Çĕнтерÿçĕ концерта кайĕ

28 Дек, 2017

Йăлана кĕнĕ тăрăх, «Çамрăксен хаçачĕ» кашни çул фотоконкурс йĕркелет. Кăçал эпир Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнине шута илсе сăн ÿкерчĕксен «Манăн анне» конкурсне пуçарнăччĕ. Халĕ ăна пĕтĕмлетме вăхăт çитрĕ!

Çырусем Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çеç мар, Пушкăртстанран, Якут Республикинчен, Т ю м е н ь хулинчен килчĕç. Сăн ÿкерчĕксем номертен номере пичетленчĕç, ун хыççăн вĕсене «Контактра» соцсетьри «Çамрăксен хаçачĕн» ушкăнĕнче вырнаçтартăмăр. Килĕшнисемшĕн эсир «лайк» лартрăр. Çулталăк тăршшĕпе пынă фотоконкурсра Çĕмĕрле районĕнчи Юманай ялĕнче пурăнакан Зоя Николаева çĕнтерчĕ. Уншăн 1002 çын сасăланă. Малтан палăртнă пекех, вăл чăваш эстрада юрăçисен концертне каймашкăн 2 билет çĕнсе илчĕ. Сăмах май, пирĕн çĕнтерÿçĕ 1989 çултанпа ялти культура çуртĕнче ĕçлет. Тăрăшулăхне, ĕçченлĕхне кура ăна район, республика шайĕнчи вун-вун хисеп хучĕпе чысланă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ 35 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе, ăнланса пурăнаççĕ. Тăватă хĕре пурнăç çулĕ çине тăратнă вĕсем, халĕ сакăр мăнукпа савăнаççĕ.

Элĕк районĕнчи Тимĕрçкасси ялĕнче пурăнакан Светлана Яковлева 804 «лайк» пухса иккĕмĕш вырăна тухрĕ, концерта каймашкăн 1 билета тивĕçрĕ. Шупашкарти 96-мĕш ача садĕнче тăрăшакан Олеся Ракова – виççĕмĕш, чăваш эстрада юрăçисен виçĕ MP3 тата DVD-дискĕсене çĕнсе илчĕ.

Нумаях пулмасть «Контактри» ушкăнра «Çамрăксен хаçачĕпе – селфи» фотоконкурс та пуçарнăччĕ. Çĕнтерÿçи — Рената Волкова. Вăл чи нумай «лайк» пухнă. Редакци ăна «Çамрăксен хаçатне» тепĕр çур çуллăха çырăнса парĕ, кăларăм Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпана кайĕ. Çĕнтерÿçĕсене редакцире кĕтетпĕр!

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.