Чăваш хĕрарăмĕ 8 (1436) № 05.03.2026

5 Мар, 2026

Тĕрлĕ шăпа — пĕр тĕллев

Çак статья геройĕсенче иксĕлми хастарлăх, тăрăшулăхпа пултарулăх тата чикĕсĕр ĕçченлĕх тапса тăрать. Вĕсем мăшăр, амăшĕ, ĕçре профессионал кăна мар, обществăра та палăраççĕ. Сăмах — «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» партин пикисем пирки.

Укахви кинемей

Шăпах çак ятпа паллаççĕ те Шупашкарти Татьяна Раськина волонтера. Унăн пĕр кунĕ те ятарлă çар операцине хутшăнакан ентеш салтаксем валли маскировка тетелĕ çыхмасăр иртмест. Ку кăна-и? Миçе окоп çурти, пурнăç пиçиххийĕ, браслетпа управçă-брелок хатĕрлемен-ши ӳркенменскер! Çав брелоксем пирĕн Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисене чун хавалне çухатма памаççĕ, хавхалану кӳреççĕ. Татьяна Раськина тĕп хулари Асапланса вилнĕ çĕнĕ çветтуйсен ячĕпе лартнă чиркӳре ытти хастар хĕрарăмпа салтаксем валли тĕрлĕ япала хатĕрлеме çӳрет. Çак ĕçе вăл чун ыйтнипе 2023 çулта кӳлĕннĕ. «Пирĕн хӳтĕлевçĕсене çĕнтерӳпе таврăнмашкăн май пур таран пулăшас килет», — тет вăл. Килте те алă усса лармасть Укахви кинемей — тетел валли материал касать, çурта, ятарлă пиçиххи, браслет хатĕрлет. Салтаксем уйрăмах вăл ăсталанă управçăсене кăмăллаççĕ, ăна пĕрле илсе çӳреççĕ. Чиркӳри ĕçе Наталья Шарукова йĕркеленĕ. «Храма килекенсем тата Иов атте те пире пулăшаççĕ. Çавна май тетел çыхмашкăн ăшă вырăн тупăнчĕ. Вĕсем укçа та пухаççĕ», — каласа кăтартать волонтер. «Пурнăç мастерскойĕ» 500 сусăр тата сывлăх енчен хавшак ача. Канаш тăрăхĕнче шăпах çакăн чухлĕн вĕсем. Çакнашкал шăпăрлансене аталанмашкăн унта «Пурнăç мастерскойĕ» уçăлнă. Ячĕ те шанăç çуратать, çапла вĕт? Ыттисенчен уйрăлса тăракан ачасемшĕн вăл шанăç кăна мар, унта вĕсем хăйсем кирлĕ пулнине туйма вĕренеççĕ. Тĕрлĕ енлĕн аталанмашкăн та май пур центрта. «Пурнăç мастерскойĕ» — хăй тĕллĕн йĕркеленнĕ проект мар. Ăна хута ямашкăн ачасен ашшĕ-амăшĕ, волонтерсем, ырă чĕреллĕ çынсем, меценатсем тăрăшнă… Çав шутра — «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» парти те. Канашра асăннă центра уçас шухăш регионти «Ырăлăх тĕнчи» общество организацийĕн председателĕн Татьяна Бочкаревăн çуралнă. Хула администрацийĕ хирĕçлемен — çурт уйăрса панă. Анчах вăл ачасемпе ĕçлемешкĕн юрăхлă пулман: электричество пралукĕ кивĕ, ăшăпа тивĕçтерекен пăрăхсем те çавнашкал, кӳмепе çӳрекенсем валли те условисем çук… Хастарсем юсама пуçăннă, анчах ку кăна çителĕксĕр-мĕн, пысăк пулăшу кирлĕ. «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» партин вырăнти депутачĕсем тăрăшнипе «Ырăлăх тĕнчи» организаци хастарĕсем тата ашшĕ-амăшĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕпе Анатолий Аксаковпа тĕл пулнă. Вăл вăхăта тăсмасăр çийĕнчех центра йĕркене кĕртмешкĕн пулăшу панă, ун хыççăн спонсорсем те тупăннă. Татьяна Бочкарева хăй тĕллевне пурнăçлама пултарнă — хальхи вăхăтра хăйне евĕр «мастерскойра» пурнăç вĕрет. Ачасем тем тĕрлĕ ĕçе те «тутанса пăхаççĕ» — арт-терапи, юрă-кĕвĕ, тăмран савăт-сапа хатĕрлесси… Пĕрлехи занятисем сывлăх енчен хавшаккисене пĕр-пĕринпе хутшăнма та хăнăхтараççĕ. Инкек алăкран шаккасан... «Партире эпĕ статусшăн тăмастăп, пĕлетĕп — унта чăннипех пулăшаççĕ», — палăртать Шупашкарта пурăнакан Мария Иванова. Унăн кил алăкĕнчен инкек шаккасан — амăшĕн онкологи чирĕ аталанни палăрнă — парти хастарĕсем Марийăна пĕччен хăварман, çывăх çыннине хăвăрт больницăна вырнаçтарма пулăшнă. Сăмахпа та хавхалантарса хуçăлма паман. Марийăн пурнăçĕ хăй еккипе йĕркеленнĕ темелле, уйрăмах — карьера тĕлĕшпе. Вăл финанс тытăмĕнче вунă çул тăрăшнă. Анчах… ача çуратайманни питĕ кулянтарнă, пăшăрхантарнă хĕрарăма. Çавăнпа Турă ывăл парнелесен Хаклă та юратнă х.рарăмсем! Ахальтен мар сивĕ хĕл хыççăн сирĕн хӳхĕм те ăшă йăл куллăрпа пĕрле çуркунне килет. Эсир тĕнчене юратупа, çутăпа, савăнăçпа пуянлататăр, Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисене те пулăшатăр. Эсир пурнăçа çутăрах, телейлĕрех тăватăр. Сирĕн çинче мирпе килĕшӳ тытăнса тăрать, мĕншĕн тесен эсир — кил ăшшипе хăтлăхĕн, çемье татулăхĕн управçисем. Иккĕленӳ çук: Чăваш Енре чи илемлĕ хĕрарăмсем пурăнаççĕ. Юратăвăршăн, тимлĕхĕршĕн тата чăтăмлăхăршăн чун-чĕререн тав тăватăп сире! Сывлăх, вăй-хал, юрату, чечексемпе йăл кулă, телей сунатăп! Анатолий АКСАКОВ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ. çакна вăл асамлăх пекех йышăннă. «Пепкем Назар çуралсан пуçĕпех юрату туйăмĕ çавăрса илчĕ мана. Ăна ытти ачана та парнелес килчĕ. Психологи енĕпе аслă пĕлӳ илтĕм те шăпăрлансемпе ĕçлеме пуçларăм», — каласа кăтартать телейлĕ амăшĕ. Мария Иванова тăрăшнипе Чăваш Енре продюсер центрĕ уçăлнă. Унта çӳрекен ачасем мода кăтартăвĕсене, реклама ӳкерĕвĕсене, Пĕтĕм тĕнчери проектсене хутшăнаççĕ тата… хăйсене шанма хăнăхаççĕ. Кунсăр пуçне Шупашкарта ачапăча лагерĕ тата «Çулталăк ачи» конкурс та йĕркелет хастар хĕрарăм.

Нина ЦАРЫГИНА хатĕрленĕ.

♦   ♦   


Тракторпа çÿреççĕ, спецназра служба иртеççĕ…

Хĕрарăм аллинче хĕрĕх тĕрлĕ ĕç вылянать. Паянхи кун ку каларăш питех те вырăнлă — ара, этемлĕхĕн черчен çурри кирек ăçта та вăй хума пултарнине тахçанах çирĕплетрĕ. Шăпах çавнашкал хастар хĕрарăмсемпе паллаштарăпăр сире, хисеплĕ вулакансем.

Метала парăнтараканскер

Юратнă ĕçе пуçăнас умĕн Людмила Андреевăн космонавт пек тĕплĕн тумланмалла: брезент спецовка, сăран пушмак, алса, ятарлă маскăпа щит, куçлăх тăхăнать вăл. Унтан чи кирлĕ япалана — сварка тумалли аппарата — алла тытать. Электрогазосварщик профессине илнĕскер вунă çул ытла çак профессире вăй хунă. «Йывăр ĕç» текен ăнлав çук уншăн. «Çăмăлли пулать-и вара?» — тĕлĕнчĕ хăй пурнăçĕнче чылай специальноçа алла илме ĕлкĕрнĕ хĕрарăм. Шкулпа сыв пуллашсанах Людмила çĕвĕçе вĕренсе тухнă, унтан — парикмахера, массажиста... Çăмăл тата йывăр тиевлĕ автомобильпе çеç мар, мотоциклпа çӳремешкĕн те права илнĕ. Поварта самай тăрăшнă. Хуралçă удостоверенийĕ те пур ӳркенменскерĕн. Çапах сварка енĕпе ĕçлемешкĕнех чунĕ туртать. Шупашкар тăрăхĕнчи Янăшра пурăнаканскертен ял çыннисем те пулăшу ыйтаççĕ: е мунча кăмакине е пăрăхсене сыпăнтармалла. Вунă килограма яхăн таякан ĕç хатĕрне йăтаканскертен тĕлĕнме пăрахнă ĕнтĕ. «Манăн атте сварщик пулнă. Эпĕ ача чухнех çĕре кĕнĕ вăл, ăна яланах чĕрере упратăп. Атте маншăн çав тери пĕлтерĕшлĕ çын, сварка ĕçне юратасси унранах куçнă пулĕ. Аннене тав тăватăп, вăл сварщицăна вĕренме ямашкăн хирĕçлемен, сивлесе пĕр сăмах та каламан», — терĕ Людмила. «Арçынсем ĕçлеççĕ-çке, эпир, хĕрарăмсем мĕн вара, пултараймăпăр-ши?» — çапла шухăшланăскер тимĕре сыпăнтармалли хатĕре алла илнĕ. Районти «Прогресс» колхоза вырнаçнăскере хапăлласа йышăннă, вĕрентекенсемпе ăнăçнă Людмилăна. «Эй, хĕрачи эсĕ ĕçлеме пĕлместĕн, мĕн тума килтĕн?» — тесе никам та пистермен. Хăрушсăрлăха пăхăнмалла çеç. Сварка çине ятарлă куçлăхсăр пăхма юрамасть, унсăрăн «мулкачсене» тытатăн. Куç ыратнине çапла калаççĕ. «Тĕрĕсех. Сварка çине пăхрăн тăк каçхине çывăраймăн — куç йĕппе тирнĕ пек ыратĕ. Пĕррехинче асăрханманран çапла аптăрарăм, усă курнă чей хутаçĕсем куç хупанки çине хурсан çеç лăплантăм. Тепринче колхоза касса вакламашкăн юрăхсăра тухнă машина илсе килчĕç. Каснă чухне металл шăранса тумлать. Вĕрискер ура çине юхса пушмака шăтарчĕ, ӳте пĕçертрĕ. Йĕрĕ халĕ те пур. Кирек хăш тытăмра та хăрушсăрлăха мала хумалла. Çавна май арçынсемпе пĕр тан пилĕк авакан, ытти çĕрте тăрăшакан хĕр-хĕрарăма иксĕлми вăй-хал сунса çывхарса килекен çуркуннехи уявпа саламлатăп», — калаçăва вĕçлерĕ хальхи вăхăтра уйрăм харпăрлăхри организацире вăй хуракан пысăк стажлă сварщица. Арçынсенчен кая мар Çӳллĕ мар, ырханкка хĕр строя тăрсан спецназра служба тухакан пăхаттирсем ăна хăяккăн, тĕлĕнсе сăнанă. «Çакскер кунта мĕн çухатнă-ши?» — вуланнă куçĕсенче. Хайхи пикерен вара телейли те пулман çав самантра, спецназра Тăван çĕршыв чысне хӳтĕлемешкĕн вăл чылай çул ĕмĕтленнĕ. Милицире вăй хума тытăнсанах... Çапла пуçланнă «Крепыш» хушма ятлă пикешĕн ятарлă отряд боецĕн тивĕçне пурнăçласси. Унта вырнаçиччен Олимп резервĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухнăскер вун виçĕ çул ытла милицире тĕрлĕ должноçра вăй хунă, юридици енĕпе аслă пĕлӳ те илнĕ. Кунсăр пуçне полицире, ведомство тулашĕнчи хуралта, патрульпе пост службинче ĕçленĕ. Улатăрта çуралса Шупашкарта çитĕннĕскер мĕн ачаран çăмăл атлетикăра çитĕнӳ тунă. Вăл — йĕлтĕрпе чупас енĕпе республика чемпионки. Хальхи вăхăтра Чăваш Енри Росгварди управленийĕнче тăрăшаканскер çăмăл атлетика ăмăртăвĕсенче çак ведомство ушкăнĕн йышĕнче унăн чысне хӳтĕлет. 15 çулти хĕрĕ те унран тĕслĕх илет, спортпа туслă. Амăшĕн медалĕ-кубокне курса хăй те ăмăртусене хутшăнса наградăна тивĕçме тăрăшать. Спецназ уйрăмне служба тухма вырнаçмашкăн черченкĕ пикен пĕрлехи норматива пурнăçлама тивнĕ. Хĕрарăм тесе кросс инçĕшне чакарман — арçынсем пекех 5 километр чупса тухнă, тĕрлĕ хĕç-пăшалтан тĕл пенĕ, кĕрешӳ мелĕсене кăтартнă. Вăтамран 50 хут отжимани тăваканскер тĕрĕслеве ăнăçлă парăнтарнă. Ахальтен-им унăн позывнойĕ «Крепыш»? «Спецназра хĕрарăм служба тухни сайра тĕл пулать. Çавăнпа ĕçтешсем тĕлĕннине ăнланатăп. Тен, хăшĕ-пĕри эпĕ ятарлă хушусене пурнăçламашкăн чăрмав пулса тăратăп тесе шухăшларĕ-тĕр. Тем тесен те эпĕ яланах спецподразделени боецĕн тивĕçĕсене кирлĕ шайра пурнăçлама тăрăшатăп», — каласа кăтартрĕ 41-ри спецназовец. Кранпа ĕçлет, тĕрĕ тĕрлет Черчен те пĕчĕк хĕрарăм кранпа ĕçленине ĕненес те килмест. Хăватлă техникăна пăхăнтарать вăл. Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралса ӳснĕ Лариса Ракова /Васькова/ çак ĕçре 39 çул тăрăшать. Хăйĕн профессине чунтан юратать. Маларах вăл Трактор тăвакан заводра ял хуçалăх тех никине пуçтарнă çĕртре тăрăшнă, цехри кранпа 26 çул ĕçленĕ. Халĕ вара Шупашкарти керамика заводĕнче керамзит тăвакан цехра вăй хурать. Урăхла каласан, кирпĕч тумашкăн кранпа тăм турттарать. Рычага унталла-кунталла туртса «хурçă ута» итлеттерет. «Шкулта вĕреннĕ вăхăтра крановщик профессийĕ пирки шухăшлама та пултарайман эпĕ, — терĕ хастар хĕрарăм. — Маларах Люда аппа Шупашкарти 23-мĕш профессипе техника училищине вĕренме килчĕ, ун хыççăн эпĕ те тĕп хулана çул тытрăм. Çак профессиех алла илтĕм. Хăть хăш ĕçе те килĕштеретĕп. Йывăр-и е çăмăл-и — тиркеместĕп, юратса пурнăçлатăп». Лариса пушă вăхăтра пахчара тăрăшать, тĕрлĕ чечек, çимĕç çитĕнтерет. Унсăр пуçне вăл ал ăсти те: тĕрлеме, чĕнтĕр тата макраме мелĕпе тĕрлĕ япала çыхма кăмăллать. Урайне сармалли пысăк кавирсем хатĕрлет. Унсăр пуçне пластик савăт пăккисенчен эрешсем ăсталаса ял хапхине, кил-çуртне илемлетет. Çавăн пекех вăрмана кăмпа-çырла пуçтарма, пахча çимĕçрен, улма-çырларан салат-компот тума та юратать. Ĕç çынна илем кӳнине ачаранах пĕлсе çитĕннĕскер ывăлĕпе хĕрĕшĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче. <...>

Нина ЦАРЫГИНĂПА Валентина ПЕТРОВА хатĕрленĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.