Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери Ватăсен кунне халалласа ирттернĕ мероприятисенче пулнă.

 Çĕнĕ Шупашкарта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ветерансене хисеплесе ирттернĕ уява хутшăннă. Палăртнă мероприяти «Химик» Культура керменĕнче пулнă.   Уява пухăннă аслă ăрури çынсене саламланă май, Михаил Игнатьев çак çынсем çулсем иртсе пыраççĕ пулин те, яланах чун-чĕрепе çамрăк пулнине палăртнă, паянхи ветерансене пула, Çĕнĕ Шупашкар хули çĕкленсе ларнине асăннă. Çамрăксен тĕллевĕ – хулан сăн-сăпатне упраса, ăна тата та хăтлăрах илемлетсе пырасси.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем.