Мускаври елкăра - Чăваш Ен ачисем

27 Дек, 2013

Раштавăн 24-мĕшĕнче Шупашкарти чукун çул вокзалĕнчен Чăваш Енри 50 ачана Мускава илсе кайнă. Мĕн тума тетĕр-и? Кремльти Патшалăх керменĕнче çулсерен иртекен Раççей Президенчĕн Ăлкинче савăнма. Аякри тăрăхри пысăк уяв ĕнер иртнĕ. Телей сунса инçе çула шăпăрлансене ашшĕ-амăшĕ кăна мар, федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоровпа ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова та ăсатнă.

Çĕр-шывăн тĕп Ăлкине ача çурчĕсемпе интернат шкулсен воспитанникĕсем, службăри тивĕçе пурнăçланă чухне пуç хунисен тĕпренчĕкĕсем, йывăр лару-тăруллă тата пысăк çемьере çитĕнекенсем каяççĕ. Унта тĕрлĕ олимпиадăна, конкурссемпе ăмăртусене хутшăнса çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕнисем те лекеççĕ. Кăçал Чăваш Ен делегацийĕн йышне "Ачалăха тавăрар" проектпа килĕшÿллĕн ирттернĕ мероприятисенче палăрнă шăпăрлансем те кĕнĕ. Проект РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пулăшнипе пурнăçланать.

Чăваш Ен ачисем ытти тăрăхран пынисене курнă кăна мар, хăйсен пултарулăхне те кăтартнă. Пĕрисем юрланă, теприсем ташланă. Çула тухас умĕн вĕсем уявра хастар пулассине каланă, ĕмĕчĕсемпе паллаштарнă. Маттурсен хавас кăмăлне асăрхамасăр тăрайăн-и? Пăрачкаври ача çурчĕн воспитанникĕсенчен пĕри Руслан Терехов хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ:

- Çак çул мана савăнăçлă нумай пулăм парнелерĕ. Эпĕ республикăри ача çурчĕсен воспитанникĕсен хушшинче ирттернĕ хушма пултарулăх куравĕн призерĕ пултăм. Чăваш Ен чысне Йошкар-Олари финалта хÿтĕлерĕм. Халĕ вара Мускава каятăп. Маншăн ку - чи хаклă парне!

Тĕп Ăлкăран ачасем тăван тăрăха ыран таврăнĕç. Сăмах май, ыранах пирĕн республикăн хастар ачасен /30-ăн/ тепĕр ушкăнĕ Чул Хулана кайĕ. Унта Михаил Бабич йĕркелекен Çĕнĕ çул уявĕ пулĕ. Унта федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи мĕн пур регионтан пĕтĕмпе 875 ача хутшăнĕ. Шăпăрлансем ăлкăра пулнисĕр пуçне çар полигонне, Чул Хула Кремльне курĕç, планетарие çитĕç.

Марина ВАСИЛЬЕВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.