Ултавçăсенчен асăрханăр!

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Пластик карттăпа усă курма питĕ меллĕ. Паян вăл пурин аллинче те пур-çамрăксенчен пуçласа пенсионерсем таранах. Анчах ултавçăсем те çывăрмаççĕ. Çынсен укçине хăйсен кĕсйине чикес текенсем ултав меслечĕсене çĕнетсех пыраççĕ. Вĕсен серепине лекекенсен шучĕ те кунсерен ÿссе пырать. Кăçалхи чÿк уйăхĕнче çеç кунашкал 400 ытла тĕслĕх тупса палăртнă. Преступниксен серепинчен мĕнле майпа сыхланмалла? Кун пирки паян шалти ĕçсен министерствинче ирттернĕ пресс-конференцире каласа пачĕç.