăма пурнăçра пĕртен-пĕрре хытă ятланă. Анчах та унăн пĕр айăпĕ те çукчĕ. Ĕçрен таврăннă май чарăнура вил ÿсĕр выртакан çамрăк хĕрарăма куртăм. Кĕпи хăпарса кайнă, улăм евĕр çÿçĕ сапаланчăк. Кăмăл пăтранса килчĕ, ÿсĕр майрана тарăхнипе юн пусăмĕ хăпарса кайрĕ. Киле çитрĕм те алăкран кĕнĕ-кĕмен: "Вăт эсир, хĕрарăмсем, ĕçсен епле нĕрсĕр, сирĕнтен хăрушă çын çук", - тесе арăма пăсăрлантарма пуçларăм. Вăл манран ун пеккине кĕтменскер хăйне мĕншĕн вăрçнине ăнланмасăр куçне мăчлаттаркаласа тăчĕ", - каласа кăтартать ĕçтешĕм.

Ĕçкĕ халиччен никама та ырă туман. Тĕрĕс çул çинчен мĕне е кама пула пăрăнса каяççĕ-ши? Айăпне ăçта, камра шырамалла? Мăшăрĕсене вăрçăра çухатнă асанне-кукамая пĕртте çăмăл пулман. Темле йывăр пулсан та чăтнă мăнтарăнсем, ÿксен те тăнă, тĕпренчĕкĕсене никам пулăшăвĕсĕр, пĕчченех ура çине тăратнă. Ир те каç ĕçпе йăпаннă вĕсем, йывăр хуйхи-суйхине çĕр çинче тар тăкса пусăрăнтарнă. Ĕçекен хĕрарăмсене хÿтĕлесе: "Шăпа темле те килсе тухма пултарать", - тенипе ниепле те килĕшес килмест. Ăнман юрату, упăшки сивĕнни е вăхăтсăр уйрăлса кайни тата ытти хуйхă-суйхă "симĕс çĕленпе" çыхланмаллине пĕлтермест.

Алăк уçакан пулмарĕ

Ч. ялĕнче пурăнакан, сыпкалама юратакан, ниçта та ĕçлемен Надежда Семенова çемйине 10 çул каяллах йĕркесĕррисен шутне кĕртнĕ. Икĕ ывăл унăн. Асли Миша 11-мĕш класра, кĕçĕнни Максим 9-мĕш класра вĕренет.

...Урамалла виçĕ чÿречеллĕ кивĕ çурт умĕнчи пĕчĕк пахчан карти аран тытăнкаласа тăратчĕ. Ку хуçалăхра тахçантанпах пăта çапманни катаранах курăнать. Хапхи те ĕлĕкхиех. Йывăç кил-çурт нихăçан сăрă тавраш курман тейĕн. Малтан кунта çын пурăнман пек те туйăнчĕ. Пÿрт умĕнчи юра хĕлĕпе те хырманран урама тухкаласа кĕме кил умĕнче ансăр сукмак çеç выртатчĕ. "Килтех вăл, килтех, ниçта та кайман, питĕрĕнсе ларать, хăйне кирлĕ çынсене кăна кĕртет. Пÿрт хыçĕпе кайсан картишне лекме пулать, тен, сире уçĕ. Çавнашкалах пулмалла мар-ха ĕнтĕ. Эрех ĕçни никама та ырри патне илсе çитермест", - сĕт парса таврăнакан кинемисем вăрçа-вăрçах хăйсен çулĕпе утрĕç.

Хапха алăкне мĕн чухлĕ шаккасан та, кăшкăрсан та уçакан пулмарĕ. Чÿречерен юр чăмаккипе персен те кантăк каррисене сирсе пăхни курăнмарĕ. Хăшĕ-пĕри пÿрт хыçĕпе пирĕн умĕн те кайкаласа пăхнă. Аслă шкулта вĕреннĕ чухне: "Алăкран кăларса ярсан чÿречерен кĕмелле", - тесе вĕрентетчĕç. Ют çын килĕнче апла хуçаланма юрамасть çав. Катикасси ялĕнчи вулавăш ĕçченĕпе Анжелика Угаровăпа пÿрт хыçĕнчи пысăк пушмак йĕрĕсем тăрăх кайса анкартине сиксе каçрăмăр. Юрать, çĕрле хытах шăнтнă та, кăпăшка юр çийĕн путмастчĕ. Пĕчĕк кивĕ витен алăк тавраш курăнмарĕ, ун витĕр çăмăллăнах картишне иртрĕмĕр. Сăнчăрти йытă юлхавлăн вĕркелерĕ те пÿрт айĕнчен те тухасшăн пулмарĕ. Кушакĕ хĕвел питтине ăшăнма тухса ларнăччĕ. Ăна та пÿрте кĕртекен çук ахăртнех. Картишĕнче пĕр чăх пулинччĕ хăть, ĕне, сурăх-качака тавраш пирки каламалли те çук. Тĕрĕссипе, вĕсене усрама вырăнĕ те çук кунта. Выльăха мĕн çитересси хăй - тепĕр ыйту. Пÿрт алăкĕнчен хытă шаккасан шалта пĕр вăхăт сасă илтĕнчĕ, анчах каллех шăпланчĕç. Шел, кил хуçи хĕрарăмĕпе курса калаçасси пулмарĕ. Шăнса кайичченех алкум умĕнче тăнă хыççăн пăрахса утма тиврĕ. Усалпа та килменччĕ. Катикасси ял тăрăхĕнче ĕçлекенсемпе çак çемье пирки сăмах хускатнă хыççăн куçа-куçăн тĕлпулса унăн ĕмĕт-тĕллевĕ, пурнăçĕ, мĕнле пулăшу кирли çинчен ыйтса пĕлесшĕнччĕ çеç.

 

Кушакпа йытă кăна

Ч. ялĕнче пурăнакан, пенсие тухиччен Катикасси ял тăрăхĕнче ертсе пыракан специалистра ĕçленĕ Алевтина Сидорова Семеновсен çемйине аван пĕлет. Районти опекăпа попечительство ĕçченĕсемпе хăй те пĕрре мар кайнă унта, кĕреймесĕрех каялла таврăнни сахал мар пулнă.

- Пирĕн енчи мар вăл, Ишлей тăрăхĕнчен качча килнĕ. Хунямăшĕ тата унăн йăмăкĕ, упăшки пур чухне ял çинче Надя пирки никам та япăх калаçман. Шăп çеç пурăнатчĕç. Вăл вăхăтра ĕçкĕпе иртĕхнине те илтмен. Упăшки Василий эрехне тиркесех каймастчĕ-ха. Кил хуçи вилсен йăлтах улшăнса кайрĕ. Вĕренрен вĕçерĕнме хĕрарăма нумай кирлĕ-и? - терĕ Алевтина Аполоновна.

Алевтина Сидорова хушăран кĕркелесе курнă Семеновсем патне. Вăл каланă тăрăх, килĕнче апат-çимĕç тавраш курман. Шаркку пĕçеркелени пирки каларĕ.

- Шалта ытла тирпейсĕррине асăрхаман. Сĕтел-пукан таçтан илсе килсе панăччĕ вĕсене. Пĕçерме, апатне çиме савăт-сапи те пурччĕ. Какай тавраш та, хăть выльăхăн ури-пуçне, шалти ăш-чиккине туянма темиçе те сĕннĕ. Итлемест, кирлĕ мар-мĕн. Типĕ апата ялан мĕнле çимелле-ши? - вĕсем пирки мĕн пĕлнине каласа кăтартрĕ хĕрарăм.

Çуркунне кÿршипе пĕрле купăста, çĕрулми пăртак ларткалани пирки калаçрĕç ялта. Анчах та ĕçĕ унта кăна мар-çке, çимĕçе пухса илес тесен çăвĕпех çумламалла, колорадо нăррипе кĕрешмелле. Вăл çуллахи вăхăтра пахча пирки мансах каять пулмалла.

Картишĕнчи кивĕ мунча çĕр çумне лăпчăннă. Пахчинче улма-çырла йывăççисем те асăрхамарăмăр. Сăнчăрти улайккапа хĕвел çинче ăшăнса ларакан сăрă кушак кăна юхăннă çак хуçалăхра та çынсем пурăннине палăртрĕç. Унсăрăн ку кил-çуртра пурнăç малалла тăсăлнине ĕненес çукчĕ.

 

Чуста та хуркалать

Упăшки енчи çывăх тăванĕ Ирина Павловна пушă марччĕ те, унпа телефонпа çыхăнма май килчĕ.

Надя чылай чухне ăна та кĕртмест-мĕн. "Ачисене çи-пуç тавраш илсе паркалать-ха. Юлашки вăхăтра чуста та хуркалать. Икерчĕ пĕçернине те курнăччĕ. Надьăн ашшĕпе амăшĕ тахçанах вилнĕ, аппăшĕ те вăхăтсăрах уйрăлса кайрĕ, йăмăкĕсем пур. Эпĕ ăнланнă тăрăх, вĕсем те хăйĕнчен кая мар пулмалла. Упăшкин Василин аппăшĕ Светлана Шупашкарта риэлторта ĕçлет. Пысăк уявсенче килсе каять, анчах та нихăçан та каç выртма юлмасть", - çапла каласа кăтартрĕ Ирина Павловна. Çу кунĕсенче Надя упăшкин тăванне тата ытти хăш-пĕр çемьене пулăшкалама та çÿрет-мĕн. Иринăна ывăлĕсем касу кĕтме те пĕрре мар пулăшнă.

- Темле йăла унăн, мана та тепĕр чухне алăк шаккаттарса тăратать. Санăн кил-çуртна никам та йăтса каймасть тесе вăрçатăп вара. Юлташ тупнишĕн ятламастпăр. Анчах та хăнана килекен арçыннисене пăртак ĕçлеттермелле, уссине курмалла вĕсенчен, - пăшăрханать упăшкин тăванĕ.

 

"Кăвак çулăм" çунать

Районти опека тата попечительство пуçлăхĕпе Ираида Кобуркинăпа та çыхăнтăмăр. Ираида Семеновна каланă тăрăх, Семеновсем ку ялта пилĕк-ултă çул пурăнман. Çурчĕ пушах ларнă. Пăта çапсах тăмасан хуçалăх тата вăйлă юхăнать çав. Кунта та арçын алли çитменни сисĕнет. Ш. ялĕнчи çырăнмасăр пурăннă упăшки вилсен Семеновсем каялла Ч. ялне таврăннă. "Ш. ялĕнче пурăннă чухне пĕрмай ĕçмен, çимелли те пурччĕ, пурнăç условийĕсем те темиçе хут лайăхрахчĕ. Выльăх та тытатчĕç. Пирĕн çавнашкал вĕт, çын пурнăçран уйрăлсанах çывăх тăванĕсем тупăнаççĕ, кунта та çаплах, Семеновсен каялла тухса кайма тиврĕ", - ăнлантарать Ираида Кобуркина. Пĕррехинче кĕçĕн ывăлĕ те амăшĕ алăк уçманнипе килне кĕреймен. Каç пулсан та пÿрте лекейменнипе: "Анне киле кĕртмест", - тесе милицие шăнкăравланă. Ираида Семеновна ашшĕ вилнĕ пирки паракан пособие Пенси фончĕ урлă Надьăн ачисем çине куçарттарас шухăшлă. Асли кăçал18, кĕçĕнни 16 çул тултарать. Районтан килнĕ опекăпа попечительство ĕçченĕсене те кĕртмест-мĕн Надя. "Шкултан таврăннă ачисемпе пĕрле кăна лекме пулать пуль ун патне. Ывăлĕсемпе пĕрле чухне алăкне, тен, уçатех", - терĕ Ираида Семеновна иккĕленÿллĕн. Юлашки хут вĕсем унта пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче пулнă, анчах та курса калаçайман.

- Юрать, упăшки пур чухне çурта кăвак çулăм кĕртсе юлнă. Унсăрăн хĕл каçма çăмăлах пулмастчĕ. Газшăн тÿлет вăл, сÿнтерме памасть ăна, - терĕç ун пирки ял çыннисем.

 

Вăтанчăк та сăпайлă

Калайкасси вăтам шкулĕнчи вĕрентекенсемпе те çыхăнма май пулчĕ. "Эпĕ Миша Семеновпа пĕр ялтах пурăнатăп. Амăшĕ шкулти пухусене çÿремест. Çын умĕнче хăйне лайăх мар туйнăран-ши, ăна-кăна пĕлместĕп. Тĕрĕссипе, ăна урамра та курма çук. Килтен тухсах çÿремест вăл. Миша йĕркеллĕ ача, килти ĕçсене пурнăçлать, мĕн хушнине итлет, класри ачасемпе лайăх хутшăнать. Ялта усалланса çÿремеççĕ", - терĕ класс ертÿçи. Вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Светлана Николаевна Миша пăртак тытăнчăклă калаçни, вăтанни пирки хушса каларĕ. "Ачи тăнлă, вулама юратать, мĕн хушнине пурнăçлать. Сăвăсене те лайăхах вĕренсе килет", - терĕ вăл.

 

Анне аннех çав

Иртнĕ эрнере ЧР Правительство çуртĕнче Республика Пуçлăхĕ ертсе пынипе Координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕччĕ. Михаил Васильевич унта йĕркесĕр, ĕçкĕпе иртĕхекен çемьесем çинче чарăнса тăчĕ. Район ертÿçисем те ларăва хутшăннă май тĕлли-паллисĕр пурăнакансене пăхсах, асăрхасах тăмалли, вĕсене вăхăтра шута илмелли пирки пусăм туса каларĕ. Надя пек шăпаллисем, шел те, кашни районтах пур. Юрать, йывăррăн пулсан та, ывăлĕсем çитĕннĕ ĕнтĕ, халь тин хăйсене кÿрентерме парас çук. Алăран çавăтса çÿремелли вăхăтсем те иртнĕ. Асли кĕçех салтака та юрăхлă пулĕ. Таçта, аякка-аякка тухса кайсан та, тăван кĕтесех таврăнас килĕ вĕсен те. Унăн ăшшине вара пĕр амăшĕ кăна упрама пултарать. Тем пекехчĕ те. Кирек мĕнле пулсан та, анне-аннех çав. Ют çемьере те, ача çуртĕнче те тăван кил ăшăлăхне тупма çук. Надьăна хĕрхенес те килет. Эрех-сăрапа туслашнишĕн çеç мар, пурнăçпа киленме пĕлменнишĕн. 45 çулта çеç вăл. Ялĕ Шупашкартан аякра та мар. Пахчинче темĕн тĕрлĕ çимĕç те çитĕнтерме май пур. Тăван тăрăхра ĕç çук тейĕпĕр, хулана вырнаçма кам чарать-ши? Ывăлĕсем те тĕрĕс-тĕкел, сывлăхлă. Апла унран телейлĕреххи те çук. Пурнăç тем тесен те ытларах хамăртан килет çав.

Елена МИШИНА.

Муркаш районĕ.

/Материалти ят-хушамата улăштарнă/.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.