Тĕлĕкре те черкке тĕлленнĕ

5 Мар, 2020

«10-мĕш класс хыççăн аттестат илтĕм. Такам ăсату каçне пĕр ещĕк шампань эрехĕ йăтса килнĕччĕ. Класс икĕ ушкăна пайланчĕ. Пĕрисем эрех кĕленчисене асăрхасан айккинелле пăрăнчĕç, теприсем черкке çĕклесе пĕр-пĕрне саламларĕç. Эпĕ хастарлăха кăтартасшăн пултăм. Спиртлă шĕвек çан-çурăма çÿçентерчĕ. Часах ÿсĕрĕлтĕм те класри чи чăнкă каччăсемпе пĕрле уява малалла паллă тума кайрăм. Çакă манăн пĕрремĕш пысăк йăнăш пулчĕ. Ун чухнех тĕплĕн шухăшламаллаччĕ. Ашшĕне кура ывăлĕ эрех черкки патне туртăнать теççĕ. Манăн та атте урăлмасăр ĕçетчĕ. Анне тарăхатчĕ, эрех-сăраран писме йăлăнатчĕ. Çакă çынна мĕн патне илсе çитерессине курсах «хаяррине» сыпрăм», — аса илчĕ Республикăри наркологи диспансерĕнче сипленекен Лариса.

Упăшки тухса кайсан…

58-ти Лариса Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Унăн ашшĕ-амăшĕ ватă, анчах канлĕхпе киленеймеççĕ: иккĕшĕн те хĕрĕшĕн куляннипе ăшĕ хыпса çунать.
Пике аттестат илсенех ĕçе вырнаçнă, качча кайсан хĕрпе ывăл çуратнă. 1999 çулта хĕрарăмăн çемйи арканнă — упăшки килтен тухса кайнă. Йывăр самантра юнашар никам та пулман — Лариса черкке тĕпĕнче çăлăнăç шыранă.
«Пĕчченлĕхе кăмăллаттăм. Хĕрĕм ÿссе çитнĕччĕ, ывăлăм пĕрремĕш класра вĕренетчĕ. Ăна шкула ăсататтăм та сĕтел çине коньяк лартаттăм. Темиçе кун ĕçеттĕм те хама алла илеттĕм, ĕçе тухаттăм, — малалла калаçрĕ хĕрарăм. — Канмалли кунсем çитетчĕç çеç — пулăштух туянаттăм. Манра шуйттан пурăннăн туйăнатчĕ. Вăл «хăватлăраххине» ыйтатчĕ. Пĕрремĕш черкке — кăмăла çĕклемелĕх. Килти ĕçсене тумалла-çке: ача валли апат пĕçереттĕм, кил-çуртра тирпейлеттĕм. Иккĕмĕш черкке — çан-çурăма çемçетмелĕх. Хыççăнхисем — пуçа минретекеннисем. Кашни кун эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕрен апат анми пулчĕ. Кăлпасси шăршине туйсанах ăш пăтранатчĕ. Çав тарана çитсен те çывăх çынсем мана пăрахмарĕç. Лăпкăн калаçрĕç, урăлма ÿкĕтлерĕç».
Ларисăна ĕçрен кăларса янă. Тепĕртакран хĕрарăм пурăнмалли çурт-йĕрсĕр тăрса юлнă. Ывăлĕ хăш вăхăтра ÿссе çитнине сиссе те юлайман. Ÿсĕр амăшне курса йăлăхнă каччă çурçĕрти хулана çул тытнă. Вăл унтах авланнă, мăшăрĕпе ачасем çуратса ÿстернĕ. Нумаях пулмасть Ларисăн кĕçĕн мăнукĕ кун çути курнă. Анчах асламăшне ача курма чĕнмеççĕ. Ывăлĕ ăна ниепле те каçараймасть.
Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче кăмăллах мар лару-тăру /ăна Лариса уçăмлатмарĕ/ пулса иртнĕ те хĕрарăм каллех урăлмасăр эрех ĕçме пуçланă. Çĕнĕ çула вăл пĕчченех кĕтсе илнĕ. Организмĕ хавшаса çитнĕрен кăрлачăн 6-мĕшĕнче утайми пулнă. Лариса кравать çинчен ÿксен ура çине хăй тĕллĕн тăрайман. Ку таранччен ашшĕ-амăшĕ хĕрĕ ытлашшипех сыпкаланине чухламан. Çав самантра никамран та пулăшу ыйтайманран Лариса çывăх çыннисене веçех каласа кăтартнă. 85-ри ашшĕ такси тытса ун патне çитнĕ, хĕрне хăйсем патне илсе килнĕ. Терапевт сиплев палăртсан тин хĕрарăм уткалама пуçланă. Амăшĕ Ларисăпа калаçмасть — вăл хĕрĕнчен кун пеккине кĕтмен. Кăрлачăн 8-мĕшĕнче ашшĕ ăна Республикăри наркологи диспансерне çавăтса килнĕ. Халĕ унпа психологсемпе наркологсем ĕçлеççĕ. Оптимизма çухатманскер çывăх çынни-семпе пĕр чĕлхе тупасшăн, мăнукĕсене кайса курасшăн. Диспансерта сипленекенсен пухăвĕсем иртеççĕ. Унта ура çине тăмалла та ята, ÿсĕме палăртса «Эпĕ — алкоголик» темелле. Лариса çакна тÿрех калайман — чĕлхи çаврăнман. Тухтăрсем пулăшнипе çеç вăл хăйĕн чирне йышăннă, сипленме пуçланă.

Кĕçĕннине çуратсан хăйне алла илнĕ

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Таня 47-ре. Вăл иккĕмĕш хут реабилитаци тухать. Пĕрре сипленсе эрех-сăраран писмен вăл. Таня шкулта вĕреннĕ чухне тантăшĕсен умĕнче чăнкăрах курăнма тăрăшнă. Аслă класра вĕренекенсем иккĕмĕш смена хыççăн киле саланма васкаман. Шкултан инçех мар вырнаçнă культура çуртĕнче кашни кун дискотека ирттернĕ. Хĕрсемпе каччăсем кăмăла çĕклемешкĕн пĕрер черкке ÿпĕнтернĕ те ташланă. Çамрăксем пăрака та, спирт та ĕçнĕ. Вăтам классенче Таня шĕкĕр «пиллĕкпе» вĕреннĕ, аттестатĕнче вара — 3 «виççĕ»! Ашшĕ-амăшĕшĕн çакă кĕтмен «парне» пулнă.
19-та чухне Таня ача кĕтнине пĕлнĕ. Пулас ашшĕ яваплăхне хăйĕн çинчен сирмен — ăна качча илнĕ. Кил хуçи арăмĕ хăйне алăра тытнă, ача çуратиччен те, кăкăр ĕмĕртнĕ вăхăтра та «хаяррине» сыпман. Хĕрĕ кăштах ÿссенех Таня уявсене юлташĕсемпе паллă тума пуçланă. Ун чухне çакă мĕн патне илсе çитерессине чухламан. Вăл упăшкинчен юлмасăр черкке хыççăн черкке пушатнă. Ашшĕ-амăшĕ хĕрĕ çитĕннине те сисмен. «Кĕçĕнни Турă парниех пулчĕ. Ача сывлăхĕ пирки шухăшласах хама алла илме пултартăм», — терĕ Таня.
Ывăлне çуратсан амăшĕ эрех-сăра ĕçме чарăннă, пысăк предприятие ĕçе вырнаçнă. «Симĕс çĕлен» тыткăнне лекнĕ упăшки ачисемшĕн пачах тăрăшман. Çемье лавне Таня пĕччен туртнă. Çывăх юлташĕ усал шыçăпа чирлине пĕлсен хĕрарăм хуйхине эрех ĕçсе пусарнă. Каллех черкке хыççăн черкке… «Ирхине мухмăрпа аптăраттăм. Хăвăрт-хăвăрт çăвăнаттăм та ĕçе васкаттăм. Кăнтăрла хыççăн алă чĕтреме пуçлатчĕ. Ĕç кунĕ вĕçленессе чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. Киле таврăннă май лавккана кĕрсе пулăштух туянаттăм. Çĕрĕпех ĕçеттĕм. Кăшт çывăрса илеттĕм те ĕçе утаттăм. Кун пек пурăнма юраманнине ăнлантăм. Ачасем манран вăтанма пуçларĕç. Пĕлтĕрхи утă уйăхĕнче Çĕнĕ Шупашкарти больницăна çитрĕм. Тухтăра итлеттĕм-ха, анчах эрех ĕçме чарăнаймастăм. Сиплев те пулăшмарĕ. Капельница айĕнче выртса тухаттăм çеç — каллех эрех туянаттăм. Медицина ĕçченĕсем сĕннипе Республикăри наркологи диспансерне çитрĕм», — каласа кăтартрĕ Таня.
Пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче хĕрарăм диспансертан тухнă. Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсенче вăл пĕр тумлам та эрех сыпман. Анчах Таня организмĕ эрех ыйтнине туйнă, çывăрнă чухне те черкке тĕлленме пуçланă. Çакă — чир таврăнассин палли. Ÿсĕр упăшки те арăмĕнчен тăрăхланă. Кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче хĕрарăм хăйне алăра тытаймасран хăраса хăйĕн ирĕкĕпе диспансера таврăннă. 12-ри ывăлĕ халĕ ашшĕпе пурăнать.
«Аттерен уйрăлма заявлени çыртăн-и?» — ыйтать вăл амăшĕнчен. Килте вĕсен пĕр вĕçĕмсĕр харкашу. Хĕрарăм диспансерти психологсем сĕннипе упăшкипе сăмах пуçарать, сипленме ыйтать. Лешĕ итлесе пĕтермесĕрех урса каять, çапса пăрахассипе хăратать. Ывăлĕ çак ÿкерчĕке лăпкăн сăнаймасть — амăшĕн хутне кĕрет. Ашшĕ ăна та хĕрхенмест. Юрать, кÿрши кăшкăрашнине илтсенех алăкран пырса шаккать. Таньăн ывăлĕ 5-мĕш класра «пиллĕкпе» çеç вĕренет, спорт бал ташшисен секцине çÿрет. Шел, ашшĕнчен вăл ырă пĕр сăмах та илтмест.

Мăшăрĕн юлашки сăмахĕсене манмасть

Республикăри наркологи диспансерне эрех-сăра тыткăнĕнчен тухайманнисен тăванĕсем те çÿреççĕ. Унта вĕсемпе психологсем ĕçлеççĕ, сĕнÿ-канаш параççĕ. Нина кунта çирĕм çул каяллах пулăшу шыраса çитнĕ. Вăл упăшкине сыватасшăн пулнă. «Малтанласа чир паллисене асăр-хамастăм. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшăлах педагогика институтĕнче ĕçлекенскер кашни кун ÿсĕр таврăнма пуçларĕ. Ачасене тăрантарма укçа çитместчĕ. Ятлаçаттăм, сипленме ыйтаттăм. Кодировка вăхăчĕ иртетчĕ те каллех сиенлĕ йăли патне таврăнатчĕ. Аптăраса çитрĕм, нимĕн те пулăшмарĕ. Питĕ ырă кăмăллă çынччĕ. Студентсем ăна юрататчĕç», — пĕлтерчĕ хĕрарăм. Чире пула арçыннăн пурнăçĕ кĕске пулнă. Мăшăрне çухатсан та Нина диспансера çÿренĕ. Унта ăна ăшă сăмахсемпе лăплантарнă. Ытларикунсерен пухăнаканскерсем пурнăçри çĕнĕлĕхсене сÿтсе яваççĕ, пĕр-пĕрне хавхалантараççĕ. Ушкăнра эрех-сăра серепинчен тухнисем те пур. Вĕсем мероприятисенче тухса калаçаççĕ, хăйсен опычĕпе паллаштараççĕ.
Нинăн ачисем эрех-сăра ĕçекен ашшĕне пула пайтах нушаланнă. Амăшĕ вĕсем кил хуçинчен тĕслĕх ан илччĕр тесе тăрăшнă. Ачисем «хаяррине» пачах сыпмаççĕ. Лавккара çамрăксем спиртлă шĕвек туяннине курсан Нинăн чĕри ыратать. Май пулсан кашнин патне пырса калаçĕччĕ. Çавăнпа вăл районсенче иртекен тĕлпулусенче ашшĕ-амăшне ачисемпе калаçма ыйтать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.