Архив - Хыпар

мая 13th, 2014

13 Мая, 2014

Пуррине хаклама вĕренер

Енчен те 35-40 çулсенчи хĕрарăма çамрăклăх иртсе пыни, пурнăç ватлăх еннелле сулăнни шухăшлаттарма, тунсăхлаттарма пуçларĕ тĕк - апла унăн аслă çулсенчи йывăр тапхăр /кризис/ пуçланнă. Этемлĕхĕн черчен çуррийĕ йышĕнче çак тапхăра чун ыратăвĕсĕр ирттерекен питĕ сахал.

13 Мая, 2014

Элкер урамĕ

Анне шăллĕн Тимĕрç Элексантăрĕн хĕрĕ Марья акка Вăрнар çумĕнчи Санарпуçĕнчен Пысăк Упакассине качча тухнă. Ун патне хăнана ачаранах çÿренĕ май хамăрăн Хурăнсур Çармăсран çирĕм çухрăмри çав пысăк яла асра хăварнă. Хумма йыснасем Хураçырма енчи урамраччĕ. Ял çыннин пĕр-пĕринпе хутшăнмасăр пулмасть. Çимĕкре аттепе анне хăнана пĕрле çитрĕç.

мая 8th

8 Мая, 2014

“Аттерен юлашки çыру 1943 çулта килчĕ”

«Ырă кÿршĕ тăванран та хаклăрах», – тенĕ ваттисем. Çемьере пĕр-пĕр йывăрлăх сиксе тухсанах пулăшу ыйтма пускиле чупатпăр. Савăнăçа та, хуйха та яланах пĕрле пайлатпăр. Çапла пĕр-пĕрне кунран-кун пулăшса, хавхалантарса, шăкăл-шăкăл калаçса пурăннă май ĕмĕр иртнине те сисместпĕр. Вăрмар районĕнчи Шăхальте пурăнакан Мария Шурка, пирĕн кÿршĕ, çак кунсенче 80 çул тултарчĕ. Çăмăл пулман унăн кун-çулĕ, çапах йывăрлăха нихăçан парăнман вăл. Малалла вулас...

8 Мая, 2014

Мирлĕ пурнăçшăн пуç хунă кашни салтак - ПАТТĂР!

Этемлĕх историйĕнчи чи юнлă вăрçăн хаяр çулĕсенче кăтартнă паттăрлăхăн иксĕлми çути вун-вун çул иртсен те пирĕн пата çитет. Çухатусен ыратăвне тÿссе, мĕн пур вăя пухса, хăйсене хĕрхенмесĕр Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин паттăрĕсем пурăнмалли ирĕке упраса хăварнă.

8 Мая, 2014

Çурçĕр полюсĕ кăмăл-туйăма çирĕплетет

Çапла каланă хăй вăхăтĕнче паллă çул çÿревçĕсем Матвей Шпаропа Борис Смолин. Унта пĕрре мар пулса курнă паттăрсем ертсе пынипе кăçалхи ака уйăхĕнче 16-18 çулсенчи çичĕ çамрăк Çурçĕр полюсне тепĕр хут çитсе килнĕ.

8 Мая, 2014

Çурт тумалли вырăн хакланать. Мĕншĕн?

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ытлари кун Шупашкарта пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче тума пуçланă ача сачĕн строительствипе кăсăкланчĕ. Ăна Правительство çуртне хирĕç, тĕп хула варринчи кÿлмек тÿпемĕнче, темиçе тĕслĕ кирпĕчрен хăпартнă.

8 Мая, 2014

Паттăрлăхĕ халăх асĕнче

Вăхăт малаллах шăвать. Совет халăхĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 69 çул çитрĕ. Малашлăхшăн, ирĕклĕхшĕн пуç хунисем - мухтавлă, вĕсем вилĕмсĕр. Сталинград хулишĕн пынă хаяр çапăçусенче тăшмансемпе çапăçса çамрăклах пуç хунă тепĕр паттăр - Вăрмар районĕнчи Мăнçырмара ÿснĕ Нина Капитонова учительница.

8 Мая, 2014

Пурнăç лайăхланать, анчах ĕç вырăнĕсем çитмеççĕ

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов Пичет çуртĕнче республикăри МИХ представителĕсемпе пресс-конференци ирттерчĕ, 2003 çулта йышăннă «Чăваш Республикинчи ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» программа епле пурнăçланнипе паллаштарчĕ.

Страницы