Шупашкарта паян уяв

27 Дек, 2013

Паян Олимп çулăмĕ Шупашкара çитĕ. Чăваш Ен çак пулăма уяв пекех кĕтрĕ. Олимп вăййисен тĕп палли кăнтăрла 12 сехетре чукун çул вокзалĕнче старт илĕ. Унтан хула урамĕсемпе «çула тухĕ». Эстафета виçĕ тапхăрпа иртĕ. Чукун çул вокзалĕнчен пуçласа И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн çурçĕр-хĕвел анăç районĕнчи корпусĕ патне çитĕ. Унтан Хĕрлĕ тÿремре чарăнĕ. Олимп çулăмне унта Хĕл Мучи хăйĕн хуралçисемпе çуна çинче илсе çитерĕ. 17.30 сехетре Чăваш патшалăх академи драма театрĕ умĕнче концерт пуçланĕ, Шупашкарти «Промтрактор» заводра туса кăларнă «тимĕр урхамахсем» ăсталăхĕпе тĕлĕнтерĕç. Эстафета «Олимпийский» стадионта вĕçленĕ. Унта савăнăçлă концерт пулĕ.

Тĕп хуламăра «Сочи-2014» йĕркелÿ комитечĕн пĕр ушкăнĕ килсе çитнĕ, юн кун Наци библиотекинче брифинг иртнĕ.

Олимп вăййисен тĕп паллине хула урамĕсем тăрăх 163 çын йăтса чупĕ. Çак йышра тĕрлĕ професси çыннисем пур. Сумлă çулăма йăтакан çамрăксемпе çыхăнтăм. Вĕсем çак чыса тивĕçнĕшĕн савăнаççĕ-и? Мĕнлерех кăмăл-туйăмпа çунатланаççĕ?

«Суварята» халăх ансамблĕн балетмейстерĕ Ирина Музыкантова çулăм йăтса чупакансен йышĕнче пулассине çуркуннех пĕлнĕ. Олимпиада çулăмĕн эстафетине хутшăнма тивĕç пулнăшăн вăл чунран хĕпĕртенине пытармарĕ.

- Малтанах çак пулăм пĕлтерĕшлех пек туйăнмастчĕ. Халĕ вара Олимп çулăмĕ Шупашкара çывхарнă май республика çыннисемшĕн пысăк уяв пулни сисĕнет. Урамра та, ĕçре те, общество транспортĕнче те чылайăшĕ çак мероприяти пирки калаçать. Хам та раштавăн 27-мĕшĕ çитессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Хальлĕхе мана тум та паман, факела хулан хăш кĕтесĕнче йăтса чупассине те пĕлтермен. Эстафетăна хутшăнма ирĕк пани республика умĕнчи яваплăха ÿстерет тата тăрăшарах ĕçлеме хистет. Олимп çулăмĕн факелĕ Хĕл Мучи туйи мар пулин те вăл алăра чухне пĕр-пĕр ĕмĕт пирки шухăшлăп. Çĕнĕ çулта вăл, тен, пурнăçланĕ?» - уяв умĕнхи кăмăл-туйăмĕпе паллаштарчĕ Ирина Музыкантова.

Шупашкарти 4-мĕш лицейре вĕренекен Кирилл Львов та Олимп çулăмĕн эстафети пуçланасса чăтăмсăррăн кĕтет. Факел йăтса чупасси çинчен ăна пĕр уйăх каялла пĕлтернĕ. 11-мĕш класра вĕренекенскер çакăншăн питĕ хĕпĕртенĕ. Кирилл ку чыса мĕншĕн тивĕçнĕ-ха? Каччă - вĕренÿ отличникĕ. 2012 çулта вăл астрономипе Раççей шайĕнче иртнĕ олимпиадăн юлашки тапхăрĕнче çĕнтернĕ. Çавăн пекех яш физика, математика, хими предмечĕсен олимпиадисенче пĕлÿ шайне тăтăшах тĕрĕсленĕ. Вĕренÿри çитĕнÿсемшĕн вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине те, РФ Президенчĕн 30 пин тенкĕлĕх премине те тивĕçнĕ. Каччă спорт туризмĕпе те кăсăкланать. Кĕркунне Раççей шайĕнчи çамрăксен фестивальне хутшăнса Сочири Олимп объекчĕсене çитсе курнă. Унта ăна питĕ килĕшнĕ. Кирилл каласа кăтартнă тăрăх - раштавăн 27-мĕшĕнче вăл çулăм йăтса чупнине курмашкăн унăн çывăх тăванĕсемпе юлташĕсем те тухĕç.

Олимп çулăмĕн эстафети Çĕнĕ çул умĕнхи кăмăл-туйăма çĕклĕ, спорта юратакансемшĕн чăн-чăн уяв пулĕ.

Любовь ПЕТРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.